Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлсен (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах эсир хӑвӑра алӑра тытма пӗлсен пӑтӑрмахсене ҫӑмӑллӑнах парӑнтаратӑр.

Но если вы сможете контролировать свои эмоции, справиться с проблемами будет гораздо проще.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Лару-тӑрӑва йышӑнма пӗлсен, ҫынсене хӑнӑхсан, хӑвӑра алӑра тытсан ку вӑхӑт сирӗншӗн япӑх мар.

В целом неплохое время для вас, особенно если вы обладаете эмоционально-психической устойчивостью, умением приспосабливаться к разным ситуациям и разным людям.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ӗҫе малтанах планлама пӗлсен ӑнӑҫу кӗтет.

Во второй половине залогом успеха в рабочих делах будет являться их предварительное планирование.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Паян та Ахтупай Янтуш старик яла килнине пӗлсен килти ӗҫе пӑрахсах урама тухрӗ, аван мар пулин те ваттисем хушшине, аслашшӗ ҫумне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑвашсем вырӑссем патне каҫса килнине пӗлсен е мӑрса пӳртӗнче пӗр-пӗр сотник ларнине курсан качака сухалне пӗтӗркелесе чеен кулма тытӑнать…

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавна пӗлсен аллӑ нукер йӗрпе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эсӗ каялла хӑвӑн ирӗкӳпе хуралҫӑ пӳртне таврӑнмассине пӗлсен, вӗсем пӗр каҫхине, канашларӗҫ Наркӑмӑшпа, сана леш тӗнчене ӑсатма.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑна пӗлсен патшан ҫывӑхри ҫар пуҫлӑхӗсем Тӑсланкӑна пуҫран ачашламӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ку вырӑна килмен сӑмахсем пулнине пӗлсен те никам та чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тумен пуҫлӑхӗ Хӑрӑмран ыйтса пӗлсен хускатрӗ хӑйӗн хыҫӗнчен «урса кайнисене».

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сан ҫине тӑшман тапӑнсан эсӗ «Вӑрӑм Ура» ӑсталӑхне пӗлсен ура тупанӗпе тапса ӑна ҫӗре ӳкерӗн.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ӗлӗкхи вӑрттӑнлӑхра вӑйпа кӑна мар этемӗн ӳт-пӳ ҫинче мӗнле вырӑнта пурнӑҫ пӑнчисем вырнаҫнине пӗлсен те хӑвӑн тӑшманна ҫӗнтерме пултаран.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Айтар куна пӗлсен, качча илме мар, пӗтӗм ял утине тиесе кайӗ, — тулхӑрать Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Айтар куна пӗлсен, качча илме мар — пӗтӗм ял утине тиесе кайӗ, — тулхӑрать Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Петров, чӑнах та, пит тӗлӗнчӗ хырӑмлӑх чирне атропинпа сипленине пӗлсен.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Николай Сергеевич ун палатисене кӗрсе ҫӳренине пӗлсен, Эльгеев тилӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑйне валли туалет пӳлӗмӗпех ҫырлахасса пӗлсен, Эльгеев кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Николай Сергеевичпа ҫӗнӗ врач палатӑсене кӗрсе курасшӑн пулнине пӗлсен, часах пӗчӗк пӳлӗмрен халатсем илсе тухса пачӗ, тӑхӑнма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл авланнине, ҫитменнине, Шупашкара куҫма шут тытнине пӗлсен, Зинаида Степановна тӳсеймерӗ — макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев та ҫав шухӑшпах ҫӳренине пӗлсен, Меценатов калама ҫук савӑнчӗ, ӑна директор патне илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех