Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунта мӗн калас ӗнтӗ?
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Никамран вӑтанмасӑр ун патне каяс та чӗркуҫленсе ҫапла калас:
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Эпӗ ура ҫине тӑрсан Глафира пуҫне ҫӗклерӗ, тем калас тенӗ пек ҫӳхе тутине кӑлт-кӑлт выляткаларӗ, куҫне хӗснӗскер ман ҫине пӑр пек сиввӗн пӑхрӗ, сӑн-питне каллех аллипе хупларӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Тавтапуҫне кайран калӑр-ха, сире халь тепӗр историллӗ тупмалли юмах калас килет.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Мӗн калас татах Шанаровӑн?
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Тӳррипе калас тӑк, урӑхла май ҫук пирӗн.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
«Тӳррипе калас тӑк, кӗҫӗр эп сан пирки ҫичӗ хут вилсе чӗрӗлтӗм», — хӗре ҫупӑрласа илчӗ Илюш.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
— Тӳррипе калас тӑк, эсир кӗҫӗр тӑхӑр сехет тӗлне укӑлчари йӑмрасем айне пырӑр, вара пӗтӗмпех пӗлетӗр.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
— Тӳррипе калас тӑк, сирӗн хыҫҫӑн эп хам та хулана вӗҫтерсе пыратӑп, сана шыраса тупатӑп.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Анчах хытӑ ан калаҫ, халь сеанс пырать, — терӗ хӗр: «Кунта мӗн тума килтӗн, ман ҫумра сан валли мӗскер пур», — тесе калас вырӑнне.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Калас тенӗ сӑмаха аса илес пек ҫамкине шухӑшлӑн картлантарчӗ.
II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
— Тӳрех калас, начар, пур енчен те.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
«Эпӗ, — тет критик, — формӑна кирлӗ мар, формӑшӑн кӗрешмелле мар тесе нихҫан та каламан та, калас та ҫук…
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Ыйтӑва кун пек лартни, калас пулать, хальхи вӑхӑтшӑн та тӗрӗс: пире халӑха коммунизм тума пулӑшакан произведенисем кирлӗ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
— Мӗнле калас, — аптӑранӑ пек пулчӗ Ишмук, — хама мухтас — каппайчӑк тейӗҫ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Темшӗн манӑн ҫак сӑмахсене калас килет.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслу вӑл калас тенине ӑнланчӗ те ташлакансене кун ҫинчен каларӗ.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ӑна калас тесе те.
Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чӑннипе калас пулать ӗнтӗ: ҫапӑҫу умӗн Тимофей-хусах вӑл килӗшни-килӗшменнине пӗлмесӗрех ун ячӗпе хушусем пама тытӑнсан, ҫара икӗ пая уйӑрсан, хӗр-полковник чӗринче тарӑху та ҫуралма пуҫланӑччӗ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сурпан сырман пулсан, качча кайса ачаллӑ пулнӑ хӗрарӑм ку тесе те калас ҫук ӑна.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.