Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хама эп чӑваш ялӗсен чӑн-чӑн илемне курса ӳсме тӳр килнӗшӗн телейлӗ тесе шутлатӑп, — хӑйӗн ачалӑхне аса илет Павел Сергеевич Агилов.

Куҫарса пулӑш

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Юлашкинчен вӑл сусӑра аллинчен ҫапса телефонне туртса илет.

Куҫарса пулӑш

Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Санькассинчи пухура халӑхпа вӑрҫӑнса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37452.html

Домна Семеновнапа вӗсем пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ, эпӗ виҫҫӗмӗш ача пулнӑ, - аса илет Александр Демьянович.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

Наци проекчӗн масштабӗ пӗтӗм ҫӗршыва ҫавӑрса илет, унта Раҫҫейӗн 84 субъекчӗ хутшӑнать.

Масштаб национального проекта охватывает практически всю страну, в нем участвуют 84 субъекта России.

Пушкӑртстанра Дема-Затон ҫула юсаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... sa-3662042

Укҫа та нумай илет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ташӑ кӗвви каланӑ чухне вӑл хӑй те чӑтса лараймасть, сике-сике тӑрать те пӗр вырӑнта тӑпӑртатса илет, купӑсне пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла, унтан пуҫӗ тӑрнелле ывӑтса вылянтарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Айванрах мӑнтӑркка ача пек йӑл-л кулса илет те, ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл фотоаппаратне вӗҫертет те ахӑлтатсах кулакан старикпе ачана ӳкерсе илет, вара ман пата утса килет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Ҫитӗ ӗнтӗ, — юриех ҫиленнӗ пек аякран тӗртсе илет ӑна Мария Петровна.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана ача ҫуратнӑ пек, Эльвира унӑн ачине ҫӗкле-ҫӗкле ҫапать пек, ача вара, кашни ҫӗклесе ҫапмассеренех, резина пек ҫӳлелле сиксе илет те кулса ярать пек.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Хӗрсенчен инҫех мар пӗр ӳсӗр ҫын тайкаланса тӑрать, ӳкме пуҫласан, пуҫӗпе сулса илет те Атӑл хӗрринчи чул хӳмене ярса тытать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Светлана каллех кулса илет, сӑмаха урӑх еннелле пӑрса яма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Атӑл урлӑ карӑнса тӑракан асамат кӗперӗ, ҫил вӗркеленӗрен-ши, халь-халь сирӗлсе каяс пек, хумлӑн-хумлӑн чӗтресе илет.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Гриша кашни кунах сана аса илет.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Апла пулин те вӑл пурнӑҫа юратать, пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ, мӑшӑрӗпе 65 ҫул тату та килӗшӳллӗ пурӑннине, унпа пӗрмаях чӑваш театрне спектакльсем курма, ҫулла вара Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кайнине хавасланса аса илет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш театрне юратакан Поликарп Фёдоров 95 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37333.html

— Эпӗ Хушӑлка ял совечӗн территорийӗнчи Светлая Заря пӗчӗк ялта, илемлӗ вырӑнта ҫуралнӑ, — аса илет Владимир Николаевич хӑйӗн ача чухнехи тата ҫамрӑк чухнехи ҫулӗсене.

Куҫарса пулӑш

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434

Юрать, тавӑҫсене вӑл е ку пурлӑх хуҫисене палӑртмасӑрах тӑратма ирӗк панӑ — хуҫисен кӑтартӑвӗсене суд хӑй ыйтса илет.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Вӗсенчен 386-шӗн юсавне фонд хӑйӗн ҫине илет, ыттисен укҫи ятарлӑ шутсем ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Унсӑр пуҫне, пирӗн мӑнаҫлӑх – «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» – килекен кашни хӑнана курава пырса кӗнӗ ҫӗрти цифра мелӗпе туса хатӗрленӗ тӗслӗхӗпе те, 75-мӗш павильонри культура мероприятийӗсен зонинчи оригинал хальлӗн те кӗтсе илет.

Кроме того, наша гордость – «Вышитая карта России» – встречает каждого гостя выставки как в цифровом формате на входе, так и в оригинале в зоне культурных мероприятий павильона № 75.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин стипендийӗсене 78 ҫын илет.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех