Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахма (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пусса пӑрахма шеллерӗм, сӳтӗн ҫиес килетчӗ…

Куҫарса пулӑш

«Ытлашши ҫӑвар» ятлӑ кино ӳкерес килет // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... eres-kilet

Эпӗ арбуз хупписене пӑрахма пуҫларӑм, сысна ҫурисем вара арбуз хупписене яра-яра илсе ҫапӑҫма пуҫларӗҫ.

Я стал бросать корки, а поросята начали хватать и стали драться.

Сысна ҫурисем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара ӑҫта пӑрахас тет, ҫавӑнта пӑрахма пултарать.

А потом бросит, куда хочет.

Эпӗ Гриша ятлӑ матроспа паллашни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унта хут тавраш пӑрахма юрамасть, мӗншӗн тесен труба питӗрӗнсе ларма пултарать.

И не надо бумажки бросать, а то трубочка засорится.

Кулӑшла шкап // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Самолетсем ҫинчен ҫынсене ҫеҫ антармаҫҫӗ, бомбӑсем те пӑрахма пултараҫҫӗ.

А с самолётов не только красноармейцев могут спустить, а ещё могут бомбу бросить.

Ҫӳлте епле ҫапӑҫаҫҫӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫиленсен, пуҫлать вара сӑмсипе таккама, вӗлерсе пӑрахма та пултарать.

Он когда рассердится, так клювом по голове как начнёт стукать, и совсем убить может.

Чи пысӑк кайӑк // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Арӑслан хӑй урипе вӑкӑра пӗрре тапсанах вӗлерсе пӑрахма пултарать, тет Петя.

Петя сказал, что лев как ударит быка лапой, так и убьёт.

Тигрпа арӑслан ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Киле ҫитсен эпир мачча ҫине пытарнӑ генерал хӗҫне туртса кӑлартӑмӑр та ӑна хӑвӑртрах «Италия» шахтӑн шӑтӑкне кайса пӑрахма шут турӑмӑр.

Там мы достали генеральскую шашку и решили сейчас же бросить ее в ствол шахты «Италия».

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан эпир ҫӗрле ӑна «Италия» текен кивӗ шахта шӑтӑкне пӑрахма шут турӑмӑр.

Потом мы придумали: бросим ее ночью в ствол старой шахты «Италия».

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анчах нихӑшӗ те патша пуласшӑн мар, пуринчен ытла Тонькӑна пӑвса пӑрахма тытӑннӑ хыҫҫӑн хирӗҫме пуҫларӗҫ.

Только царем никто не хотел быть, особенно после того как чуть не задушили Тоньку.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васькӑна итлемесӗр тӑма пултараймастӑп эпӗ, анчах ҫӑкӑр пӑрахма хал ҫук.

Ослушаться Ваську я не мог, но бросить хлеб не было сил.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— «Илсе пӑрахма хушатӑп!»

— «Приказываю снять!»

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ирхине турӑ тӑрать те, кӗреҫе тытса, юра ҫӗрелле ӑсса пӑрахма тытӑнать.

Утром бог встает, берет лопату и начинает скидывать снег на землю.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫапла вӑл пӗтӗм ӗҫе пӑсса пӑрахма пултаратчӗ, анчах Спартак каллех унӑн хӗҫне ярса тытма ӗлкӗрчӗ.

Он едва не сделал напрасными все усилия, но Спартак успел взять его меч.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Эпӗ йӑмӑкӑма пӑрахма пултарӑп, тата… —

— Я скорее оставлю мою сестру, оставлю скорее…

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Спартак Валерие юратнӑ пирки кӗрешӗве пӑрахма та хатӗр пулса тухать, вӑл ытла кулянать, кирлӗ-кирлӗ мар чухнех куҫҫуль юхтарать.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл чӑн-чӑн сапер пекех минӑсен капсулӗсене кӑларса ҫырантан пӑрахма пуҫларӗ.

И, уже как настоящий сапер, стал вывинчивать из мин капсюли и бросать их под обрыв.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Анчах таҫта, питӗ шалта, миме ӑшӗнче, хӑй ӗҫлени хӑйне сисӗнмелле те мар сехетсерен палӑрса хывӑннӑ, унӑн кашни алӑ сулӑмӗ, кашни хускални пулас вӑхӑтшӑн пӗчӗккӗнех ҫӗнӗ хӑват хатӗрлесе пынӑ, ҫав хӑват вара, вӑхӑчӗ ҫитсен, ун ӗмӗрне тепренех улӑштарса пӑрахма пултарнӑ.

Но где-то глубоко в подсознании, неведомо для него самого, откладывался каждый час работы, каждое движение рук, каждое сокращение мускулов, — и все это подготовило развязку, которая повергла в изумление и его самого, и весь его маленький мирок.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Одеялне пӗр вӗҫӗнчен тытса сирсе пӑрахма хӑтланать вӑл, анчах ачи ҫав вӑхӑтра, ҫапкаланма пӑрахса, мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран одеялне ярса тытать.

Она ухватилась за одеяло и попыталась стянуть его с мальчика, но он, перестав колотить кулаками, отчаянно вцепился в него.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Аппарата пӗр енчен хӗвел ҫав тери хытӑ пӗҫертет, — пӗтӗм тумтире хывса пӑрахма тиврӗ.

Аппарат сильно нагревался с одной стороны солнцем, — пришлось снять всю одежду.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех