Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минутран (тĕпĕ: минут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр ик-виҫ минутран Витязь калама ҫук пӑлханма пуҫларӗ: дозор сукмакӗнчен сулахаялла та, сылтӑмалла та ыткӑнчӗ, каялла чупса таврӑнчӗ, малалла вирлӗн сиксе ӳкрӗ.

Минуты через две или три возбуждение Витязя дошло до предела: он бросался влево и вправо от дозорной тропы, возвращался, порывался бежать вперед.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Тепӗр ҫичӗ минутран тӗтре витӗр тепӗр япала — аслати ҫапса амантнӑ ҫап-ҫара юман вулли хуралса курӑнӗ.

Через семь минут зачернеет сквозь толщу тумана голый ствол дуба, разбитого молнией.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Тепӗр темиҫе минутран дежурнӑй, картишне чупса тухса, застава начальникне шыраса тупрӗ.

Через несколько минут дежурный разыскал Шапошникова во дворе заставы.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Тепӗр икӗ минутран ҫакӑн ҫинчен Громада генерал та пӗлчӗ.

Две минуты спустя узнал об этом и генерал Громада.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Резинӑран тунӑ кимме хытӑ юхакан Тисса тепӗр вунӑ минутран тивӗҫлӗ вырӑна — Кларк шухӑшласа хунӑ тӗлти хӗвелтухӑҫ ҫырана илсе ҫитерчӗ.

Минут через десять быстрое течение Тиссы вынесло резиновую посудину туда, где ей и положено было пристать по замыслу Кларка.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Атте, кирек мӗне те шӳте ҫавӑрма юратаканскер, Петр Васильевича темӗншӗн полковник тесе чӗнетчӗ, пӗррехинче ман умра Епифанов, кӳреннипе хӗрелсе кайса, ытти чухнехинчен те тытӑнчӑклӑрах сасӑпа: эпӗ по-по-по-полковник мар, по-по-по-по-ручик, терӗ пулин те, атте ӑна пилӗк минутран каллех полковник тесе чӗнчӗ.

Папа, с своею склонностию из всего делать шутку, называл Петра Васильевича почему-то полковником и, несмотря на то, что Епифанов при мне раз, хуже чем обыкновенно заикнувшись и покраснев от досады, заметил, что он не по-по-по-полковник, а по-по-по-ручик, папа через пять минут назвал его опять полковником.

XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тепӗр икӗ минутран чӑнах та Михайло князь кӗчӗ.

Через минуты две действительно вошел князь Михайло.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗр пилӗк минутран ҫав арҫын ачах зала кӗмелли алӑка уҫрӗ те мана хӑна пӳлӗмне ертсе кӗчӗ; пӳлӗмӗ тирпейлӗ, анчах питех капӑр мар.

Минут через пять дверь в залу отперлась изнутри посредством того же мальчика, и он провел меня в опрятную, но небогатую гостиную.

XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Иконин кайнӑ хыҫҫӑн вӑл пилӗк минутран кая мар, — мана вӗсем пилӗк сехетӗн туйӑнчӗҫ, — кӗнекесене, билетсене майлаштара-майлаштара хучӗ, сӑмсине шӑнкӑртрӗ, креслӑсене тӳрлетсе лартрӗ, вӗсем ҫине саркалана-саркалана ларчӗ, зал ӑшнелле, айккинелле тата пур еннелле те пӑхрӗ, пӗр ман ҫине кӑна пӑхмарӗ.

После ухода Иконина он верных минут пять, которые мне показались за пять часов, укладывал книги, билеты, сморкался поправлял кресла, разваливался на них, смотрел в залу, по сторонам и повсюду, но только не на меня.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ кукамай пӳлӗмӗнче пилӗк минутран ытла тӑмарӑм, анчах унтан телейлӗ тата, хам ун чухне ӗненнӗ тӑрӑх, йӑлтах тасалса, кӑмӑлӑма тӗпрен улӑштарса, ҫӗнӗ ҫын пулса тухрӑм.

Я пробыл не более пяти минут в бабушкиной комнате, но вышел оттуда счастливым и, по моему тогдашнему убеждению, совершенно чистым, нравственно переродившимся и новым человеком.

VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аялта Август Антоныч хыттӑн калаҫни хӑлхана кӗчӗ (вӑл ман ҫинчен калаҫать пулмалла), унтан ачасен сассисем, кулни, чупкалашни илтӗнчӗ, тепӗр темиҫе минутран, эпӗ тӗттӗм чӑланта ларни ҫинчен никам та пӗлмен тата шухӑшламан пекех ҫуртра унчченхи шӑв-шав пуҫланчӗ.

Внизу послышался громкий голос Августа Антоныча (должно быть, он говорил про меня), потом детские голоса, потом смех, беготня, а через несколько минут в доме все пришло в прежнее движение, как будто никто не знал и не думал о том, что я сижу в темном чулане.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пилӗк минутран ман хыҫра чӑлан алӑкӗ хупӑнса ларчӗ.

Через пять минут за мной затворилась дверь чулана.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ҫывӑрас килмест, аннеҫӗм, манӑн, — тетӗп эпӗ ӑна, вара уҫӑмлах мар пулин те, ырӑ ӗмӗтсем пуҫа килсе тулаҫҫӗ, канлӗ ыйхӑ куҫхупанкисене пӗрлештерет, тепӗр минутран тӗлӗрсе каятӑн та вӑратичченех ҫывӑратӑн.

— Я не хочу спать, мамаша, — ответишь ей, и неясные, но сладкие грезы наполняют воображение, здоровый детский сон смыкает веки, и через минуту забудешься и спишь до тех пор, пока не разбудят.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мана ҫак минутран татӑклӑраххи урӑх пулмассӑнах туйӑнчӗ.

Мне казалось, что не может быть решительнее этой минуты.

VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗр самантрах эпӗ кӗсре ҫинчен тиха ҫине куҫса лартӑм, вара кӗсрене хам умма йӑтса хутӑм та тепӗр минутран ҫыран хӗррине ҫитсе те тухрӑм.

В момент я пересел с кобылы на жеребенка, понес кобылу перед собой и через минуту добрался до берега.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

Ну, эпир лайӑх чупрӑмӑр, тепӗр вунӑ минутран вӑрмана ҫитсе те ӳкрӗмӗр.

Ну, мы так хорошо с ним скакали, что минут через десять были уже в лесу.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Малалла диктор июнь 22-мӗшӗнче ирхине 2 сехет те 30 минутран пуҫласа Брест крепоҫӗн йӗри-таврашӗнче мӗн пулса иртнине каласа пама пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Шыв ӑшӑх, кӑшт ҫеҫ чӗркуҫҫирен иртет, ҫав тери сивӗ пирки тепӗр минутран ура айӗнчи вӗтӗ чулсене туйми пултӑм.

Она оказалась мелкой, чуть выше колен, и такой холодной, что через минуту я перестал ощущать гальку на дне.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Ҫирӗм минутран шхуна виҫӗ миллӗ зона леш енче пулчӗ.

Через двадцать минут шхуна была за пределами трехмильной зоны.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Вӗсен лебедки пӑсӑлнӑ пулас: тӑватӑ матрос якӑра алӑ вӗҫҫӗн хӑпартаҫҫӗ, кашни минутран пирӗн еннелле пӑхкаласа илеҫҫӗ.

Вероятно, лебедка вышла из строя, потому что четверо матросов, поминутно оглядываясь на нас, выбирали якорь вручную.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех