Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайран сăмах пирĕн базăра пур.
кайран (тĕпĕ: кайран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран алла пуртӑ ярса илсе унпа 6 хуран кая мар ҫапнӑ.

После взял в руки топор и ударил по голове не менее 6 раз.

Пенсионера вӗлернӗшӗн 9 ҫуллӑха хупса хунӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37688.html

Кайран Ҫӗрпӳри ҫутӗҫ училищине вӗренме кӗрет.

Куҫарса пулӑш

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Кайран вӗсем икӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Пӗрремӗш шахтӑсене этрусксем тунӑ, кайран, пирӗн эрӑччен 480 ҫул хыҫҫӑн, тимӗр тӑприне римлянсем кӑларнӑ.

Первые шахты были созданы этрусками, затем, после 480 до н. э. железо добывали римляне.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

XII—XIII ӗмӗрсенче Гельголанд Данин пулнӑ, кайран Шлезвиг нимӗҫ герцоглӑхне куҫнӑ, вӑл хӑй вара темиҫе ӗмӗртен Дани патшалӑхне пӑхӑнма тытӑннӑ.

В XII—XIII веках Гельголанд принадлежал Дании, а затем отошел немецкому герцогству Шлезвиг, которое, в свою очередь, через несколько веков само оказалось под контролем датской короны.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Кайран вилнӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Кайран вара вӑл таврӑнасса икӗ уйӑх хушши кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Кайран алла та тытмарӗ…

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Лида хӑйӗн чӑрсӑрлӑхне ҫавӑнтах туйса илнӗ, анчах та ку кайран пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Кайран ҫав сӗрме купӑса Петр Петровичран Шупашкарти филармони те питӗ туянасшӑн пулнӑ, анчах ӑна фельдшер ниепле те сутма килӗшмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Нина Ивановна вара хӑй, ултӑ ҫул кӑна вӗреннӗскер, е магазинра, е столовӑйра уборщица пулнӑ, кайран, пӗр йӑваш ҫынна качча тухнӑ хыҫҫӑн, унӑн ӗнси ҫинех хӑпарса ларнӑ, ӗҫкелеме пуҫланӑ, ӗҫкӗсенче вара хӑйне «эпӗ министр арӑмӗ» тесе ташланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Кайран вара утмӑл ҫулхи флот офицерӗ Иван Петрович, кӑкӑр тулли орденсемпе медальсем ҫакса, киле таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Кайран вӗсем тӑна кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кайран атте Бухара таврашӗнче басмачсемпе ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кайран ӑна Атӑл хӑйӗн хитре ҫыранӗ ҫинчи хӗвеллӗ хулана — Сӗнтӗрвӑррине вӗренме янӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кайран, Колчак ҫарӗсене ҫӗмӗрсе Лӑпкӑ океан хӗррине ҫитсен, алла пӗр хаҫат лекрӗ те, ҫав шухӑшӑм тӗрӗс мар пулнине ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Пирӗн колхоза та ытлашши начарах темелле мар, — сӑмах хушрӗ кайран пӗри.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кайран вара ҫав пӗчӗк тӗмеске пирки мӗнле пысӑк шӑв-шав ҫӗкленине аса илетӗн те намӑсланнипе ниҫта кайса кӗрейместӗн.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кайран ҫав хӗрлӗ ялав татӑкне эпӗ тухтӑрсенчен, асӑнмалӑх пултӑр тесе, ыйтсах илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Российӑра ҫулсем вӑрӑм — ӑсатмалӑх та, кайран вара кӗтмелӗх те пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех