Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утрӗҫ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑртак каннӑ хыҫҫӑн вӗсем тӑваттӑн мекеҫленсе ҫавӑн еннелле малалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Пӗр кана ларса илнӗ хыҫҫӑн вӗсем каллех пӑявӗсене йӑтса тӗтре ӑшӗпе утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ҫапла вӗсем ушкӑнпа пӗр лавккана васкамасӑр кӗрсе тухрӗҫ те урам тӑрӑх тӑвалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Ҫамрӑках мар, мӑнтӑр ҫак хӗрарӑмсем кӗҫех пӑшӑлтата-пӑшӑлтата темӗн сӳтсе явма пуҫларӗҫ, куҫӗсене татӑклӑн типӗтрӗҫ, пудрӑланчӗҫ, пӳрнисенчен ҫӗррисене хыврӗҫ те хыттӑн-ассӑн сывласа тухса утрӗҫ.

Эти немолодые толстые женщины, пошептавшись, решительно вытерли глаза, напудрились и, поснимав с рук кольца, ушли, громко вздыхая.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Льюз аллисем чӗтреҫҫӗ, вӑл мӑйӑхне ӗнтсе чӗлӗм чӗртрӗ; унтан пурте ҫыран хӗрринелле утрӗҫ, вӑрманта пурӑнакан, вӗсен куҫне курӑнман вӑрттӑн чӗрӗ чунсем пирки калаҫрӗҫ.

Льюз сделал это, подпалив усы, так как дрожали руки, и затем все удалились, переговариваясь вполголоса о таинственных, недоступных для глаз их, лесных жителях.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Вӑл юлташне аллинчен тытрӗ те вӗсем автомобиль патнелле утрӗҫ.

Беря приятеля под руку и увлекая его к автомобилю.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Ӑна лӑплантарса Готорн автомобиле чарма хушрӗ, вӗсем сукмак патнелле утрӗҫ.

Успокоив ее, Готорн велел остановить автомобиль, и они пошли по тропе.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Оглоблин Калюков килни ҫинчен краҫҫын ҫутипе систерсен, Варламовпа Васильев тӳрех Утара тухса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ехрем тумланса Оглоблинпа пӗрле Машук патне ҫитнӗ ҫӗре Уравйшран Утаралла темле икӗ арҫын тухса та утрӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех вӗсем хайхи чугун ҫул урлӑ каҫса кайрӗҫ, тепӗр еннелле тата сехет ҫурӑсем утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем пӗр пӗчӗкҫӗ разъездра анса юлчӗҫ те вӑрманпа ҫывӑхри яла кукӑркаланса каякан ҫулпа утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сас-чӳ кӑлармасӑр ут ҫинчен анчӗҫ, вӑрман хӗрринелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет утсене вӑрмана илсе кайсан, Мина, Йысна, вӗсемпе пӗрле — мӗн тӑвӑн — Телегин та васкамасӑр, урам варрипех ҫырма хӗрринчи пӳрт патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыттисем те вӗсен хыҫҫӑн утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла шӑппӑн тавлашкаланӑ май таркӑнсем карта хӗррипе сад вӗҫнерех утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлашки вӑя пухса, таркӑнсем ҫулран пӑрӑнчӗҫ те пирвай — улӑхпа, ял ҫывӑхнерех — тулӑ пуссипе утрӗҫ, хӳтлӗх шыраса, сылтӑмри ращана ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка Никифорова хул айӗпе ыталаса илчӗ те малалла иккӗшӗ пӗрле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ума та айккисене хурала тата разведкӑна икшер-виҫшер ҫын яра-яра, вӗсем ҫапла икӗ кун утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫул юппинче экеҫсем — Телегин, унӑн йӑмӑкӗ Тарье, избачра ӗҫлекенскер, тата Ольга Матвеевна, — вулӑсри ытти ял ҫыннисенчен уйрӑлса, сулахаялла кукӑрӑлса кӗрекен ҫулпа виҫҫӗнех утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем тул ҫутӑличченех утрӗҫ.

Шел до тех пор, пока не рассвело.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех