Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ваттисем (тĕпĕ: ватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илтет Ахтупай арӑмӗ Эрнепи, ваттисем тӗрлӗ калаҫаҫҫӗ: пӗрисем Мускав патши вӗсене пурне те тытса хупрӗ пулӗ теҫҫӗ; теприсем лӑплантарма пӑхаҫҫӗ — ҫул вӑрӑм, ан васкӑр-ха, чиперех килсе ҫитӗҫ ак теҫҫӗ; урӑх тӗрлӗ калаҫакансем те пур: Тукай хӑйӗн юратнӑ хӗрне Сарри мӑрса ывӑлне качча панӑ та тутарсенчен хӑраса Сӑр таврашнех пурӑнма юлнӑ, ял ҫыннисене те хӑй патне хӑварнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Такама вӑрҫрӗҫ ҫынсем, такама ылханчӗҫ, ваттисем вара ҫинҫе йӗркине пӑсакансене вутта ывӑтассипе хӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав каҫах урамсенче унта та кунта тулли сапа е чӗрес йӑтнӑ хӗрсем курӑнса кайрӗҫ — вӗсем чаплӑ уяв вӑхӑтӗнче ӗҫ тытма хӑйнӑ е ваттисем асӑрхаттарнине пӑхмасӑр пӗветнӗ кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ тантӑшӗсене шывпа сапма сыхласа ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫ кӳлӗм темиҫе йӗкӗт ваттисем хушнипе ял тӑрӑх кайса ҫаврӑнса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та ака пӗтсен ваттисем ҫамрӑксене, ашшӗ-амӑшӗсем — хӑйсен ачи-пӑчине ҫинҫе вӑхӑтӗнче мӗнле тытасси пирки астутарса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шел те, ваттисем тахҫанах каланӑ: «Йӳнӗ япала йӳнеҫтерет», тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html

Паян та Ахтупай Янтуш старик яла килнине пӗлсен килти ӗҫе пӑрахсах урама тухрӗ, аван мар пулин те ваттисем хушшине, аслашшӗ ҫумне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тайма пуҫа хӗҫ витмен теҫҫӗ ваттисем

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эх, манчӗҫ вӗсем шур сухаллӑ ваттисем каланӑ сӑмахсене.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ваттисем калашле, кил тулли йыш пултӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тур парсан пулӗ-ха ҫапах та текелеҫҫӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫитес ҫул эсир, Эльгеев, ман клиникӑра аслӑ ординатор пулатӑр, ваттисем саланса пӗтрӗҫ, хӑшӗсем ассистента куҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗвел тухсан тунсӑх сирӗлет, тенӗ ваттисем

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ав таҫта каять пирӗн Урасмет, ваттисем пыриччен вӑл килтен тухса тарма та ӗлкӗрнӗ, — терӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ваттисем тытса килеҫҫӗ пулӗ, урӑх кам илсе килтӗр ӑна? — терӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Илтрӗр-и ваттисем?

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукайпа ун икӗ тарҫи ваттисем тӗлне ҫитсен тӑпах чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул ҫинче, Яхуте килнелле утнӑ май, ваттисем вӗҫӗмсӗр Турикас вӗҫнелле пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурте ҫакна курчӗҫ: Тукай ялӗ ытти енчен чухӑн пулсан та ваттисем енчен пуян иккен.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсир йышлӑн вӗт-ха, ваттисем.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех