Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ана сăмах пирĕн базăра пур.
ана (тĕпĕ: ана) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Э, ана йӑранӗ пуль-ҫке ку.

Да это же межа.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ана курмалӑх Ивук та ҫиме тытӑнчӗ.

Глядя на него, взялся за пирог и Ивук.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Амӑшин тӑпри путса ана пуҫланӑччӗ…

Вон могила матери уже осела…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑнкӑ тӑрӑллӑ карттус ҫул ҫине ӳкет, Ивук ана хӗррине кайса ҫапӑнать.

Картуз Ивука отлетел в сторону, а сам он шлепнулся на край загона.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван кӑштах хирелле чакать те ана хӗррине утса тухать.

Ухтиван сошел с колеи и зашагал краем поля.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пӗлтӗр ана хӑмла сутнӑччӗ те…»

— Хмель я ему прошлой осенью продал…

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Манӑн пӗртен-пӗр ҫемҫе ана ял ҫумӗнчи пусӑра.

У меня один всего и есть мало-мальски плодородный надел как раз у дороги.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Вӑтӑр ана.

Тридцать наделов!

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сулахай енчи ана хуҫисене ҫӗр урӑх вырӑнта паратпӑр».

Тем, кто по левую сторону дороги, нарежем наделы в другом месте.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юланут — Хушаҫҫӗ Петӗрӗ ачи Павӑл — ана пуҫӗнче.

И вот всадник — сын Петра Велята Павел — на загоне.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тусан ҫинче вылякан ача-пӑча, чӑх ушкӑнӗ пек, ана ҫинелле пӗрхӗнет.

Возившиеся в пыли ребятишки шарахнулись с дороги в стороны, словно вспугнутые куры.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр ана урлӑ Чӑлах Эрнюк тарҫисем кӑнтӑрлахи апата ларнӑ.

А через загон от Мульдиера уже сели обедать работники Сухорукого Эрнюка.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ана пуҫне ача урапи лартнӑ.

В конце загона — детская лубяная люлька.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ана пулать…

— Это загон.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ара, ана ҫинче ыйхуна тӑрантартӑн та…»

— А на загоне уж, поди, выспался.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн пулчӗ?» — текелесе ана ҫинчен стараста ывӑлӗ Павӑл йӑраланса тӑчӗ.

Что случилось? — выскочил бог весть откуда взявшийся сын старосты Павел.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Якур таҫта пахчасем хыҫӗпе ҫаврӑнса ҫӳренӗ пулмалла, тӑли ҫумне ана пыйти ҫыпӑҫса тулнӑ.

Ягур, видимо, пробирался огородами — его белые панчохи были сплошь облеплены травой-липучкой.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна курмалӑх ыттисем те ана ҫине кӗреҫҫӗ.

Глядя на него, вошли в загон и остальные.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр ана ҫинче чакаланнӑ, ҫум курӑкне тасатнӑ, чулсене аяккалла йӑтнӑ…

Пропадал в поле днем и ночью, полол сорняки, рыхлил землю, оттаскивал камни.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ани ҫинче пӗр ҫумкурӑк та тупаймастӑн, петӗм ана шыв пек таса.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех