Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑш сăмах пирĕн базăра пур.
шухӑш (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах канӑҫсӑр шухӑш мана ялах хӑвалать.

Куҫарса пулӑш

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Миша та ҫула тухрӗ пулӗ. Тен, иртсе кайнӑ чух пирӗн ял ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ», — пырса кӗчӗ пуҫа шухӑш.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Чӗрене йывӑр шухӑш ҫунтарчӗ пулин те, эпӗ Верук каланине асрах тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫак шухӑш паян иртенпех ман пуҫра ҫавӑрӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Тен, килӗшес? Кайтӑр, савӑнтӑр. Ача-ҫке вӑл», — пырса кӗчӗ пуҫа кӗтмен шухӑш.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫавӑн евӗр шухӑш епле пырса кӗнӗ-ха ун чух ман пуҫа?

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Урӑх вырӑна куҫасси пирки пӗр шухӑш та пулман унӑн, анчах та пурнӑҫ урапи ӑҫталла кусса каяссине хӑш чухне сиссе те юлаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Пӗтӗм тӗнчери чупу кунне палӑртас шухӑш 2009 ҫулта АПШ-ра ҫуралнӑ, ҫӑмӑл атлетикӑпа унта яланах вӑйлӑ кӑсӑкланнӑ.

Идея Всемирного дня бега появилась в 2009 году в США, где лёгкая атлетика всегда пользовалась большой популярностью.

Пӗтӗм тӗнчери чупу кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

Ҫак шухӑш ҫав тери ӑнӑҫлӑ пулнӑ, уяв ҫӗршывӗпех сарӑлма пуҫланӑ, каярах вӑл пӗтӗм тӗнче шайне сарӑлса ҫитнӗ.

Эта идея оказалась настолько успешной, что праздник стал распространяться по всей стране, а затем превратился во всемирный..

Пӗтӗм тӗнчери пылак пӑр кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

Ертӳҫӗ ачасене пурне те ҫуллахи пӗрремӗш кунпа Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе саламланӑ, телейлӗ кулӑ, хаваслӑ шухӑш, шанчӑклӑ туссем, манӑҫми мыскарасем суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗклӗ клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ вӑйӑ программи иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3795643

- Маттур, питӗ ырӑ шухӑш тытнӑ эсир, иртӗр маларах, сӗтел хушшине вырнаҫса ларӑр.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

2018 ҫулта биатлонист Молдавие куҫма шухӑш тытнӑ.

В 2018 году биатлонист принял решение переехать в Молдавию.

Магазеев Павел Михайлович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Анчах та выляса янӑ енӗн тавӑрас шухӑш ҫуралнӑ, вӗсем Вашингтон Рёблинг психика тӗлӗшӗнчен чирлӗ тесе сас-хура сарма тытӑннӑ, ӑна ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ.

Однако противники хотели отомстить и запустили слух о психическом расстройстве у Вашингтона Рёблинга, требуя его отстранения от должности.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Шухӑш ҫурални

Идея

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Ҫине-ҫине ҫитӗнӳсем туни КАҪХИ ХОККЕЙ ЛИГИНЕ юратакансен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивальне хутшӑнас ӗмӗт тата ҫакӑн евӗр шухӑш ҫуратрӗ: «Пирӗн команда ыттисенчен мӗнрен кая, пирӗн мӗншӗн хутшӑнас мар ку тупӑшӑва?»

Куҫарса пулӑш

«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/

«Йытӑ мар-ши ку? — шухӑш вӗлтлетрӗ пуҫра.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

«Телевизорти Скорпиона ав шырама та пуҫларӗҫ, — шухӑш мӗлтлетсе иртрӗ ача пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вовӑна шиклӗ шухӑш пырса ҫапрӗ:

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Лар та лар пуҫа мӗнле шухӑш пырса кӗрет, ҫавӑнпа айланса.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫав хушӑра пуҫне пӗрмай шухӑш пыра-пыра кӗрет.

Куҫарса пулӑш

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех