Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выляса (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялти хӗрсем, каччӑсем Вӑййа тухнӑ выляма, Тухнӑ пирӗн Нарспи те Хӗр ӗмӗрне ӑсатма: Юлашки каҫ выляса Юлас арӑм пуличчен, Юлашки каҫ Сетнере Курас юта кайиччен.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫимӗк ҫуйӗ урамран Ҫӗклентерет чӗрине, Хӗвелӗ те выляса Ҫутатать ҫӳҫ пӗрчине.

Куҫарса пулӑш

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ачи-пӑчи выляса Чупса ҫӳрет урамра.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

— Эс, Мӗтри, юман кӗрешсене чутларах пар, вара хулу выляса кӑна тӑракан пулать, — кулчӗ Кӑтра Михала.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, хӑйӗн темӗн пек вӑй пуҫтарӑннине туйса илсе, фермӑра пырса тӗкӗнмен пӗр кӗтес хӑвармарӗ, пур ӗҫе те ҫӑмӑллӑн, выляса тенӗ пек, турӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр чухне ҫулла вӑйӑра пӗрле выляса кулнисем тата кӳлӗ ҫинче юрла-юрла ярӑннисем ҫеҫ мар, ача чухне пӗрле ҫӳренисем те аса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсемпе ӗҫлеме те, выляса кулма та кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Украинӑри ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ М.З.Алеев ячӗпе «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче баскетболла выляса турнир иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗпе иртнӗ // В.Денисов. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bf%d0%b ... 82%d0%bde/

Вӑл мӗн пур япалине Ятламас туса панӑ пӗчӗк арчана тултарнӑ, пуканисене те унта хурать выляса кӗнӗ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аса илтеретпӗр, 2020 ҫулта «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ «Фермер ӗҫне пуҫӑнакан» тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн 4 миллион тенкӗлӗх грант выляса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Журналист рольне выляса Олег Лаврентьев пулса иртнӗ ӗҫ, событи ҫинчен ҫырнӑ статьян тӗслӗхне вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Майя Саминова тата Маша Киселева, Семен Яковлев тата Саша Васильева интервью мӗнле илмеллине выляса кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Шахматла выляса Кавал ял ҫамрӑкӗ Д.Михеев ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш В.Таратин, виҫҫӗмӗш А.Рожков пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Вӗсем футболла выляса ача-пӑча командисем хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Ҫамрӑк шахматла выляса аван кӑтартусемпе палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Нухрат пӗр вӑхӑт вӗсемпе выляса кулать, унтан йӑлӑхса килне тухса каять.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Матча 3:2 счетпа выляса илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ спорт комплексӗ футболистсене пуҫтарнӑ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2022/10/10/ce%d0%bde- ... %82%d0%b0/

Ӳссе ҫитӗнсен хамӑр ялта та шӑпӑрлансене выляса йӑпанмалли вырӑн йӗркелес шухӑш ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Ялта вӗтӗр-шакӑра выляса вӑхӑт ирттерме ятарласа уйӑрнӑ вырӑн ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Кун пекки сайра пулать: астармӑш вӑйӑсем выляса ҫӗнтеретӗр.

Это редкое время когда даже можно поиграть в азартные игры.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех