Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫил сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫил (тĕпĕ: ҫил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карти-хури кивелнӗ, юписем чалӑшнӑ, хӑма хапхасене ҫил хапхасемпе улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ кунта юлма шутламастӑп вӗт, Петро, — уҫҫӑнах пӗлтерчӗ Иван, ҫил хапха умне ҫитсе тӑрсан.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫил вӗркелет.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Турӑ ҫырни ҫакӑ пуль, сана парӑнма хушнӑ пуль, — лӑпкӑ ҫил пек ачашшӑн пӑшӑлтатрӗ Улька, Эрхипе хӑй ҫумне ыталаса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуллахи кунсенче вӑрмантан тухса, ҫӳллӗ те чӑнкӑ ту тӑрне хӑпарса тӑратӑн та, сана сулхӑн ҫил хумӗ ҫавӑрса илет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлашки вакун кустӑрмисем хыҫҫӑн лӑпкӑ ҫил вӗҫсе иртрӗ те, Хура Ҫимун хӑйӗн япалисем патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫил ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакнашкал ӗмӗт-шухӑшсемпе ҫӑмӑлланса пынӑран кимме ҫил хӑваласа чуптарнӑнах туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурхи ҫил усаллине хӑвах чухламалла.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫил вӗҫтерсе муталанӑ ҫӳҫӗсем йӗркесӗр сапаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк хӑрушӑ ҫил асар-писер шӑхӑрса, ӳлесе килчӗ, Ҫтаппан ыйхине вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурҫӗр енчен сивӗ ҫил килсе Ҫтаппана ҫӳҫентере пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Манӑн урамра малалла ӗҫлемелле», — тесе пӗҫерекен пит ҫӑмартине ҫил ҫинче сивӗтме тухса сирпӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫунашка ҫине йӑпӑр-япӑр вырнаҫаттӑмӑр та, йытӑсем вара пире Вӑта кас тӑрӑх ҫил пек вӗҫтерсе катаччи ярӑнтаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫурхи ҫил пӗрре хытӑ кӑна вӗрнӗ те пуҫ ҫинчи карттусне юхакан шыва илсе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Хулӑн ҫуртан ҫулӑмӗ витӗр ҫил пырса тивсен те хисеплесе пуҫ тайнӑ пек кӑна кӑшт авӑнса илет, унтан каялла тӳрленет.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Шӑрӑх аптӑратнипе ҫил варкӑшӗ пултӑр тесе пахчана тата урама тухакан чӳречесене яри уҫса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫак вӑхӑтра таҫтан килсе тухакан лӑпкӑ ҫил чуна уҫать.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Асар-писер ҫил вӑйне тӳссе ирттернӗ йӑмран шерепеллӗн ҫакӑнса тӑракан вӑрӑм симӗс ҫулҫисем шӑппӑн шепӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Тулта ҫил вӑйсӑрланнӑ, ҫумӑр та, авӑ, лӑпланать, вӗттӗн ҫеҫ пӗрӗхет.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех