Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхса (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ асаттен аслӑк айӗнче тахҫантанпах ҫӗрсе выртакан сӑхманне тупрӑм, пуҫне виҫӗм ҫул хам ҫыхса тӑхӑнса ҫӗтнӗ улӑм шлепкене тӑхӑнтартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Капкӑн хӑййи ҫине аш татӑкӗ ҫыхса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Ятарласа курӑсран ҫыхса тунӑ мелке пур.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Каялла таврӑниччен хӗрсем кӗлте ҫыхса пӗтерсе лагерелле кайнӑ та иккен.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эсир ҫыхса пӗтерӗр.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫыхса пыма ҫеҫ ӗлкӗрӗр.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ывӑлӗсене, мӑшӑрне ҫӑм нускисем, кофтӑсем ҫыхса тӑхӑнтартать.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Кутамккана ҫур ҫӑкӑр, темиҫе пуҫ сухан, пилӗк ҫӑмарта, улӑштарса тӑхӑнмалӑх кӗпе-йӗм, питшӑлли чикрӗмӗр те хытӑ ҫыхса лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Сана турӑ вӗренме пулӑшать, анчах эсӗ тӗрӗллӗ кӗпе, сар тата чӗрҫитти ҫыхса ҫӳренине манӑн юратас килмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, ҫӗтӗк аркӑллӑ сӑхман тӑхӑнса, аппан кивӗ ҫӑм тутрине ҫыхса, килкартине тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑй ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулса, хӑмине чӑлха ҫыхса ларакан амӑшне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Паҫӑрхи хутаҫҫа анне, Иван пичче валли те пултӑр тесе, сухан та, ҫӑкӑр та ытларах чикрӗ, пиҫнӗ ҫӗрулми, кушелккепе табак, чӗлӗм хучӗ, вара хутаҫҫа ҫыхса мана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манехва халӗ хура тутӑрне пичӗ ҫине ӳпӗнтерсе ҫыхса сӳрет, чанкӑлтатса калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне Епифана апат лартрӗ, ҫул ҫинче ҫиме тӑварланӑ хӑяр шурӑ ҫӗтӗкпе ҫыхса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Епифана, мӗскӗне, аллисене ҫыхса, чирӗк патне илсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Шыва ҫыхса пӑрахас!

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ашшӗпе пиччӗшне пӗрер мӑшӑр алсыш ҫыхса патӑм та, кун валли пӗр ывӑҫ ҫӑм та юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл хура саттинран ҫӗленӗ вӑрӑм кӗпе тӑхӑнатчӗ, пуҫне пичӗ ҫине ӳпӗнтерсе хура тутӑр ҫыхса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Михапар пӗрисем патне чупса кӗрсе темиҫе сыпӑк туса ҫыхса пӗтернӗ миххине хул урлӑ ҫакса тухрӗ те Уккана ҫавӑтрӗ.

Михабар забежал в один из домов и вскоре вышел оттуда с мешком на плече. Подхватив Укку под руку, решительно сказал:

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗрре ҫыхса пӑрахса выртӑн унпа, иккӗ.

Ну свяжешь ее, уложишь раз, другой.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех