Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялтан (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир ачасемшӗн тӑрӑшмасан, никам та вӗсене урӑх ялтан килсе каток туса парас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Ялтан телеграмма ярса хыпарларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫын // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 3–4 с.

«Ҫук, халь мар, эпӗ вӗсене сире кӑтартма вӑтанатӑп, вӗренчӗкле ҫырнӑскерсем ҫеҫ вӗсем, — тет. — Анчах ман хамӑн ӗҫӗм ҫинчен эсир мӗн шутланине те пӗлес килет. Эпӗ вӗсене сире пӗрех хут хамӑр ялтан ҫырупа ярса парӑп, манӑн килте ҫырнисем татах пур», — тет…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ, шкулта ачасене вӗрентнӗ хушӑрах, ялтан яла ҫӳресе юрӑ ӑстисене шыратӑп.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Февраль уйӑхӗнче Каюров халӑха чӑваш художникӗсен творчествипе паллаштарма районсем тӑрӑх тухса кайрӗ те икӗ эрне ялтан яла ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кирек хӑҫан та унта кӗтмен хӑна пурах: ялтан хулана ӗҫпе килнисем ҫӗр выртма Макар патне кӗреҫҫӗ; художниксемсӗр пуҫне, тин ҫеҫ искусство ӗҫне пуҫӑннӑ ҫамрӑксем — хваттерсӗр поэтсем, музыкантсем, артистсем уҫӑ кӑмӑллӑ Каюровсем патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫук, пулма кирлӗ мар: лешӗ Анаткассем, ку — пачах урӑх ялтан, кусен районӗнче Анаткас ятлӑ ял та ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑҫан таврӑнтӑн ялтан?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Октябрь уявне ялтан Рита килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ялтан илсе килнӗ ҫӗр улми пӗтсех пырать, вӑл халӗ Марья Ивановнӑпа Таньӑшӑн та, качакашӑн та пӗртен пӗр хаклӑ апат пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унта 8-9 ялтан ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Хайхи кин ялтан, вӗсем вӑрмантан ҫаврӑнса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Паян ирхине ялтан килнӗ чухне юри анса тӗрӗслерӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кайран ҫулсем мана ялтан чылайлӑхах уйӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Лаши ялтан ҫичӗ ҫухрӑмри тапунра ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Уйрӑмах эпӗ Тимӗрҫӗ Прухур ялтан епле тухса кайнине лайӑх астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Паянхи район центрӗнчи пурнӑҫ вара хулана та ҫитеймен, ялтан та ытлашшиех хӑпайман.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ялтан уйрӑлни-ши час-часах тепре чухне лайӑх пӗлнӗ ҫынсен пурнӑҫне те тӗплӗн тишкерме май памасть.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ҫтаппанӑнне икӗ хутчен лашине вӑрлаттарать, ӗнесӗр, хуралтӑсӑр, ҫӗрсӗр тӑратса хӑварать, ывӑлне ялтан тухса кайма ирӗксӗрлет, кинне пусмӑрлама, халӑх умӗнче намӑс кӑтартма хура шухӑш тытать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех