Шырав
Шырав ĕçĕ:
Астӑватӑп, «Демонӑн» пирвайхи строкисене вуласанах, Ситанов кӗнеке патне пӗшкӗнсе пӑхрӗ, унтан мана питрен пӑхса илчӗ, кистине сӗтел ҫине хучӗ те, вӑрӑм аллисене чӗркуҫҫисем патнелле чиксе, йӑл кулса, чӳхенме тапратрӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Астӑватӑп, Кунгур валли Феодоровский турӑ амӑшӗн копине ҫырса пӗтерсенччӗ пулас, Жихарев иконӑна сӗтел ҫине хучӗ те хыттӑн, хумханса каларӗ:
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шӑнасем ҫинчен каланине астӑватӑп, анчах урӑххине вӗлерсен те астуса илейместӗп.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
— Темле, Стрючков тенӗ пек астӑватӑп…
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Вара Яков Шумов пӗр ури хыҫҫӑн теприне пусса упа пек пӑраланса утса карӗ, мӗн ӑшӑмра темле пӗлмелле мар ҫӑмӑлах мар шухӑш тӑратса хӑварчӗ, — кочегара шелччӗ, тата вӑл тарӑхмалла пекчӗ, астӑватӑп, пӑртак кӗвӗҫмелле пек те туйӑнатчӗ, тата — мӗншӗн ҫын ниме те пӗлмесӗрех таҫта карӗ-ши? тесе пӑшӑрханса шухӑшламаллаччӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ лайӑх астӑватӑп: юрату, илемлӗх тата савӑнӑҫ темле пӗлме ҫук вырнаҫса тӑракан вырӑн ҫинчен, чун ҫинчен кукамай пит асӑрханса калаҫатчӗ, лайӑх ҫын вилсессӗн, шурӑ ангелсем унӑн чунне кӑвак пӗлӗт ҫине, кукамайӑн ырӑ турри патне илсе каяҫҫӗ тесе ӗненеттӗм эпӗ, турӑ вара ӑна кӑмӑллӑн кӗтсе илет теттӗм.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл нумай каласа кӑтартатчӗ, эпӗ ӑна сӗмсӗрленсе итлесе лараттӑм, вӑл мӗн каласа кӑтартнине пурне те лайӑх астӑватӑп, анчах савӑнмалли пулнине пӗрре те астумастӑп.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Астӑватӑп, салтаксем мана алӑсенчен тытса тӑратчӗҫ, хуҫасем вӗсене хирӗҫ тӑрса, пӗр-пӗрин майлӑ пулса, ия! — тесе жалобӑсене итлесе тӑраҫҫӗ, хуҫа арӑмӗ хӑй лайӑх пӗлсе тӑнӑ пекех калать:
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Астӑватӑп, Мещерский князь калани тӑрӑх нигилист вӑл ҫав тери усал, сиенле ҫынччӗ: вӑл пӑхнипеле чӑхсем вилсе каяҫҫӗ пулать.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тавлашнӑ-тавлашнӑ та ҫапӑҫма кӗрсе кайнӑ; Патакӗ Ирӗклӗхе хӗнесе тӑкнӑ, Ирӗклӗх вара — эпӗ астӑватӑп — хӗненӗрен больницӑра вилнӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Астӑватӑп, эпӗ темле тӗлӗнмелле стихсем вуланӑччӗ:
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах ҫапах та, астӑватӑп, пурӑнӑҫ мана тата ытларах кичемлӗ, хытӑ пек туйӑнса пыратчӗ, хам ӑна кунран-кун мӗнле курса тӑратӑп, ӑна ӗмӗрех ҫавӑн пек пулмалла туса хунӑ пек туйӑнатчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Манахсем турӑша йӑтса мӗнле тухса кайнине астумастӑп, анчах хуҫасем мана, ҫӗрте лараканскере, хупӑрласа илсе: «Мӗн пулать-ши ӗнтӗ ӑна?» тесе шутсӑр хӑраса та пӑшӑрханса сӳтсе-явнисене аванах астӑватӑп.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хамӑн «кӗлӗсене» нумайӑшне эпӗ ҫак кунччен те астӑватӑп, — ача чухне ӑс ӗҫлени чунта ытла та тарӑн йӗрсем туса хурать — час-часах вӗсем пӗтӗм ӗмӗр тӑршшӗнче те тулса тӳрленсе ҫитеймеҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Больницара чӗн-чӗн курнине эпӗ пит хӑрушӑ, усал тӗлӗк пек астӑватӑп: чӗтренсе тӑракан пуша сывлӑшра кӑвак та шурӑ кӗлеткесем суккӑрла йӑшӑлтатаҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, йынӑшаҫҫӗ, вӗсем вилӗ ҫын тумтирӗсемпе; пӗр вӑрӑм ҫын хулхушшисене чикнӗ туясем ҫине тайӑнса сӗнкӗлтетет, куҫхаршийӗсем унӑн уссисем евӗрлӗ, вӑл пысӑк хура сухалне чӗтретсе, шӑхӑра-шӑхӑра илсе мӗкӗрет:
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Астӑватӑп, намӑс пулнипе кӑштах ҫӗр тӗпне путмарӑм эпӗ.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эс ун чухне мӗнле пулнине кӑшт ҫеҫ астӑватӑп.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Астӑватӑп: мана юрӑхлӑ ботинка цейхгаузра пачах тупӑнмарӗ, вара эп молдавансен тиртен ҫӗлетнӗ постолине тӑхӑнса ҫӳрерӗм.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Казармӑна кӗрсен, хӑйне евӗрлӗ йывӑр сывлӑш, темиҫе ҫӗр ҫын харлаттарса ҫывӑрнӑ сасӑ мана хытӑ тӗлӗнтерчӗ, хамӑра ертсе пыракан салтакпа пуринчен малта нарсем хушшипе ҫирӗппӗн пуса-пуса утакан Зухин хыҫҫӑн пынӑ мӑй, эпӗ кашни рекрут ҫине ҫӳҫенчӗклӗн пӑха-пӑха илтӗм, кашнинех Семеновӑн ман асра юлнӑ сарлака та тӗреклӗ кӗлеткипе танлаштартӑм, эпӗ унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ тӑрмаланчӑк пулнине, шурӑ шӑлӗсене, йӑлтӑркка куҫӗсем салхуллӑ пулнине астӑватӑп.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.