Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланать (тĕпĕ: шутлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Единая Россия» партин «Раҫҫей ялӗ» проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри агропромышленность комплексӗнчи тӗрлӗ харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсене аталанма пулӑшасси, ял хуҫалӑх производствин эффективлӑхне лайӑхлатасси, ялсене ҫӗклесси шутланать.

Куҫарса пулӑш

Парти проекчӗ ялсене тӗрев парать // Ю.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Ялти культура ҫурчӗ ҫынсен обществӑлла тата культурӑлла пурнӑҫӗн центрӗ, ял ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнма тата творчествӑлла пултарулӑхне аталантарма пултаракан вырӑн шутланать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуб халӑха пӗрлештерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/13/ce%d0%bde-% ... b5%d1%80e/

Грипран сыхланмалли чи лайӑх мел прививка шутланать.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Ытарайми илемлӗ те сӑнарлӑ чӗлхепе пӑри ҫырнӑ роман чӑваш литературинчи чи лайӑх произведенисенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Таната // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Таврари ҫамрӑксемшӗн ку Акатуй питех те чаплӑ праҫник шутланать, ӑна вӗсем мӗн ҫуркуннеренпе кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нилов тара кӗрешнӗ ҫын шутланать, вӑл договор тӑрӑх ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку вӑл агротехника тӗлӗшӗнчен кок-сагыз акма юрӑхлӑ ҫӗр шутланать.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян унӑн колхоз пухӑвӗнче пулмалла-ха, унта колхоз фронта епле пулӑшни ҫинчен доклад та тумалла, анчах, ваттисен йӑлипе, ,вӑл пуху таврашне ӗҫ тесе шутламасть, уншӑн пулсан, ал вӑйӗпе тумалли ӗҫ кӑна, чӑн-чӑн ӗҫ шутланать.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Турикасри «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» колхоз ял Советӗнчи чи пӗчӗк колхоз шутланать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Малтан иккӗленнӗччӗ, халь пӗлетӗп ӗнтӗ, вӑл чӑнах та оборонӑллӑ заказ шутланать, — терӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗп редакторӗ Быкова Светлана Валентиновна шутланать.

Главным редактором является Быкова Светлана Валентиновна.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 5698 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, вӑл шутран 1975 пуҫ ӗне шутланать.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

Потребкоопераци районта бюджет йӗркелекен предприятисенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

«Вӗрентӳ учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлесси объектсен инфраструктурине ҫӗнетес тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти шутланать, ку вӑл район администрацийӗн, ял тӑрӑхӗсен, учрежденисен коллективӗсен пӗрлехи ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑюллӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑр! // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9774-chi-kh- ... clanchch-r

Чӑваш Ен хамӑр ҫӗршывра ял хуҫалӑх проекчӗсене аталантаракан чи лайӑх территорисенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Куравран ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%ba%d1% ... bd%d0%bda/

Сухайкасси ял тӑрӑхӗнче 27 шыв управӗ шутланать.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Ҫакӑ юлашки 20 ҫул хушшинче NASA космос карапӗ Европӑпа чи ҫывӑхра вӗҫсе иртни шутланать.

Это самое близкое сближение космического корабля NASA с Европой за последние 20 лет.

Juno аппарат Юпитерӑн пӑрлӑ уйӑхӗ патне ҫывхарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33058.html

Ҫветтуй Татьяна Мускаври патшалӑх университечӗн сыхлавҫи шутланать.

Куҫарса пулӑш

Кашни пике ятарлӑ номинацие тивӗҫрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... ec%d1%80e/

Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтакӑн тӑлӑх арӑмӗ шутланать, ӑна Ача амӑшӗн тата Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн медальсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнӑ… // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d1%84%d1% ... 82%d0%bda/

«Пирӗн ветерансен канашӗнче 22 член шутланать.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех