Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимӗҫле сăмах пирĕн базăра пур.
нимӗҫле (тĕпĕ: нимӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чикан манерлӗ тӑхӑннӑ ватӑпа Мускав майри нимӗҫле пуплеме пуҫласан, мана художникӑн пӗр пӳлӗмлӗ арӑш-пирӗш, чӑпар тумлантарнӑ хваттерӗнчи ӗҫ-пуҫ кинори пекех туйӑна пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ // Юрий Яковлев. Хыпар, 1998.08.28

Ялав ҫинчен хывнӑ юрра нимӗҫле юрлама пуҫлатӑп.

Начинаю петь песню о знамени на немецком языке.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Итальянла та калмӑкла, чукчалла та нимӗҫле юрланине тата ӑҫта, хӑш концертра итлеме май килетчӗ-ши?

Где и на каком концерте можно было бы услышать пение на итальянском и калмыцком, чукотском и немецком?

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Офицерӗ — нимӗҫле, нимӗҫӗ вырӑсла пӗлмеҫҫӗ.

Офицер не знает немецкого языка, а немец - русского.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Кирсановӑн урӑхла пулнӑ: нимӗҫле вӑл, Лопухов французла вӗреннӗ пекех, тӗрлӗ кӗнекесем тӑрӑх словарьпе вӗреннӗ, французла вара словарьпе, пӗр кӗнеке тӑрӑх кӑна вӗренсе ҫитнӗ; евангели — питӗ паллӑ кӗнеке; вӑл Женевӑра куҫарса кӑларнӑ «Ҫӗнӗ завета» тупнӑ та ӑна сакӑр хут вуласа тухнӑ; тӑххӑрмӗш хут вуланӑ чухне пурне те ӑнланнӑ, — апла пулсан, хатӗр.

У Кирсанова было иначе: он немецкому языку учился по разным книгам с лексиконом, как Лопухов французскому, а по-французски выучился другим манером, по одной книге, без лексикона: Евангелие — книга очень знакомая; вот он достал Новый завет в женевском переводе, да и прочел его восемь раз; на девятый уже все понимал, — значит, готово.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Гимназире французла вӗренсе ҫитесси пулман, нимӗҫле вара пысӑках мар йӑнӑшсем туса, der, die, das вӗҫлеме вӗреннӗ, академие вӗренме кӗнӗ хыҫҫӑн Лопухов вырӑс чӗлхине ҫеҫ пӗлнипе наукӑра инҫете кайма ҫуккине курнӑ: вӑл французла словарь тата французла кӗнекесем, мӗнли лекет, ҫавсене, — лекессе: «Телемак», Жанлис г-жа повеҫӗсем тата пирӗн ӑслӑ «Revue Etrangere» журналӑн темиҫе кӗнеки лекнӗ — пурте вӗсем ытлашши илӗртекен кӗнекесемех мар — илнӗ те, хӑй вӑл, паллах, вулама питӗ юратнӑ, хӑй ӑшӗнче: французла шыв пек юхтарса вулама вӗренсе ҫитиччен, пӗр вырӑсла кӗнекесене те тытса уҫмастӑп, тесе тупа тунӑ; ҫапла вара шыв пек юхтарса вулама пуҫланӑ.

В гимназии по-французски не выучивались, а по-немецки выучивались склонять der, die, das с небольшими ошибками; а поступивши в Академию, Лопухов скоро увидел, что на русском языке далеко не уедешь в науке: он взял французский словарь да какие случились французские книжонки, а случились: «Телемак», да повести г-жи Жанлис, да несколько ливрезонов нашего умного журнала «Revue Étrangère», — книги все не очень заманчивые, — взял их, а сам, разумеется, был страшный охотник читать, да и сказал себе: не раскрою ни одной русской книги, пока не стану свободно читать по-французски; ну, и стал свободно читать.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тата икӗ кунтан «Полици ведомоҫӗсенче» французла, нимӗҫле т. ыт. калаҫма пултаракан, лайӑх йӑхран тухнӑ хӗр гувернантка пулса ӗҫлеме вырӑн шырать, ун ҫинчен Коломнӑра, NN урамра, NN ҫуртра, ҫав-ҫав чиновникрен ыйтса пӗлме юрать» текен пӗлтерӳ пичетленсе тухрӗ.

Через два дня в «Полицейских ведомостях» было напечатано объявление, что «благородная девица, говорящая по-французски и по-немецки и проч., ищет место гувернантки и что спросить о ней можно у чиновника такого-то, в Коломне, в NN улице, в доме NN».

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ну, нимӗҫле кӗнеки мӗн ҫинчен?

— Ну, а немецкая-то?

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех