Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анса (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан такам шуса анса пӑхрӗ, хыҫран ыттисем те.

Потом кто-то решил скатиться, как с горки, а за ним и все остальные.

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Ленӑна анса тазик илсе хӑпартӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Хула ҫине хура ҫур каҫӗ Анса ларсассӑн пӗлӗтрен, Ҫут эрех мар ӗҫетӗп эпӗ, — Куҫҫуль тумламӗсем ӗҫеп!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Хула ҫине хура ҫур каҫӗ Анса ларсассӑн пӗлӗтрен, Ман шухӑшсем вӗҫсе тухаҫҫӗ Ман татӑкланнӑ чӗререн!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Шыв трамвайне ларнӑ чухне ман умри пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм кӑштах шыва анса каймарӗ, эпӗ ӑна пилӗкӗнчен тытса ӗлкӗртӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Георгий, вӗсене тытатӑп тесе, пӗр хутчен кӑшт ҫеҫ шыва анса каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Халӗ те вӑл ак, пӑрахут ҫинчен анса Варламовсен умӗнчен иртнӗ чух чӳречерен хӗрлӗ кӗпеллӗ Ваня е Шурккипе Василийӗ курӑнса каймӗҫ-и тесе пӑхрӗ те чарӑнса туса тӑмарӗ, килнелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Хӑвӑр ӑҫта анса кайнӑ-ха?

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Ӑҫта шыва анса кайнӑ эсир?!

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Кӑкӑрта манӑн, пӗҫерсе, тарӑхупа кӳренӳ вучӗ сарӑлчӗ, эсӗ ҫак самантра ют арҫынпа утнишӗн мар, хамӑн пурнӑҫ ҫак тарана аталанса ҫитме пултарнӑшӑн, хамӑн пурнӑҫа хамах ҫак тарана ҫити анса ларма май панӑшӑн…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Тӑрна куҫ евӗр йӑлтӑр шыв ҫине хӗвел ҫинчен шевле анса вылярӗ, чӳхенчӗ, хумханчӗ — ах, аванччӗ!..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Малтан Аня ҫӗр тӗпне анса каяс пекех вӑтанчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпе вӗсен куҫӗнчен ҫухалас тенипе кӑна хӑвӑрт анса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Путвал чӳречисем ҫӗр ӑшӗнчен ҫурри таран ҫеҫ курӑнса тӑнӑ, чӳречесем умӗнчи шӑтӑксене ӑнсӑртран ҫын анса каясран тимӗр решеткесемпе хупласа хунӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Анчах уссиех пулман — кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, шулӗк йӗрӗ палӑрман, вӑл ҫӗр айне путса анса кайнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вун ҫичӗ ҫул ӗнтӗ ҫак ватӑ юман ҫинчен анса унпала сыв пуллашни.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Чӑн та, аэродрома кӗҫех самолет анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫурхи тӑпра, курӑк тымарӗсемпе ҫыхланса-каркаланса ҫирӗпленсех ҫитмен пулнӑ та, вӑл йӑшӑл-л! куҫса анса тӗпренчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Грузовик ҫинчен Герасим Федотович вӑрман хыҫӗнчи уйра анса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анса ларакан хӗвел пайӑркисенчен куҫне аллипе картласа йӗри-тавралла пӑхкаларӗ, вӑрӑм ҫивӗтне силлентерсе ӗне патнелле — юхан шыв хӗрринелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех