Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теприсем (тĕпĕ: теп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрисем кайрӗҫ, теприсем, пӗр-пӗрне курса, кунта килчӗҫ.

Одни ушли, другие, узнав друг друга лучше, пришли сюда.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Тата тухӑҫлӑ та: пӗрисем ытларах сутма пултараҫҫӗ, теприсем — йӳнӗрехпе туянма.

Да и выгода есть: одни могут продать больше, другие — купить подешевле.

Елчӗкре «Кӗр парни — 2022» ярмӑркка ӗҫлеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32872.html

Теприсем юратнӑ ҫынпа тахҫанхи ӑнланманлӑхсене татса парӗҫ.

Другие достигнут соглашения со своей второй половинкой и, вероятно, разрешат давние разногласия между ними.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ, укҫаллӑ ӗҫе вырнаҫать, теприсем хушма тупӑш ҫӑлкуҫӗ тупаҫҫӗ.

Кто-то устроится на новую, более высокооплачиваемую работу, другие найдут дополнительные источники дохода.

53-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑшӗ-пӗри усламра тӑрӑшнӑ, теприсем карьера ыйтӑвӗпе аппаланнӑ.

Кто-то старался в плане бизнеса, а кого-то интересовал карьерный вопрос.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑшӗ-пӗри ҫӳлти сасӑсене тӑнлать, теприсем шалти сасса итлеҫҫӗ – Ту качакисем вара мистикӑсӑрах аван пурӑнаҫҫӗ.

Кто-то прислушивается к голосам свыше, кому-то достаточно подсказок интуиции, а вот Козероги и без всякой мистики живут припеваючи.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Теприсем Атӑл хӗрринчен лавӗ-лавӗпе чул турттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫарсем Сӑр хӗрринче те пӗр талӑк ҫеҫ канса тӑраҫҫӗ, унтан, темиҫе пысӑк ушкӑна пайланса, пӗрисем Чулхула еннелле, теприсем Касимовпа Рязань еннелле ҫул тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан пӗри тӑна кӗчӗ, теприсем, Кӑлканпа Дедушкин, хыпӑнса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Классиксенчен хӑшӗ-пӗри кӑнтӑрла ӗҫлеме юратнӑ, теприсем — ҫӗрле.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Теприсем, ӗлӗкхи хӑнӑхӑвӗсенчен хӑтӑлаймасӑр, пуянсем енчех юлаҫҫӗ е тӗрӗс ҫул тупаймасӑр арпашӑнса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Вӗсем шавлӑ оркестр «музыканчӗсем» иккен: пӗрисем расческа ҫумне пирус хучӗ ҫыпӑҫтарнӑ та вӗре-вӗре Моцартӑн «Туркӑсен маршӗ» кӗввине шӑрантараҫҫӗ, теприсем тута купӑсӗпе е шӑхличӗпе шӑхӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Теприсем — университета е ытти институтсене кая-кая кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫапӑҫакансем сапалана пуҫларӗҫ: пӗрисем ҫатан урлӑ сике-сике анкартисем еннелле чупрӗҫ, теприсем тӑкӑрлӑкалла вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗрисем кантура кулаксем тӗртсе ҫунтарнӑ терӗҫ, теприсем путвалта усранакан ҫар хатӗрӗсем хӑйсемех хӗрсе ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ теме хӑтланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӑл мӑрса арӑмӗ пулнӑ Ухтепие кӑмӑллать, каҫсерен ун патне улаха чупкалать, теприсем тата ун савнине, кӳршӗ ял хӗрне, пӗр тутар иҫникӗ пусмӑрласа ача тутарнӑ та, хӗр ачи ҫакӑнса вилнӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арҫынсенчен хӑш-пӗрисем ун ӳтне шыраса пӑхмалла теҫҫӗ, теприсем халиччен ӑна йыт-качка ҫисе янӑ пулӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Теприсем Тукай ашшӗ такама ҫаратнӑ теҫҫӗ, тата теприсем Чалӑм патӗнче тӑварпа сутӑ туса пуйнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрисем вутӑ татмалли ҫӗре кайрӗҫ, теприсем татнине пӑрахут ҫине йӑтрӗҫ, котельнӑя антарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри кулса ячӗ, теприсем хирӗҫле хаяррӑн кӑшкӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех