Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ унта чуна пӑрса, пӑхса ларатӑн, хӑв та артистсемпе пӗрле вылянӑ пекех туйса ларатӑн спектакльсенче».

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Чӑваш Республики чиккинчен тухса ытти Раҫҫей Федерацин субъекчӗсене ҫитсе туса пырсассӑн, паллах, эпир кӗске вӑхӑтрах туйса илме пултаратпӑр нумай халӑхӑн паянхи кун хӑйсене чӑваш теменнисен чунӗнче ҫак чӑваш хӗлхемӗсем хумханса вӗсене чӑвашлӑха таврӑнма пулӑшӗҫ тесе.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Вӗсем, хашкасан та аптраманскерсем, ӗмӗр-ӗмӗр сыв пуласси тата ӗмӗр-ӗмӗр пур пуласси пирки Герасим Федотович пӗрре те иккӗленмерӗ, мӗншӗн тесен халь вӑл вӑхӑтлӑха тӑван ялӗнче пулса курнӑ май, Урпашра та вутчуль пуррине чӗре туллиех, ӗмӗрлӗхех туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑй ытлашши персе янине туйса илнӗ Тамара карта ҫумӗнчен вӑштах аяккалла пӑрӑнчӗ те, вӑрӑм хӑмӑр ҫивӗтне авкалантарса урам урлӑ чупса каҫнӑскер, ватӑ йӑмрасем хыҫӗнче ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вуланӑ пулсан та ҫав статьяри йӗркесӗртерех председатель хӑй иккенне туйса илмен-тӗр.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑй ӑҫта пулнине тата вӑрманти ҫырмана мӗнле ҫакланнине туйса илсен шӑнса ларнӑ кӗрӗкне кӑмтӑртаттарса ура ҫине тӑрасшӑн пулчӗ, анчах пултараймарӗ: урисем ним пӗлмиех хытса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫавна арҫынпа хӗрарӑм ҫур ҫухрӑм майлӑ утсанах туйса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл, хӑй тӗпсӗр шӑтӑкалла ӳкме пуҫланине туйса илнӗскер, ывӑлӗн аллинчен ҫирӗпрех ҫавӑрса тытрӗ, вара иккӗшӗ вӗсем кӗрт катӑкӗпе пӗрле ҫырманалла кусса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗрарӑмпа арҫын ҫав мӗлке уй варринчи йывӑҫ пулнине ун патне ҫитичченех туйса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑйсем мӗнешкел пысӑк хӑрушлӑха ҫакланнине туйса илеймен вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Эп тӗрмерен таврӑннине ӑҫтан туйса илчӗ ку?» — ӑнланаймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ҫитет вальс ташласа, — терӗ Тарас, вӑл патефона Кӗркурипе Елюк пӗрле ташлама ан пултарччӑр тесе чарнине клубри ҫамрӑксем туйса илеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Хаяр мар — билетсӑр та кӗме пулать, — хавхаланса каларӗ Мишша, анчах хӑй кӑштах ытлашши каланине туйса илчӗ пулас та, ҫӗлӗкне тӑхӑнса алӑк еннелле куҫ ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫав миллиардра пирӗн ӗҫ те пуррине туйса эпир киле хаваслӑн, ҫӗкленӳллӗн таврӑнтӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Малтан тарӑхнӑран шӑплантӑм пулсан кайран эпӗ хам тӗрӗс мар тунине туйса илнӗрен ҫӑвар уҫма вӑтантӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Апла пулин те пирӗн сад пахчине кам килнине тӳрех туйса илтӗм: Елен, Лешкасри Наснар Ҫерушӗн арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Чӑваш Ен халӑх ырлӑхӗшӗн яваплӑха туйса, таса чунпа ӗҫлесе пыма тӑрӑшатпӑр», – тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче «Трансэнергопром» ГК генеральнӑй директорӗ Елена Климашевская, уява пухӑннисене профессире ӳсӗм, ҫирӗп сывлӑх, телей тата кирек мӗнле пуҫарура та ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

«Ҫитӗнӳсем предприятире ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ветерансемпе мӗнпур ӗҫчен хӑйсене шанса панӑ ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫласа пынипе пулса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Хамӑра шанса панӑ ӗҫе яланах яваплӑха туйса пысӑк шайра туса пыма пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Вунҫичӗ ҫулхи хӗр тӑруках хӑйӗн яваплӑхне туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех