Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

музыка сăмах пирĕн базăра пур.
музыка (тĕпĕ: музыка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унти тӗп шухӑш: каттӑркӑри ҫынсен чунӗсене музыка питех те пархатарлӑ витӗм кӳмелле.

В ней я провожу мысль, что весьма благодетельное влияние на души каторжан оказала бы музыка.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

«Спектаклье музыка енчен илемлетни» номинаци ҫӗнтерӳҫи – «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакльпе ӗҫленӗ Лолита Чекушкина композитор.

победителем номинации «Лучшее музыкальное оформление спектакля» стала композитор Лолита Чекушкина, работавшая над спектаклем «Угаснет свет во мне – а ты гори!»

«Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31397.html

Ҫул хӗрринчи чулсем алмазпа йӑлкӑшма тытӑнӗҫ, тӗнче этемле мар илемлӗ музыка итлесе килене.

Придорожные камни будут сверкать алмазами, и мир заслушается музыкой нечеловеческой красоты.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Унӑн чунӗнче тахҫанах манӑҫнӑ музыка тунсӑхлӑн янӑрарӗ, вара вӑл кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ хумханӑвӗпе зала диагональпе утса иртрӗ, унтан ҫапса лартнӑн чарӑнса тӑчӗ.

Давно забытая музыка прозвучала в его душе, и он вышагал неожиданное волнение по диагонали зала, потом остановился, как вкопанный.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Тӗлӗнмелле музыка итлесе, эспланадӑпа уҫӑлса ҫӳрес килет.

Хочется пройтись по эспланаде, слушая чудную музыку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Акӑ кӗтесрен ку ҫӗр-шыври параппан тунсӑхлӑн ахлатни, какӑрсем хӑлхана ҫурасла ӳлени илтӗнсе кайрӗ — турра ӗненекенсен ҫӗрлехи процессине чӑтма ҫук шавлӑ музыка хавхалантарать.

За углом раздался меланхолический стон туземного барабана, пронзительный вой рожков, адская музыка сопровождала ночную религиозную процессию.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

«Эпир Юхма Мишшин стильне тата концепцине упраса хӑвартӑмӑр. Спектакле лартас ӗҫре хусканусем, ҫипуҫ, музыка, сценографи тата режиссура енӗпе чылай специалиста явӑҫтартӑмӑр», — тенӗ Борис Манджиев.

«В данном случае мы сохранили стиль и концепцию автора Михаила Юхмы. Здесь была привлечена большая команда: постановщики как по пластике, по костюмам, по музыке, по сценографии, в данном случае и по режиссуре», — сказал Борис Манджиев.

«Куккук куҫҫулӗ» роман тӑрӑх спектакль лартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31303.html

Ҫак самантра ҫӳлте чун-чӗрене мӑнаҫлӑ кӑшкӑрӑвӗпе ҫурса-чӗтретсе хӑватлӑ музыка ҫӗнӗрен ӑнтӑлуллӑн ыткӑнчӗ.

Тогда сверху, сотрясая и зарывая сердце в свой торжествующий крик, вновь кинулась огромная музыка.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӗп-хӗрлӗ пурҫӑн ҫулӑмӗ ялкӑшакан шурӑ палубӑн кӑвак тӗпӗнче лӑпкӑ кӗвӗ илтӗнет; вылянса тухакан ҫӑмӑл ҫемӗллӗ музыка, чӑн та, пурте пӗлекен «тултарӑр тулли черккесем, ӗҫер-ха, туссем, юратушӑн…» текен ӑнӑҫлах мар сӑмахсемпе янӑрать.

Негромкая музыка лилась в голубом дне с белой палубы под огнем алого шелка; музыка ритмических переливов, переданных не совсем удачно известными всем словами: «Налейте, налейте бокалы — и выпьем, друзья, за любовь»…

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тӑкӑрлӑкран иртсен Грэй музыка янӑракан ҫурт хапхинчен кӗчӗ.

Миновав переулок, Грэй прошел в ворота дома, где состоялось музыкальное выступление.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче паллӑ чӑваш композиторӗ Григорий Хирпӳ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартнӑ.

10 марта в Чебоксарском музыкальном училище им. Ф.П. Павлова был проведен концерт в честь 110-летия со дня рождения известного чувашского композитора Григория Хирбю.

Григорий Хирпӳ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31267.html

Етӗрнери педагогика училищинче, Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ.

Училась в Ядринском педагогическом училище, в Чебоксарском музыкальном училище.

Олимпиада Агаковӑна халалласа «Сарпике» конкурс иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31232.html

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти ача-пӑча 3-мӗш музыка шкулӗ йӗркеленӗ.

Организатором творческого состязания выступает Чебоксарская детская музыкальная школа №3.

Олимпиада Агаковӑна халалласа «Сарпике» конкурс иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31232.html

Документаллӑ тата илемлӗ фильмсем ӳкернӗ, литературӑпа музыка произведенийӗсем ҫырнӑ, кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ, пӗрлехи информаци порталне туса хатӗрленӗ.

Созданы документальные и художественные фильмы, литературно-художественные, музыкальные произведения, изданы книги, разработан единый информационный портал.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Музыка училищинче каҫченех вӗреннӗ хӗрсене шыраса тупрӑмӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Эсӗ бульварсенче музыка выляни ҫинчен, офицерсене танцӑсем тума уҫнӑ хупахсем ҫинчен калама маннӑ тата, — тесе пӳлет ун сӑмахне Ерман чӗтрекен сасӑпа.

— Ты забыл еще музыку на бульварах, — перебил его Ерман дрожащим голосом, — офицерские кабаки с танцами…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унта музыка (купӑс), тӗтреллӗ картинсем тата ташӑсем пулаҫҫӗ.

Будет музыка (гармошка), туманные картины и танцы.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Заводра хаваслӑ пулчӗ, музыка каланӑ май ӗҫлеме те питӗ кӑмӑллӑ, анчах ачасенчен тахӑшӗ ҫӑкӑр черечӗ пирки аса илчӗ.

Весело было на заводе, хорошо работать под музыку, но кто-то из ребят вспомнил об очереди за хлебом.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Гусейн тете хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсен, ялавсем сулкаланма, сывлӑшалла ҫӗлӗксем ывтӑнма тытӑнчӗҫ, музыка кӗрлесе кайрӗ те ҫамрӑк рабочисем юрласа ячӗҫ:

Когда дядя Хусейн закончил свою речь, заколыхались знамена, полетели вверх шапки, грянула музыка, рабочие пели:

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Музыка янарама тытӑнчӗ.

Заиграла музыка.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех