Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асра сăмах пирĕн базăра пур.
асра (тĕпĕ: асра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗнленсе хӗл каҫрӗҫ вӗсем, чылайлӑха асра юлчӗ ҫакӑ ертӳҫӗ кашкӑрӑн пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Элимепе калаҫса татӑлнине асра тытса, Кирей кашни уйӑхра виҫҫӗмӗш числора килет те вун саккӑрмӗшӗнче каять.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Туяннӑ хваттер хучӗсене йӗркелеме чупса ҫӳреме тиврӗ, пӗтӗм ӑс-пуҫ ҫавӑн ҫинче пулчӗ, чунӗпе Элимене яланах асра тытать пулин те.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Тавах сана, шӑллӑм, сан сӑмахна асра тытӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Кӗҫӗр упӑшкам Кулай тӗлӗкре курӑнчӗ, хӑй патне чӗнет, пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ чухнехи пек ҫамрӑк хӑй, вӑл сӑн манӑн асра яланлӑха юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Ну, ну, сывлӑх вӑл ӗмӗрлӗхе мар, ҫавна ан ман, пуҫунта яланах асра тыт, — вӑл упӑшкине тӑнлавӗнчен пӳрнипе тӗксе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Асра юлнӑ ҫав шӑнкӑртату ачалӑха аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Юсавсӑр техникӑн рулӗ умне лармалла мар, инкек юнашарах ҫӳренине асра тытмалла.

Куҫарса пулӑш

Юсавсӑр тракторпа ҫула ан тух // Сергей САФЬЯНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/50168-yusa ... la-an-tukh

Чи кирли -спецопераци иртекен зонӑри каччӑсем вӗсем пирки тӑрӑшнине, вӗсене кӗтнине, вӗсене ӗненнине асра тытни.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3770916

Ял хуҫалӑх предприятийӗсем «Мӗн акатӑн — ҫавӑ шӑтать», — тенине асра тытса акма кирлӗ ҫӗнӗ вӑрлӑхсемпе туллин саппасланнӑ, минераллӑ удобренисемпе кирлӗ таран усӑ кураҫҫӗ, акана хутшӑнакан техника тӗлӗшпе те чӑрмав ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Аттемӗрсен, асаттемӗрсен тата мӑн асаттемӗрсен паттӑрлӑхне асра тытса халӑха тӑшманран пирӗн округ ҫамрӑкӗсем те хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Ҫав пулӑмсене хутшӑннӑ, вӗсене паянхи кун асра тытакан ҫынсем ҫукпа пӗрех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Обелиск» акци пуҫланчӗ // О. КИРИЛЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/ob ... ci-pulanch

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче эпир пурнӑҫне Ҫӗнтерӳшӗн панӑ, ун патне туртӑннӑ, ӑна ҫывӑхлатнӑ, анчах курма пултарайманскерсене пурне те, вӑрҫӑ аркатнӑ хуласемпе ялсене хӑйсене шеллемесӗр юсаса ҫӗнетнӗ ентешӗмӗрсене пурне те асра тытса хисеплетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кистенлӗре Ҫӗнтерӳ кунне халалласа концерт иртнӗ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3761489

Георги хӑйӑвӗ — уяв символӗ, ҫак хӑрушӑ вӑрҫӑра Ҫӗнтерӗве туптанӑ ветерансене, тыл ӗҫченӗсене хисеплесе асра тытмалли символ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Пирӗн паянхи тивӗҫ — вӑрҫӑра кӑтартнӑ паттӑрлӑха асра тытса паянхи ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва хисеплеме, юратма вӗрентесси.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев ҫамрӑк армеецсене тав турӗ, малашне те патриотла туйӑмсене чунра упрама, пур енчен те ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулма, пире мирлӗ тӳпе парнеленӗ паттӑрсене яланах асра тыма сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен парачӗ иртрӗ // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11964-camr-k ... arach-irtr

Пирӗн тивӗҫ – ҫӗршывӑн паттӑр ывӑл-хӗрне асра тытасси, вӗсен ырӑ тӗслӗхӗ ҫинче ачасемпе мӑнуксене тата кӗҫӗн мӑнуксене воспитани парасси.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Апла пулин те ентешсен паттӑрлӑхне паян вӗсен мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсем упраҫҫӗ, асра тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

«Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫӗсене хунисене асра тытасси» федераци шайӗнчи тӗллевлӗ программӑна тӗпе хурса Вӑрмар, Кавал, Пинер территорийӗсенчи 3 салтак вилтӑприйӗсен вырӑнӗсене юсаса хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Инҫетри сӑртлӑ-туллӑ ҫӗршыв ӗмӗр асра юлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех