Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ирӗкӗ-и? — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ те Ирина, ҫӳҫ ҫивӗтне каялла, ҫурӑмӗ ҫинелле ывӑтса ячӗ.— Воля? — запальчиво выкрикнула Ирина и отбросила назад, за спину, косы.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл турата чӗркуҫҫи ҫине ҫапса ҫурмалла хуҫрӗ те таҫта юр ӑшне ывӑтса ячӗ.Он переломил сук пополам ударом о колено и швырнул обломки далеко в снег.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑрӑ-хурахсем вӑрҫса тата кӑшкӑрса шӑтӑкӑ сикрӗҫ те, хӑмасене тӗрлӗ еннелле ывӑтса, ҫӗре алӑпа чакалама тытӑнчӗҫ.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӗсенчен пӗри ухмахла кулса аш юлашкине вут ҫине ывӑтса печӗ.Один из них с глупым смехом швырнул все оставшиеся куски в огонь.
XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сильвер хӑйӗн шлепкине ҫӗр ҫине ывӑтса ячӗ, унӑн тарпа ҫутӑлса тӑракан шурӑхнӑ, шыҫӑнчӑк, пысӑк пит-куҫӗ хӑйӗнпе калаҫакан ҫын ҫине йӑлӑннӑ евӗрлех пӑхать.
XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Анне чӑтайманнипе ӑна айккинелле ывӑтса ячӗ, кун хыҫҫӑн арчара выртакан юлашки япаласене: клеенкӑпа чӗркенӗ хут ҫыххи евӗрлӗ пакета тата пир хутаҫа куртӑмӑр.
IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Чавсисене хура свитерӗ ҫумне ҫат тытса, пуҫне каялла ывӑтса утать; ҫурӑмӗнчен пӑхсан та, «ах, епле ирӗклӗскер ку» тейӗн — пуҫтах ӗнтӗ, нимӗн те калаймӑн…
Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Исаев ҫул ҫинчи пысӑк мар чула атӑ сӑмсипе тапса ывӑтса ячӗ, унтан хӑйӗн командирӗ енне ҫаврӑнса ӑна чавсинчен тытрӗ те хумханса чарӑнса тӑчӗ:
Тӗлӗк // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Мана мӗнле ывӑтса янине курмарӑн-им?
XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хӗр ун ҫине илӗртӳллӗ чее куҫӗсемпе пӑхрӗ, пуҫне ывӑтса, ҫамки ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркисене хыҫалалла ячӗ:
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл йӗпне ывӑтса ячӗ, кан ҫинчен анчӗ, унтан вӑрҫма пуҫларӗ:
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Ну, мӗн калӑн, тӗрӗс-и? — ыйтнӑ Ежов, вуласа пӗтернӗ хаҫатне айккинелле ывӑтса.» — Ну, что скажешь, — верно? — спросил Ежов, дочитав газету и бросая ее в сторону.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома ура ҫине тӑнӑ, картузне ывӑтса тӑхӑннӑ, унтан старик ҫине курайманлӑхпа пӑхса илнӗ.Фома встал со стула, кинул картуз на голову себе и с ненавистью оглянул старика.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Павлинка сулӑ хӗррине кайнӑ, вӑл унта апельсин хупписене шыва ывӑтса тӑнӑ.Павленька ушла на край плота и, стоя там, кидала в воду корки апельсина.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл веерне ывӑтса ячӗ те хӑвӑрттӑн хӗрача енне ҫаврӑнчӗ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Упа ҫури ӑна малти урипе ывӑтса ярать, Кнопка айккинелле сирпӗнсе ӳкет.
4. Летчиксен «тусӗ» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Тепӗр кунне эпӗ сада ҫӑкӑрпа какай илсе тухрӑм, вӗсене кураксене ывӑтса патӑм.На следующий день я вышел в сад с запасом хлеба и мяса, я стал бросать их воронам.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Хӑйне пӑхакан хуралҫӑ темӗнле майпа чӗлӗм ывӑтса панӑ.
Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Вӑл ӑна ҫилленсе айккинелле ывӑтса ярать.
Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Эпӗ пӳскене Васькӑна ывӑтса патӑм.
Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.