Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрсе (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ итле: мӗнлерех пулмалла ман хыт кукар, — терӗ хӗрсе кайнӑскер.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эп Совет влаҫне килӗштерменнине эсир пӗлетӗр, анчах патша йӗркине тавӑрма ӗмӗтленме эп ҫав тӗрлех ухмах мар! — хӗрсе кайрӗ Микихвер.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗрисем кантура кулаксем тӗртсе ҫунтарнӑ терӗҫ, теприсем путвалта усранакан ҫар хатӗрӗсем хӑйсемех хӗрсе ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ теме хӑтланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вакун леш вӗҫӗнче каникула каякансем пулмалла, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш ҫӳлӗксем ҫине хӑпарса выртнӑ та хӗрсе юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пикментей, паҫӑр хӗрсе кайнӑ чух ыттисенчен кая мар кӑшкӑраканскер, ҫамрӑксене кӑшт лӑплантарма пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен кунта ӗҫ самаях хӗрсе кайнине кура ку тавлашӑва хан хӑй те хутшӑнчӗ, вӑл крепость ҫывӑхӗнчи тӳремлӗхре «пӗчӗк сапантуй» туса ирттерме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс пасара илсе тух, Хусана илсе кай, тупата, ним те мар сутса пӗтеретӗн! — хӑй сисмен ҫӗртенох хӗрсе калаҫрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Урасмет, хӗрсе кайнӑскер, мӑрса ҫумнерех куҫса ларчӗ, ӑна пӑшӑлтатса калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫамрӑк хан Чалӑма килнӗ пулсан кунашкал калаҫмастӑнччӗ-ха та эсӗ, Карамыш абзы, — вӑл хӗрсе кайнинчен пӗрре те тӗлӗнмерӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Магмет-Эминӗн хӗрсе кайнӑ чирлӗ пуҫ мимийӗ ҫак вӑхӑтра аса илӳсен йышлӑ ушкӑнӗнче нимрен ытларах хана кӳрентернӗ, хана тивӗҫлипе хисеплемен пек туйӑнакан тапхӑрсене шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туй хӗрмеллипех хӗрсе ҫитеймен-ха, ташӑ-юрӑ пуҫланман.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак курӑн! — хӗрсе кайрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юлташӗсем тахҫанах хӗрсе ҫывӑрнӑ вӑхӑтра вӑл куҫа хупмасӑр выртать: пӗрех хутчен чун савни ҫинчен шухӑшласчӗ — ҫук ун халӗ никам та.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав тери кӳрентерчӗҫ-ҫке мана хамӑн вӗренекенсемех: революци пулса иртнӗ хыҫҫӑн ӗлӗкхинчен те ытларах хӗрсе ӗҫлес вырӑнне — юратнӑ ӗҫрен, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫрен мана ирӗксӗр уйӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вандюков ҫавна асра тытасшӑн мар, чухӑнсен шухӑшне кӑна шута илет, атьсемӗр! — хӗрсе каларӗ Исмук Павӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Станцисенче йӗпенсе выртакан тӗштырра халӗ Белебей уесӗнчен Атӑл хӗрнелле хӗрсе куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чаршав умӗнче Рублев агитатор, сылтӑм аллине сӑран пиншакӑн лацкан айӗнче тытса, хӗрсе калать:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах хӗрсе ӗҫлеме тытӑннӑ вӑхӑтрах ырӑ мар хыпарсем илтӗне пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсир, чиркӳ ҫыннисем, вӗрентни — пӗтӗмпех суя! — хӗрсе кайрӗ майра-салтак та.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кирлӗ-кирлӗ мар пуплевсемпех пӑсма юрать-и парти гимнӗ! — хӗрсе кайса каллӗ-маллӗ уткаларӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех