Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурса (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна май ССР Союзӗнчи халӑхсен культурисен социализмлӑ содержанине аталантарассине тӗп вырӑна хурса, парти вӗсене малалла та пӗр-пӗрне пуянлатма тата пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшса пырӗ, вӗсен интернационализмлӑ никӗсне ҫирӗплетме, ҫапла майпа коммунизм обществинчи пӗтӗм этемлӗхӗн пулас вӑхӑтри пӗр-пӗтӗм культурине ӳссе йӗркеленме пулӑшса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӗсем — чӑннипех те хастар ҫынсем: оперӑпа балет искусствине чӗререн юратаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах Шупашкарти предприятисенче, стройкӑсемпе государствӑ учрежденийӗсенче вӑй хурса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Аннотаци: статьяра Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкадар ялӗнчи материала тӗпе хурса чӑвашсен туй йӑли-йӗркине ҫырса кӑтартнӑ.

Аннотация: в статье на материале деревни Кирюшкино Федоровского района РБ рассматривается свадебная обрядность чувашей.

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Шӑпах граждансем хӑйсем ҫак ӗҫе укҫа хывнине Олег Николаев пысӑка хурса хакларӗ, ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑхшӑн вӗсем те тӑкакланни лифтсене ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ансат мар ӗҫре курӑмлӑ пулӑшу пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

«Демографи» наци проектне тӗпе хурса, «Спорт – пурнӑҫ норми» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ӑна хӑпартса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Ӗсӗклесе йӗрекен мӑнукӗн пуҫне чӗрҫи ҫине хурса, йывӑҫ вулли ҫумне таянса ларчӗ асламӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӑна 2014 ҫулта ҫӗр ӑшне чавса хурса вырнаҫтарнӑ.

Ее проложили под землей еще в 2014 году.

Тавӑшкассинче хуҫасӑр газ пӑрӑхне тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35362.html

Тепӗр ресторанта та ун пек илемлӗ, куҫа илӗртмелле хурса памаҫҫӗ пуль ӗҫме-ҫимесене!

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Спектакле чӑваш юмахӗсене, халапӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ.

Спектакль подготовлен на основе чувашских сказок и преданий.

Вырӑс драма театрӗ чӑваш юмахӗсене тӗпе хурса спектакль хатӗрленӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35313.html

Ҫакна тӗпе хурса ӗнтӗ район центрӗнче 240 вырӑнлӑ ҫӗнӗ ача сачӗ хута яма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Чӑваш Ен ,ҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн Шурутри стационарлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче вӑй хуракан Алина Голубевӑна та ватӑсем хӑйсен хӗрӗ, мӑнукӗ вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Питӗрте иртнӗ пӗлтӗрхи экономика форумӗнче СПИК 2.0 алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, ӑна тӗпе хурса регионта хута каякан водород перекиҫӗн производствине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнассине асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Денис Мантуровпа Олег Николаев Чӑваш Енӗн малашлӑх аталанӑвӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене сӳтсе явнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/deni ... nn-malashl

Ҫӗнӗлле йышӑнусене тӗпе хурса ӗҫлесе пыма тӑрӑшмалла», – тенӗ Трансэнергопром ГК генеральнӑй директорӗ Елена Климашевская.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran

Паянхи пурнӑҫ лартакан ыйтусене тӗллевлӗн пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн ӗҫлӗпӗр, мероприятисене пысӑк технологисен витӗмлӗхӗсене тӗпе хурса йӗркелӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran

Сана та, хӑйпе танлаштарсан пӗчӗк те халсӑрскерне, пысӑк хисепе хурса, атте е савни ачашлӑхӗпе хӑйӗн ытамне илет.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви, амӑшӗпе йӑмӑкӗ ҫывӑрса кайсан, чавса ҫинчи арасланса тӑракан суранне тупӑрчӑк хурса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ҫывӑрнӑ чух майсӑр хурса выртрӑн пуль, — терӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви, аптранӑ енне, ӑна ҫӑкӑр ҫине хурса та, аяккалла тӑсса та пӑхрӗ — ҫук ниҫта чиксе те вырнаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Варвари инке Сухвирен уйрӑлчӗ те, саппун аркине ая ҫавӑрса хурса, тӗмеске ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славик пахча хыҫӗнчи пысӑк хурӑн вуллине хӑрах аллипе ыталанӑ та, тепӗр алӑ туни ҫине пуҫне хурса, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех