Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахса (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним те ҫукчӗ пуль пӑрахса тармалли.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл, гайка пӑрмалли уҫҫине хӑйӗн йӑтса ҫӳремелли пӗчӗк ешӗкне пӑрахса, аллине ҫӗтӗк татӑкӗпе шӑлкаларӗ, такама сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Бабинине фабрика килкартинчен тухакан машина кузовӗ ҫине пӑрахса илсе канмалла пулнӑ-мӗн, шоферпа та калаҫса татӑлнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Мартин картине илсе пӑрахса, ун пахчи вырӑнне тӗпсакай пекки чаврӗҫ, цементласа чул никӗс хыврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Ҫумри япалана ҫапла пӑрахса ҫӳремеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Хаҫата кам ҫапла ӑҫта килчӗ унта пӑрахса хӑварать!..

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Эпӗ ним калама аптраса, ҫӑвара карса пӑрахса тӑтӑм-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Анчах та пурнӑҫри тӗрлӗ сӑлтавсене пула аслӑ ӳсӗмри ҫын вӑрҫӑ хыҫҫӑн мӑшӑрӗпе ачисене пӑрахса аякри Свердлов облаҫне тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Аҫуна пӑрахса хӑварнӑ…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ачаллӑ пулсан, ватӑ кӗтӳҫ тӳрех ҫурт-йӗр ҫавӑрчӗ, выльӑх-чӗрлӗх туянчӗ, сад чӗртрӗ, ҫапла ялтан яла ҫӳреме, паян пӗр килте, ыран тепринче ҫӗр каҫма пӑрахса, Вернеҫ ҫынни пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тахӑш енчен пӑхса, Павӑл пуҫӗ ҫинче кӑвак ҫӳҫ пӗрчи асӑрхать те вӑл, алри ӗҫе пӑрахса, ывӑлӗ ҫумне пырса тӑрать, типӗ турат пек авӑнман пӳрнисемпе унӑн ҫӑра ҫӳҫне сӗртӗнет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вара «пӗчӗк вӑрӑ» пушмака пӑрахса хӑваратчӗ те, хӑйӗн хуҫипе кӳршӗсем калаҫнине итлес пек, вӗсем ҫинелле аякран пӑхса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫумӑр пӗрӗхнине пула Бианкӑна хӑйпе пӗрле илесшӗн марччӗ Анатолий Семенович, анчах йытӑ ҫури хӑйӗнчен юласшӑн маррине, вӑл алӑк патне чупа-чупа пырса йынӑшнине, куҫран тилмӗрсе пӑхнине курчӗ те — пӑрахса хӑвараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вырсарникун Атӑл хӗррине антӑм та хамӑн йывӑҫ кимме ҫыран хӗрринчен ҫӳҫесем айне сӗтӗрсе хӑпартӑм, унтан, чун туртмӑш Атӑла пӑрахса каяс килменнипе, шыв хӗррипе васкамасӑр тӑвалла утрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кухньӑра шӑмӑ пӑрахса патӑн ӑна, — ҫук-ҫке, унта мар, залра е ытти пӳлӗмсенче, ҫын куҫӗ умӗнче, кӑтӑртаттарса выртмалла.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Авӑ иккен, мӗншӗн пӑрахса кайнӑ эсӗ кунтан, — хӑй тавра кускалакан йытӑпа калаҫса илчӗ Аннушкин.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аннушкин ӑна ҫӑкӑр татӑкӗ пӑрахса паратчӗ, лешӗ хырӑмӗ тем пек выҫнӑ пулсан та васкамасӑр чӑмлама тытӑнатчӗ е, ҫавӑн пекех васкамасӑр, улахрах вырӑна йӑтса тухса каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӑрахса хӑвартӑмӑр, калаҫмарӑмӑр унпа — ҫавӑншӑн кӳренчӗ те, апӑрша ҫури.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ни хирӗҫ килмест, ни пӑрахса каймасть.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Йӑваланӗ-йӑваланӗ те сан вырӑну ҫинче, урай мунчалине пӑрахнӑ пек пӑрахса, теприне ҫулӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех