Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килни (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, чире профилактика мелӗпе сирсе яма май килни унтан сипленессинчен аванрах вӗт.

Куҫарса пулӑш

Сипленме пыракансем хисеплеҫҫӗ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/14/%d1%81%d0% ... %d0%b5cce/

Ҫак сферӑна ҫамрӑксем ӗҫлеме килни уйрӑмах савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗнче вунӑ автомашина уҫҫийӗсене пачӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%bf%d1% ... b9e%d1%81/

Кампа та пулин хирӗҫес килни лӑпкӑ пурӑнма памӗ.

Желание поругаться с кем-нибудь может помешать спокойно пережить это время.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурнӑҫра мӗн улӑштарас килни пирки шутлӑр.

Подумайте о том, что бы вы хотели изменить в своей жизни.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ятламас ҫук-и тесе пӑхса илчӗ — курӑнмасть, пӗлмест пулмалла-ха вӑл чаплӑ кӗслеҫӗ яла килни ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Булат Ширин коалициллӗ правительство тӑвасшӑн, вӑл пӗр вӑхӑтрах Мускава та, Крыма та юраса пурӑнасшӑн, Гемметь Гирее илсе килни вӑл Сахиб-Гирейрен хӑтӑлмалли сӑлтав кӑна.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах та мӑрсасем килни курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак вӑрман ҫулӗ ҫинче темиҫе ҫамрӑк йӗкӗт — вун тӑватӑ-вун пилӗк ҫулхи ачасем — пӗр пек хура тур учӗсене вылятса килни курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кунта килни те нумай пулмасть-ҫке, — аса илме хӑтланнӑ пек калаҫрӗ директор.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Тӗслӗхрен, Павӑл хӑйӗн пиччӗшӗ Михаил патне Вяткӑна (хальхи Киров хули) кайса килни, Максимов-Кошкинскипе Шупашкарта тӗл пулни, Тал-Мӑрсана пӗрле хамӑр театр пуласлӑхӗ пирки, шутлани, чаплӑ ӑстаҫӑ Амати тунӑ сӗрме купӑса туянни т. ыт. те П. Осипов биографийӗнче чӑнах пулнӑ самантсене аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Хусанти Чӑвашпедтехникумран вӗренсе тухсан, Ефремов Шупашкара куҫса килни ҫинчен илтнӗччӗ, анчах ӑна Ҫутӗҫ комиссариатӗнче тӗл пуласса кӗтменччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Катя килни курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юлашкинчен вӑл «Союзптицепродукт» ӗҫне Хусанта йӗркелемелли приказ килни ҫинчен пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӑшт тӑрсан, физикӑпа математика факультечӗн деканӗ медиксене саламлама килни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ӑнӑҫлӑ пулчӗ-и кайса килни?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павлушшӑн пулсан, вӑрлӑх фончӗ тӑвас пирки тавлашма та кирлӗ мар пек: выҫлӑх ҫул ҫывхарса килни пурин те куҫ умӗнчех-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӗнерпуҫне хамӑр салтаксем килни ҫинчен пӗлет пулсан та, Эльгеевӑн чӗри вырӑнта мар.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хан эшкерӗ килни питӗ лайӑх-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗрре кайса килни вӑл пирӗншӗн, асап тӳсме вӗреннӗ ҫынсемшӗн, ним те мар, ак Тукай мӑрса пире эрнере пӗрре хӑвалама тытӑнсан мӗн тӑвӑпӑр?

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳрте кӗнӗ-кӗменех амӑшӗ Ахтупая апат антарса пачӗ, ывӑлӗ Хусана мӗнле кайса килни пирки кӑшт та пулин пӗлесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех