Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗч сăмах пирĕн базăра пур.
ҫивӗч (тĕпĕ: ҫивӗч) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗк кӗлеткеллӗ, шӗл-кӑвар пек йӑлкӑшакан ҫивӗч куҫлӑ хӗр типшӗм те ҫӳллӗ Степанов кӑкӑрӗ таран кӑна иккен.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑна эпӗ лайӑх пӗлетӗп, — терӗ Сергей, тетӗшӗ ҫине ҫивӗч пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Тетӗшӗ патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хуҫа тӳрленсе тӑчӗ, пысӑк та ҫивӗч куҫӗсемпе Зоя Сергеевна ҫине тӗллесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисем итлетӗр-и? — ҫивӗч куҫӗсемпе класс тавра пӑхса ҫаврӑнса ыйтрӗ учитель.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫурли ҫӑмӑл та ҫивӗч пултӑр, тырри-пулли тулӑх та перекетлӗ пултӑр, ҫан-ҫурӑм вӑй-халлӑ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Такама кирлӗ вӗсем, — тесе аллине сулчӗ те Петӗр ҫивӗч куҫӗсемпе тетӗшӗ ҫинелле тӗллесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах Сахар вӗсемпе калаҫса та тӑмарӗ, тепӗр минутранах кил хуҫи пӳлӗмне кӗрсе те тӑчӗ, ҫивӗч хура куҫӗсене хуҫа ҫинчен сиктермесӗр, хӑй мӗншӗн килнине хӑюллӑн та уҫҫӑн пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑйкӑрӑнни пек ҫивӗч куҫӗсемпе ҫамрӑксем ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӗмрен те ӑна комсомолецсемпе ҫамрӑксен пухӑвӗсене ҫӳреме чаратпӑр, — ҫивӗч ҫӗҫӗпе каснӑ пек касса хучӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытла та ҫивӗч вӗсен шӑлӗсем.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗл каҫа кил картинче пурӑнса йӑлӑхнӑ, типӗ улӑм ҫисе касӑхнӑ шурӑ, хура, ула сурӑхсем, кӑтра путексем, вӑрӑм мӑйракаллӑ, мӑн сухаллӑ качакасем тин ҫеҫ шӑтнӑ курӑка ҫивӗч шӑлӗсемпе ҫӗр ҫумӗнченех кӑтӑртаттарса илеҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклемесӗр, никам ҫине пӑхмасӑр, малтан мала кайса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чи ҫивӗч ыйтусен шутне сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьсем ҫителӗксӗрри тухса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n

Ялсене сыхласа хӑварасси, аталантарасси паян ҫивӗч ыйтусен шутне тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсене комплекслӑ аталантарасшӑн // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11306-ya ... ntarassh-n

Уйрӑмах ял тӑрӑхӗсенче ку ыйту ҫивӗч тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Терроризмпа кӗрешесси - тӗнче шайӗнчи ҫивӗч тема.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Паянхи кун ку чӑнах та ҫивӗч ыйту.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Куҫӗсем ҫивӗч ҫав вылянчӑк кӑмӑллӑ хӗрсен.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Килӗр, килӗр, мӗн те пулин илӗр, — юрланӑ пек сӑмахлама пуҫлаҫҫӗ ҫивӗч чӗлхеллескерсем, — ҫурри укҫалла, ҫурри — укҫасӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей арӑмӗн ӑс-тӑнӗ ӗлӗкхи пекех ҫивӗч иккен-ха: Хусан княҫне вӑл ҫийӗнчех палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Совет Союзӗн ҫарпуҫӗсем ҫивӗч ӑс-тӑнпа палӑрса тӑнӑ, ҫар ӗҫне лайӑх пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех