Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑсла сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑсла (тĕпĕ: вырӑсла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнер Тукайӑн чӑнкӑртатса уҫӑлакан вырӑсла хапхинчен калама ҫук чаплӑ кӳме урапи кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӳречисем тем пысӑкӑш, кил картине йӗри-тавра хӳме тытса ҫаврӑннӑ, хапхисене сӑрланӑ, пӳлӗмӗсенче пур ҫӗрте те вырӑсла кӑмакасем.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем тем ан шутлаччӑр тесе тутар княҫӗсем ку сӑмахсене пӗтӗмпех вырӑсла куҫарса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вилнисене тутарсене тутарла, вырӑссене вырӑсла пытарӑр, — терӗ Шигалей хӑйӗн ҫыннисене.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫаксене вӑл пӗр такӑнмасӑр тутарла каласа хучӗ, малалла вара йӑлтах вырӑсла калаҫрӗ, вӗсен калаҫӑвне ҫамрӑк та хитре дьяк куҫарса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс турра тутарла кӗл тӑватӑн, эпир вырӑсла кӗл тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑсла пӗлекен ват ҫын ӑна хӑйсем сотникпе калаҫасшӑн пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьян вӗсем мӗн каланине вырӑсла куҫарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑсла пит начар калаҫнине кура сотниксем ку ҫынсемпе сӑмахласа та тӑман иккен, ҫыхса пӑрахса пурне те витене хупса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑрӑхра сӑл шывӗ ӗҫнӗ евӗр, мӗнле киленсе калаҫнӑ пулӗччӗ вӑл халь вырӑсла, ҫакӑнта ӑнсӑртран пӗр-пӗр вырӑс килсе тухсассӑн!

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ку вӑл Тукай мӑрса ҫынни, — ӑнлантарчӗ вырӑсла мӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑҫта каятӑн? — терӗ кив тунката ҫинче апатланса ларакан пӗр ҫынни вырӑсла.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасметпа Ятламас вырӑсла калаҫнинчен нимех те ӑнланса юлаймарӗҫ ҫамрӑксем, ҫапах та мешок! сӑмаха каланӑран хаким унран мӗн ыйтнине кӑшт чухласа илме пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Темле ҫын ланккаса ҫӳретчӗ, — персе ячӗ Якуте ывӑлӗ — Пирӗнпе вырӑсла калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫма вара вырӑсла ҫех мар. чӑвашла та вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Вырӑсла калаҫма та хӑех вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

— Мускавра кайӑкӗсем те вырӑсла калаҫаҫҫӗ тем…

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Унпа пӗрле ҫӳреме Палюк мучин вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа ман кайма тивет; Настаҫ кинеми ватӑскер, вырӑсла калаҫма та питех пӗлменскер, хӑй тӗллӗн кайса килеймест.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Вырӑсла хӑй начар чухлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

«Раҫҫей шкул ачисен юхӑмӗ» (вырӑсла - РДШ) - вӗренекенсен ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ обществӑлла организацийӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех