Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑваш сăмах пирĕн базăра пур.
чӑваш (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Космонавтсен кунне халалласа ирттернӗ мероприятине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш Ен Правительствин пайташӗсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, хула ҫыннисем чылайӑн пухӑннӑ, вӗсем Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавт летчиксен палӑкӗсем умне чӗрӗ чечексем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ « Чӑваш Республикинчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗ» ҫавра сӗтел ирттерӗҫ.

13 апреля Чувашский государственный институт гуманитарных наук совместно с Чувашским государственным университетом им. И.Н. Ульянова проведут круглый стол «Языковая ситуация в Чувашской Республике».

Чӗлхе лару-тӑрӑвне сӳтсе явӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34726.html

Укаслу ашшӗ, ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан чӑваш, Испухан, хӑйӗн пӗртен-пӗр тин ҫуралнӑ хӗрне авалхи чӑваш йӑлипе ят хунӑ, чӑваш туррисене хисеплесе чӳк тунӑ, пысӑк мар парне кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытарайми чӑваш пики, таса чун-чӗреллӗ, ирӗклӗхшӗн, никамапӑхӑнманлӑхшӑн, пуласлӑхшӑн аллине кӑвак ҫӗмрен тытса пӗр ывӑнми кӗрешекен Укаслу кашни чӑваш килне кӗрсе, кашни чӑвашпа калаҫмаллах.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Документа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорӗ Андрей Макушев, «Атӑлҫи комбайн завочӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗ Андрей Водопьянов, «Текстильмаш» акционерсен уҫӑ обществин генеральнӑй директорӗ Николай Алтушкин тата Н.В. Рудницкий ячӗллӗ Ҫурҫӗр Хӗвел тухӑҫ центрӗн Федерацин аграри енӗпе ӗҫлекен тӗпчев институчӗн филиалӗн Чӑваш Енри наукӑпа тӗпчев институчӗн директорӗ Андрей Фадеев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Чӑваш наци музейӗнче чӑваш чӗлхипе литературине халалланӑ «Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑх пырать.

В Чувашском национальном музее на проходит месячник «Всегда звучи, язык чувашский!», посвященный чувашскому языку и литературе.

«Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑх пуҫланнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34610.html

Наркотиксемпе наркӑмӑшланнисене реабилитаци тума ятарлӑ ӗҫе пуҫарса яма Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе Чӑваш Республикин Ӗҫлев министерствине хушнӑ Наркотиксемпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Раҫҫей ҫыравҫисен тата журналисчӗсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциацийӗн, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн членне, Алексей Талвир ячӗллӗ преми лауреатне ҫав кун Анатолий Кибеч, Лидия Сарине, Лидия Филиппова ҫыравҫӑсем, Светлана Дмитриева артистка, Чӑваш Республикинчи композиторсен ассоциацийӗн ертӳҫи Светлана Тяхмусова, Шупашкар район администрацийӗн экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Людмила Софронова тата ытти сумлӑ ҫынсем саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Чӑваш культурин эрнине Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекин ӗҫченӗ Эвелина Малеева; Ольга Федорова прозаик, куҫаруҫӑ тата журналист; Людмила Засыпкина чӑваш юрӑҫӗ хутшӑннӑ.

На неделе чувашской культуры приняли участие сотрудница детско-юношеской библиотеки Чувашской Республики Эвелина Малеева; прозаик, переводчица и журналистка Ольга Федорова; чувашская певица Людмила Засыпкина.

Улатимӗрте Чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34570.html

Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗренӳпе консультаци пунктне уҫнӑ, облаҫри культура министерстви ҫумӗнче чӑваш культурин центрне йӗркеленӗ, XIX ӗмӗрте И.Яковлев тутарнӑ хулари православи чиркӗвне хута янӑ, чӑвашсен наци-культура автономине туса хунӑ, Кивӗ Эйпеҫре А.Рекеева асӑнса палӑк лартнӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Агенствӑн генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республики Тутарстана географи тӗлӗшӗнчен те, генетика тӗлӗшӗнчен те ҫывӑх: «Хӑҫан-тӑр эпир пӗр халӑх пулнӑ, унтан уйрӑлса кайнӑ, анчах та пирӗн пӗр генетика кочӗ. Пирӗн пӗр-пӗринпе хутшӑнмалла. Тутарстанра 1 миллиона яхӑн чӑваш пурӑнать теҫҫӗ. Халӑхра шӳтлекенсем те пур: тутара кӑшт тӑрмаласан, унтан чӑваш тухать», – терӗ ертӳҫӗ хӑнасене саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Чӑваш студенчӗсем, вӑтам шкулсенче вӗренекенсем, чӑваш салтакӗсмпе командирӗсем, тӗрлӗ учрежденисенче пӑч-пач ӗҫлекен чӑваш ҫыннисем, ялсенчен юриех спектакль курма килекенсем.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тин ҫуралнӑ ачасене чӑваш тӗрриллӗ тум парнелеме тытӑнасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен хыпарланӑччӗ.

Чувашский народный сайт ранее сообщал о том, что Глава Чувашии Олег Николаев выступил с инициативой о дарении новорожденным комплектов с чувашской вышивкой.

Чӑваш тӗрриллӗ тум парнелеме тытӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34224.html

Ҫавна май Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура иртнӗ ҫулта культурӑна аталантарассипе, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсене халалласа туса ирттернӗ мероприятисемпе кӗскен паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев январӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Пултарулӑх каҫне Тӑрӑн территори пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Рубцов, Патӑрьел муниципалитет округӗн культура, туризм тата информаципе тивӗҫтерӳ пайӗн начальникӗ Наталья Никитина, тӗп специалист эксперчӗ Полина Логунова, вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт управленийӗн информаципе методика центрӗн директорӗ Юлия Миронова, чӑваш писателӗ, литература критикӗ, филологи наукисен кандидачӗ Александр Мефодьев Аксар, Леонид Лялькинӑн шӑллӗ Валерий Матвеевич, унӑн вӗренекенӗ пулнӑ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Ситова, пӗр вӑхӑтра ялти шкулта ӗҫленӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Антонина Тихонова тата Валентина Харитонова, Шупашкарти «Кӗрсе тух» лавкка ертӳҫи Александр Самакин, Чӑваш наци конгресӗн Патӑрьел муниципалитет округӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Светлана Кулакова, Патӑрьелӗнчи каҫхи шкул вӗрентекенӗ Галина Хлебникова, Тӑрӑн чиркӗвӗн настоятелӗ Серафим атте, ял-йыш тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Патша тӳре-шарипе улпут-хуҫасене хирӗҫ ҫапӑҫӑва ҫӗкленнӗ чӑваш ӗҫ ҫыннисом майлӑ пулса, «Шупашкарти хӑма ҫуракан савӑтри рабочисем те ӗҫе пӑрахнӑ», Атӑлкасси ҫывӑхӗнчи салари вырӑс хресченӗсем те, Атӑл урлӑ чӑвашсемпе кӳршӗлле пурӑнакан мари хресченӗсем те чӑвашсем мӗн ыйтнине ырлаҫҫӗ, вӗсемпе пӗр кӑмӑллӑ пулса тӑраҫҫӗ, май ҫитнӗ таран вӗсене кӗрешӳре пулӑшса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Тӑван халӑх сасси», Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Чуна уҫма юрла, тӑван» программӑсемпе паллаштарӗҫ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли — вокалпа симфони музыкипе.

Чувашская государственная филармония познакомит с программой «Тӑван халӑх сасси», Чувашский государственный ансамбль песни и танца — с программой «Чуна уҫма юрла, тӑван», Чувашская государственная академическая симфоническая капелла — вокально-симфоническая музыкой.

Чӑваш музыкин фестивалӗ кӑҫал урӑхларах иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33929.html

Программӑна кӗртнӗ мероприятисем тӗрлӗ ҫӗрте: Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин концерт залӗсенче — иртӗҫ.

Мероприятия, включенные в программу фестиваля, пройдут на разных площадках: в Чувашском государственном театре оперы и балета, в Чувашской государственной филармонии, в Чувашском государственном институте культуры и искусств и в концертном зале Чебоксарского музыкального училища имени Ф.П. Павлова.

Чӑваш музыкин фестивалӗ кӑҫал урӑхларах иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33929.html

60 ҫула яхӑн районти тата республикӑри хаҫат-журнал редакцийӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытаканскер - Раҫҫей журналисчӗсен тата Чӑваш ҫыравҫисен союзӗсен, Чӑваш композиторӗсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш халӑх академийӗн членӗ.

Куҫарса пулӑш

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех