Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кам та пулин килмест-и тесе, сыхланса ҫавӑрӑнса пӑхса, вӑл мана ыталаса илет, пӗтӗм чӗререн калать:Осторожно оглянувшись, не идет ли кто, она обнимает меня, задушевно говоря:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫыран хӗрринчен шыв хӗрнелле аннӑ пек, сыхланса карчӑк кӑмака ҫинчен анатчӗ те, ҫара урисемпе ҫатлаттарса, кӗтесселле утса каятчӗ; унта касса илнӗ пуҫ пек туйӑнса, мӑшкӑлтӑк шыв лахханӗ тӗлӗнче ҫӑварлӑ рукомойник ҫакӑнса тӑратчӗ, унтах шыв катки ларатчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кофейнӑя хупас сехет ҫитсен, вӗсенчен пӗрисем стена тӑрӑх ларакан тенкелсем ҫине, теприсем тӳрех урайне выртрӗҫ; чеереххисем, кирек мӗн пуласран сыхланса, хӑйсен пахарах япалисемпе тумтирӗсене пуҫ айне хучӗҫ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Партизансем пӳртрен сыхланса тухрӗҫ, таччӑн тӑрса, уй урлӑ Морава патнелле кайрӗҫ.Партизаны осторожно вышли из дома и тесной колонной быстро направились через поле к Мораве.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Краҫҫын хунарӗсене ҫӳлелле, пуҫ ҫине ҫӗклесе, вӗсем ҫак ют ҫын ҫине ним чӗнмесӗр, сыхланса пӑхрӗҫ.Подняв над головой керосиновые фонари, они молча, настороженно смотрели на чужого человека.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл сыхланса сехет хыҫҫӑн сехет утрӗ, пӗр минут канма та хӑрарӗ.Он шел одержимо, час за часом, боясь потратить на отдых хотя бы одну минуту.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тӑшман опытлӑ, сыхланса ӗҫлет — вӑл хатӗрлесе хунӑ «капкӑна» та лекмерӗ, хӑй юлташӗ патне больницӑна пымарӗ.Враг был опытен и осторожен — он не попался в ловушку, не пришел в больницу к своему подручному.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Интересленессе питӗ сыхланса, тӗрлӗ сӑлтавсем тупса калаҫрӗ, анчах манран пытараймӑн.Интересовался осторожно, под разными предлогами, но от меня не скроешься.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Скибан, чӑнах та, ӗҫме юратнӑ ӗнтӗ, анчах вӑл яланах пӗлсе, сыхланса ӗҫнӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Шофер машинӑна сыхланса тормоз пачӗ те кӗпер ҫинче чарса тӑратрӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫӗнӗ ҫынпа сыхланса калаҫаҫҫӗ, хутшӑнаҫҫӗ.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗрмаях сыхланса пурӑнасси — халӗ унӑн яланхи пурнӑҫӗ.Постоянная настороженность — теперь это его обычное состояние.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чикӗ урлӑ каҫнӑ ҫынна пулӑшакан, паллах, ним пӗлмен ҫын мар, хӑй ӗҫне вӑл лайӑх сыхланса тунӑ.Сообщник нарушителя не такой простак, чтобы не принять мер предосторожности.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл сыхланса утнӑ, час-часах чарӑнса тӑнӑ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кунта ҫул вӑрӑмрах пулин те, вӑхӑчӗ сахалтарах кирлӗ, вӑй та сыхланса юлать…Потеряв на расстоянии, выгадаешь во времени и сохранишь силы…
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Смолярчук Витяҫе тӑрантарнӑ вӑхӑтра Каблуковпа Степанов ҫӗрӗшнӗ типӗ ҫулҫӑ ҫинче выртрӗҫ, сыхланса, пӗр шарламасӑр тавраналла тинкерчӗҫ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Апла пулсан, хӑюллӑнрах йӗрлесе каймалла, хаклӑ вӑхӑтпа усӑ курса юлмалла, ытлашши сыхланса, пӑшӑрханса пымалли ҫук.Значит, можно преследовать смелее, не растрачивая драгоценного времени на предосторожности.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ара, вӑрманти нӳрлӗ, мӑклӑ ҫӗр ҫинче, сывлӑш питех хускалманнине пула, йӗр нумайччен сыхланса тӑрать вӗт.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак самантра Кларкпа Граб малалла пӗр метр хушши те пулин шума хӑтланнӑ пулсанах, Каблуков вӗсен шӑв-шавне, темле сыхланса шусан та, илтнӗ пулӗччӗ, вара кирлӗ самантра вӑл вӗсен умне ҫӑва шӑтӑкӗнчен тухнӑ пекех тухса тӑрӗччӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вара наряда асли пулса каякан Каблуков приказа: хӑйсен ӑҫта тата мӗнле каймалли ҫинчен, мӗнле сыхланса пымалли ҫинчен, чикӗ урлӑ каҫнӑ ҫынна курсан, мӗн тумалли ҫинчен тепӗр хут тӗп-тӗрӗс каласа пачӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.