Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларма сăмах пирĕн базăра пур.
ларма (тĕпĕ: ларма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыр кӑмӑллӑх аллине тӑсма хӑнӑхнӑ ҫын пулӑшусӑр ларма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗ — сӑваплӑ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... bf%d0%bba/

Унта пуҫласа ларма 10 класс вӗренекенӗ, ҫамрӑк армеецсен «Ястребы» отрячӗн командирӗ, «Зарница» вӑййӑн муниципалитет тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи Гектор Никитин тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗ вилӗмсӗр // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50242-patt ... h-vil-ms-r

Сывӑ ал-урапах «христарадилетсе» ларма хӑю ҫитмест, хӑю ҫитменнинчен ытла намӑс…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

Унтан ҫунаттисене хаваслӑн сулкаласа йӑва ҫавӑракан кураксем еннелле пӑхса ларма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Хӑйне килӗшнӗ пек вырнаҫса ҫитсен ача пусма картлашкин анат енчи кӗтессинелле чӑр-чӑр пӑхса ларма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Шурӑ ӑйӑр унта вирхӗнсе ҫитнӗ те хуҫине шыраса тупнӑ пулать, хуҫи ҫумне кукленсе ларма ирӗк панӑ пулать, вара тӑрса ялалла уттарнӑ пулать…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑй ҫитмест ун ҫӗкленсе тӑрса ларма.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫӗрте армак-чармак патак выртать-и — унтан-кунтан хуҫатӑн та, пистолет-наган хатӗр; ҫырмари вӗтӗ чулсем, пӳрне вӗҫӗ пекскерсем, рогатка-пӑшал пульлисем вырӑнне аван пыраҫҫӗ; турпассемпе хӑйпӑк таврашне речӗпе чиксе тухнӑ тӑк — ҫывӑхрах чикӗ, кунтах пограничникӗсем те пулма тивӗҫ; тулса ларма пуҫланӑ ҫӗр улми пуссисенче вара тӗрлӗ штабсем, окопсем, дзотсем…

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эс тӗнчери чи пӗчӗк патшалӑх президиумӗнче ларма тивӗҫ паян.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ай, апла-и? — амӑшӗ майӗпен тӑрса ларма хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Аннӳн санпа килте ларма вӑхӑт пулман.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Питӗ шиклӗ вӗт-ха пӗччен ларма.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑл хӑйне хӑй ларма туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Эпир сан аҫупа хӗрсем патне пӗрле ҫӳренӗ, ларма хыҫҫӑн хыпашланӑ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пуҫне тытса, сехечӗ-сехечӗпе ларма пултарӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Упра хӑвна, ытлашши калаҫса ан ҫӳре, сана иртерех-ха манӑн пуйӑс ҫине ларма, — тет пек.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Машинӑна кӗрсе ларма ӗлкӗрсе каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарчӗҫ лешсем, вӗсене ҫилӗллӗ халӑх ҫурса тӑкма тытӑнман чухне, газ рычагне вӗҫне ҫити икӗ аллине те малалла тӑсса хирӗҫленине пӑхмасӑр, ӑна ҫӗнӗ председателе суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Чӑтӑм тухрӗ унӑн кашни кун иккӗленӳллӗн кӗтсе ларма, шанӑҫне ҫухатма пуҫларӗ вӑл, ҫакӑн пек иккӗленсе асапланиччен, тен, каймалла ун патне?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ҫав кӗтес хыҫӗнчи пӗрремӗш подъездри вӑтӑр тӑххӑрмӗш хваттерте пурӑнатӑп, хӑнана кирек хӑш вӑхӑтра пыма пултаратӑп, яланах хавас сан пек ӑслӑ ҫынпа калаҫса ларма.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ан тив Кирей телевизор пӑхтӑр, атту куратӑп, ӑна пирӗнпе, хӗрарӑмсемпе ларма кичем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех