Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланчӗ (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑмсемшӗн ку сӑмах ҫукран сӑмах вылятнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ пулӗ, анчах Ятман ӑна мӗнле каланӑ, ҫаплипех ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тинех ӑнланчӗ Ятман: ун умӗнче ҫав тери таса чунлӑ хӗрача тӑрать, вӑл хӑйӗн чӑркӑшне пула ӑна ахалех кӳрентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм, унӑн юратнӑ Карачӑмӗ ӑна тӗрӗс ӑнланчӗ!

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ку хут мӗне пӗлтернине куҫпа малтанхи йӗрке тӑрӑх чупса тухсанах ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫутӑра Марине Сехре ҫи-пуҫӗпе сӑн-питне пӑхса илчӗ, вара вӑл мӗншӗн килнине пӗр сӑмахсӑрах ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юрать-ха халӑх ҫийӗнчех ӑнланчӗ

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн малтанхи сӑмахӗсемех командир боецсене приказани панӑ пек янраса кайрӗҫ (Левентей мӗнле йышӑнчӗ-тӗр те, Ятман вӗсене ҫавӑн пек ӑнланчӗ):

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арӑмӗ ӑна ӑнланчӗ, упӑшки хутне кӗрсе каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир вӑл мӗн каласшӑн пулнине вӑхӑтра ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей ӑнланчӗ: акӑ мӗн ҫинчен калаҫасшӑн иккен ҫӗнӗ парторг унпала.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка амӑшне ӑнланчӗ: вӑл ӳссе ҫитнӗ хӗрне алран вӗҫтересшӗн мар, вӑл ӑна хӑй куҫӗ умӗнче ӗҫлеттересшӗн.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна вӑл хӑйӗн ӑсӗпе ҫапла ӑнланчӗ: вӑрҫӑ пӗтесси курӑнмасть-ха, фронтра ӗҫсем начар, савӑнӑҫлӑ хыпарсем кӗтме иртерех-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Княҫсем мӗн тери тарӑхса калаҫнинчен Адашев ҫакна ӑнланчӗ: хан хӑйӗн княҫӗсене йӑлтах пусмӑрласа ҫитернӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсене мӗнле каланинчен Ахтупай ҫакна ӑнланчӗ: кил хуҫине ан пыр, вӑхӑтна сая ярса ан ҫӳре тесе ӳкӗтлени усӑсӑр.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайсем патӗнче чылай вӑхӑт хушши пӗччен ларса вӑл кунта мӗн пулса иртнине хӑех ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑнланчӗ пулас Сафа хӑйӗн тӑванӗ мӗн каласшӑн пулнине, тек унпа чир ҫинчен пӗрре те калаҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ӑнланчӗ, ӑна никам та итлес ҫук.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Булат Ширин ун сӑмахӗсене хӑй майлӑ ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тинех ӑнланчӗ Сахвине карчӑк.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑнланчӗ вара Ахтупай: тарҫӑпа, хӑйӗн тӗкӗрҫипе, ун пек калаҫма тытӑнчӗ пулсан чӑнах та ӗҫсем япӑх вара чӑваш ӗмпӗвӗн.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех