Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урам сăмах пирĕн базăра пур.
урам (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмах май, Шупашкар йӗркеленнӗренпе 555 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ кунсенче республикӑра урам культурисен фестивальне ирттерме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей» куравра // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %80%d0%b0/

Боцманов ячӗпе Ҫӗрпӳ хулинчи урам хисепленет.

Именем Боцманова названа улица в г. Цивильск.

Боцманов Михаил Васильевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Вовӑн Мами хваттерӗнчи йыттине минтер ҫинче вырттарса усрать, тӑван ачине вара ют ҫӗршыв чӑмлакне тыттарса урам йыттипе ҫывӑрма кӑларса ярать.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ӗҫленӗ май, илтӗни-илтӗнми сасӑпа юрӑ та ӗнӗрет хӑй: «Пирӗн урам анаталла, шуса анать пӗр ҫуна-а…»

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Урам тӑрӑх юрӑсем юрласа саланчӗҫ тӑванӗсем.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл килессе Элиме шанӑҫпа кӗтсе пурӑнчӗ, пӗрмай чӳречерен Красноармейски еннелле тухакан урам вӗҫнелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Силпи тӗкӗр умӗнче ҫиҫсе тӑчӗ, вӑл урам енчи стена ҫинче икӗ чӳрече хушшинче ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кашкӑрсем ял хӗрринчи ҫурт патне ҫитрӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ, урам тӑрӑх пӑхрӗҫ, ҫавӑнтах пӗтӗм ялӗпе йытӑсем вӗрме пуҫларӗҫ, лашасем кӗҫенчӗҫ, ӗнесем мӗкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сӑмси умӗнчех урам алӑкӗ хупӑнсан, такӑннӑ пек пулчӗ Узин.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ку урам район центрӗ Патӑрьел еннелле каять.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗр старикрен тара илнӗ, лешӗ урам урлӑ пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ай, ҫак нӳрӗре урам тӑрӑх сӗтӗрӗнес ҫӳресси, бр, р, р, — Элиме пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Иккӗшӗ хваттертен тухса урам урлӑ каҫрӗҫ, вунсакӑр хутлӑ монолит ҫурт тавра иртрӗҫ, ӑна хирӗҫ ларакан кӗтесри подъездне кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вара урам урлӑ ларакан кӳршӗ ҫурта кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

«Вӑл урам урлӑ каҫрӗ те «Шупашкар» универмагпа гастроном хушшипе иртрӗ, вара малосемейка текен тӑхӑр хутлӑ ҫурт умне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Таксист урам урлӑ каҫрӗ те машинине чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӗсем симӗс курӑклӑ урам тӑрӑх ял вӗҫнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вӗсем уйрӑлса тухса урам вӗҫӗнче пӳрт лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Чӑваш тумӗллӗ туй арӑмӗсем урам тӑрӑх купӑс ҫеммипе юрӑ янӑратса саркаланса аннине те манма ӗлкӗрнӗччӗ ял-йыш.

Куҫарса пулӑш

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Туртӑнаҫҫӗ вара черкке енне, урампа урам ҫапӑҫаҫҫӗ, иртсе пыракансенчен «туртмалли илмелле» выляҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех