Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ферфас вӑйӗ (ҫакна пуртех тӗшмӗртмеҫҫӗ) унӑн аппетитӗнчен килет.Сила Ферфаса (о чем знали далеко не все) заключалась в его аппетите.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Хӑйне курайман ҫак алла чавси тӗлӗнчен хыттӑн пусӑрӑнтарчӗ, каччӑн хӑватлӑ вӑйӗ Джой чӗрнисене кӑвакарма хистерӗ.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Вӑл лайӑх ишет, анчах юлашкинчен вӑйӗ пӗтнипе тӑнне ҫухатрӗ те — пӗчӗк заливӑн ирхи шӑплӑхӗнче пуш-пушӑ чулсем ҫинче вӑранчӗ; кунта ӑна, вилес патне ҫитнӗскере, ӑнсӑрт хум кӑларса печӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Суринэн асапланса ҫитнӗ ӳчӗ кӗҫех туйми пулать, арпашӑннӑ ӑнӗ халь-халь сӳнет, вилӗме парӑнса юлашки вӑйӗ ҫухалать.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Суринэ ҫакна итлерӗ, матрос тӗплӗнрех каланине нимӗн туймасӑр тӑнларӗ, унтан вӑйӗ пӗтнӗрен лаштӑрах ларчӗ; стенасем, мачча, сӗтел-пукан — унӑн куҫӗсенче пӗтӗмпех сикет, арканать.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Пьер ӑншӑрт килнӗрен виҫерен тухсах кайрӗ: вӗрекен шухӑшӗсемпе тилӗрсе пӗрре юпа ҫине ларать, тепре сиксе тӑрать те каллех тӳнклеттерет; акӑ майӗпен вӑйӗ хухрӗ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Нок чупса кайрӗ, анчах ку унӑн юлашки вӑйӗ пулчӗ, ӑна вӑл — хӑйӗн тулашӗнче, — тунсӑхра тата ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр ҫӳҫенсе ӗмсе пӗтерчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Витӗрех шӑнса кӳтнӗскер, куҫӗсене йӗри-тавра кӑвак тӗспе витнӗскер, вӑйӗ ҫуккипе тайкаланса тӑраканскер — пӑравус кӑвак ҫутпа тата-тата шӑхӑрнӑран Гелли картах сикрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Геллин хуравлама вӑйӗ юлмарӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Эсир, ахӑртнех, хальлӗхе хӗр, — хумханнӑран ҫак самантра Гелли хӗремесленсех кайрӗ, — апла пулин те, — Нок кӑштах чӗнмесӗр тӑрсан малалла тӑсрӗ, — эпӗ сире… арлӑх вӑйӗ… мӗне пӗлтернине ӑнлантарса параятӑп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Анчах унӑн тинӗсӗн — Сигбин ҫиллӗ вӗтӗ хум евӗр кукӑр-макӑр ҫырӑвӗ юратуллӑ, ҫепӗҫ ӳпкев кӳрсе килнӗ тинӗсӗн — пӑхӑнтаруллӑ йыхӑрӑвӗпе кӗрешме текех вӑйӗ юлмарӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Сив чир унран вӑхӑтлӑха хӑпрӗ пек, анчах вӑл вӑйӗ ҫуккипе антӑрасах кайрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Хумханнипе унӑн тути сиксе чӗтрет; акӑ вӑл кӑштах ҫеҫ шӑпланнипе усӑ курса мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран, антӑхса кӑшкӑрчӗ — итлекенсем унран сахалтан та пӗр мильӑра тейӗн:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Калюков ӑна ӑшшӑн-ӑшшӑн ыталаса илчӗ те, вӑйӗ ҫуккипе, майӗпен-майӗпен сӑтӑрӑнса анчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑсӗ, вӑйӗ, хӑвачӗ — пурте пур унӑн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ал лаппи хресченӗн йышши мар, хӗрарӑмӑнни пекех ҫинҫескер, пӳрнисем вӑрӑм; чӑн та, вӑйӗ пур хӑйӗн, шатӑрах чӑмӑртать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эх, Калюк, Калюк, ӑслӑ ҫын эсӗ, — терӗ вара юлташла, — анчах пӗр япалана пӗлейместӗн: патшалӑх вӑйӗ вӑл ҫарта мар, экономикӑра.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, вӑйӗ вӗсенче, тӗрӗсрех, ҫак самантра Антунра хӑйӗнче-ҫке…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Аллинче — вӑйӗ, пуҫӗнче ӑсӗ пур.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Нумай нацилӗх тата конфессилӗх – пирӗн Раҫҫейри пысӑк тата туслӑ ҫемьен вӑйӗ, пӗрлӗхӗ.
Олег Николаев Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗ кун ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/03/18/gla ... aet-s-dnem