Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шучӗ (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырма-ҫатра тесен вара — вӗсен шучӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Статистика кӑтартӑвӗсем следстви пайӗ шута илнӗ преступленисен тата пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫсен шучӗ кӑштах чакнине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Паллах, тӗрлӗ сӑлтава пула ӗҫлекенсен шучӗ кашни кунах улшӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 74 пуҫа ҫитнӗ, сӑвакан 21 ӗне шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Никоновсем районта кӑтартуллӑ ӗҫлесе пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%bd%d0% ... %8b%d1%80/

1926 ҫулта хуҫалӑхсен шучӗ 28-а ҫитнӗ, пурӑнакансем 125-ӗн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Кармами выҫҫӑлккине — 100 ҫул // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... %83%d0%bb/

Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енре ӑслӑлӑхпа вӗренӳ сферинче ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ самай нумайланнӑ (+47,5%) — ҫакӑ ӗнтӗ вӗренӳ ҫулталӑкӗ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ.

В прошлом месяце в Чувашии значительно увеличилось количество рабочих мест в научно-образовательной сфере (+47,5%) — это скорее всего связано с началом учебного года.

Ҫурла уйӑхӗнче республикӑра ӗҫ вырӑнӗсем нумайланнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32813.html

Атӑлҫи Федераллӑ Округа илес пулсан ҫурла уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ вӑтамран илсен 7,4% ӳснӗ.

Что касается Поволжского Федерального Округа, то в августе количество вакансий увеличилось в среднем на 7,4%.

Ҫурла уйӑхӗнче республикӑра ӗҫ вырӑнӗсем нумайланнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32813.html

Ҫавӑн пекех Мӑкшӑ Республикинче, Самарпа Чулхула облаҫӗсенче вакансисен шучӗ пирӗн республикӑран ытларах йышланнӑ.

Также количество вакансий увеличилось больше, чем в нашей республике в Мордовской Республике, Самарской и Нижегородской областях.

Ҫурла уйӑхӗнче республикӑра ӗҫ вырӑнӗсем нумайланнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32813.html

Ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ унта 15,7% ӳснӗ.

Количество рабочих мест там увеличилось на 15,7%.

Ҫурла уйӑхӗнче республикӑра ӗҫ вырӑнӗсем нумайланнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32813.html

Чи кирли – шучӗ мар, пахалӑхӗ.

Главное - качество, а не количество.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тыткӑна илнисен шучӗ нумай ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑш-чик чирӗпе ҫеҫ мар, ҫӑпан-сурансемпе те, ӳт-тир чирӗсемпе те, пыр шыҫҫипе е куҫ чирӗсемпе килекенсен шучӗ те ӳссех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Дизентерипе, вар тифӗпе чирлекенсен шучӗ кирлӗччӗ: иртнӗ ҫул тата кӑҫал миҫе ҫын ҫав чирсемпе больницӑра выртни, амбулаторинче пулни.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах халлӗхе вӗсен шучӗ ҫултан-ҫул ӳссе пырать-ха.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кашни уесра пӗрер окулист пулсан та суккӑрсен шучӗ чакӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, трахомлисен шучӗ хӑш вырӑнсенче тӑхӑрвунӑ процента яхӑн палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Тромбоцитсен шучӗ пысӑк-и? — ыйтрӗ профессор куратортан — Ковязин ординатортан.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Укҫин шучӗ пысӑкчӗ те, хакӗ ниме те тӑмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать.

С каждым годом растет число многодетных семей.

Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/07/07/ole ... lyubvi-i-v

Сисрӗ вӑл: хаклӑ йышши тирсен шучӗ чылай чакнӑ, анчах халь ун пирки шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ, вӑл парнесене часрах хан ури вӗҫне сарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех