Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗмӗрне сăмах пирĕн базăра пур.
Ӗмӗрне (тĕпĕ: ӗмӗрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑпани, ӗмӗрне мӗн ҫуралнӑранпах пӗртен-пӗр Экеҫре пурӑнса ирттернӗскер, хутла ликбез йӗркипе кӑна вӗреннӗскер, Мӗтри каланинчен нумайӑшне тӗплӗн ӑнкарсах ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хытӑ юратмасан, чӑваш хӗрарӑмӗ ют арҫынпа ӗмӗрне ҫылӑха кӗрес ҫук».

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сан пек арҫын ӗмӗрне курман эпӗ, чунӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах епле ӑнлантарӑн ӗмӗрне тӳрӗ те таса пурӑнса ирттернӗ ватта.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫут тӗнчере пурӑнасах текенӗн ҫакна ӗмӗрне манма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сан пек ҫынпа тӗл пулмашкӑн тӳр килӗ тесе ӗмӗрне шутламан.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑна пӑртаклӑха кӑна кӗрсе тухрӗ темелле, чей те ӗҫсе тӑмарӗ, ҫынни те ӗмӗрне курманскер, Телегинӑн ҫапах кӑштах кӑмӑл ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунашкал усӑсӑр пурнӑҫпа Ванькка, тыткӑнра асапланнӑ чухнехине шута илмесен, тупата, ӗмӗрне пурӑнса курман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Капла эпӗ Калюковпа ӗмӗрне те ҫыхӑнаяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тӗрӗс, ӗмӗрне те ан ҫыхлан, — килӗшрӗ унпа Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ унашкал ӗҫпе ӗмӗрне те ҫыхланассӑм ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ӑнланса илчӗ вара: ҫук, манайман вӑл Вӗлтрен Хӗлимунне, ӗмӗрне те манаймӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗлетӗр-и, тӗрмерен ман пек ӑслӑ, ман пек хӑюллӑ тарни халиччен ӗмӗрне пулман…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апла-и, капла-и те, ӗҫессе вара пурте эрех-сӑра ӗмӗрне курман пекех пахматсӑрланса ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ вӑл вӑхӑта ӗмӗрне манас ҫук…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин вара пӗр пуслӑх япалана та ыйтмасӑр ӗмӗрне илмен, вӑрҫӑрине шутламасан, никам ҫине алӑ ҫӗклесе курман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл ялан пӗччен ҫӳреме тӑрӑшрӗ, никампа та питех хутшӑнмарӗ, кулӑ таврашӗ вара унӑн питӗнче ӗмӗрне пулман тейӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Унран ӗмӗрне те никам иртеймест иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗмӗрне пӗчченех пурӑнса ирттерет вӑл, хӗрӗх ҫичче ҫитнӗскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак кӗске ҫулҫӳреве Телегин, Раҫҫейӗн нумай-нумай кӗтесӗсенче те, поляксем патӗнче те пулса курнӑскер, тупата, ӗмӗрне манас ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех