Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй паттӑрлӑхне, маттурлӑхне кура вӑл кӗҫӗн офицер пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗҫӗн ҫарпуҫӗсем хӗр-полковник патне сиктерсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн Улӑпӑн кӗҫӗн ывӑлӗ пурӑнма ик ҫырма хушшине чарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслӑ Ҫавалпа Кӗҫӗн Ҫавал тӑрӑхӗнче ун чухне ӑна пӗлмен ҫын та ҫукчӗ пулӗ!

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Еркинее Емелленпе пӗр тан Хисеплесе асӑнаҫҫӗ маттуртан: Чаплӑ утаманӑн кӗҫӗн улӗнчен Халӑх хастарлӑх кӗтет ҫарӗнчен.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ах, Чӗкеҫ кин, кӗҫӗн кин — Йӑлтӑр-ялтӑр йӑлтӑркки — Ылттӑн шӑрҫа мӑй ҫакки — Пӗрре ҫакма тӑрать пин, Ати-апи пехилӗ Ан пултӑрччӗ сехреллӗ»!

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тав ту майра патшана, Кӗҫӗн кине халлала!

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туйсарпала ӗҫкӗшсем, Хӑйматлӑхлӑ ывӑлсем, Кӗҫӗн кӗрӳ — мӑн кӗрӳ Пурте пулччӑр ӗҫтерӳ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Сухатӳне килнӗ пек чух пӗре чуптарас, Пухха йӗри-тавра ӑмӑртса кустарас» — Тесе калать пичӗшне кӗҫӗн ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Культура ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри профессионаллӑ союзӗн округри уйрӑмӗн председателӗ В. В. Тимофеева «Чувашреспроф» организацин Хисеп грамотисемпе «Централизациленӗ клуб системи» АУ специалистне В. Г. Гибатдиновӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Элпуҫ культура ҫурчӗсен заведующийӗсене А. И. Любимовӑна, Л. В. Носовӑна Чӑваш профсоюз рескомӗн Хисеп грамотисемпе Урмаел культура ҫурчӗн заведующине И. Х. Зиатдиновӑна, Йӳҫ Шӑхаль, Хирти Сӗнтӗр культура ҫурчӗсен культорганизаторӗсене С. В. Шагаровӑпа Н. В. Шатиловӑна наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Обществӑлла-политикӑлла ӗҫсене маттур хутшӑнакансене, тӗп библиотека библиотекарьне Н. В. Антоновӑна, «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующине А. О. Поляковӑна, Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн заведующине А. Н. Трофимовӑна Хисеп грамотисем, Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна, Тукай ялӗнчи библиотекаре Ц. А. Моторинӑна, округри тӗп культура ҫуртӗнчи халӑх театрӗн режиссерне М. П. Шумилкинӑна Тав Ҫырӑвӗ парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӑл республикӑри халӑх творчествин центрӗн Хисеп грамотисене Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн заведующине А. И. Любимовӑна тата Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна панӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

1943 ҫулхи июнӗн 8-мӗшӗнче ӑна кӗҫӗн лейтенант, 1944 ҫулхи апрелӗн 25-мӗшӗнче аслӑ лейтенант звани панӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Математика, вырӑс чӗлхипе акӑлчан чӗлхине, физика, информатика тата кӗҫӗн классенче вӗрентекенсем ҫителӗксӗр пулни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Бинокльпе пӑхаканни нимӗҫсен кӗҫӗн командирӗ пулчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Палӑртма кӑмӑллӑ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче кӗҫӗн ҫулхи ачасем те хапӑл тусах йӗлтӗр сырса, ӑмӑртӑва пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Кӗҫӗн шӑллӑм Юра пилӗк ҫулта чухне менингитпа чирлесе ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Кӗҫӗн мӑнукӗ пуканесемпе выляма кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Хваттере Липа ашшӗн тусӗн кӗҫӗн ывӑлӗ Эдик, Лина ҫуралнине таҫтан пӗлнӗскер, анчахрах шанчӑклӑ мар вырӑнтан таврӑннӑскер, тусӗсемпе кӗпӗртетсе кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

— Епле майпа, камсем?! — кӑшкӑрса ячӗ Якур мучи, кӗҫӗн хӗрне шӑтарасла пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех