Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑн сăмах пирĕн базăра пур.
авӑн (тĕпĕ: авӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫу уйӑхӗ иртсе пырать, авӑн уйӑхсӑр тек евчӗсем яма пултараймаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авӑн уйӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пиллӗкӗшӗ автоматсене авӑн шучи пек туса тӑратрӗҫ те хывӑнма тытӑнчӗҫ, иккӗшӗ хураллама юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Олег Красновӑн полкӗ Украинӑна тепӗр хут кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Машинӑпа авӑн ҫапнӑ чух ӑна чӑпӑркка тыттарса лаша хӑвалама хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Уйрӑмах пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче пирӗн республика хастар ӗҫленине уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ Михаил Степанов.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Аннепе аппа йӗтем ҫине авӑн ҫапма кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче яланхи йӗркепе вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа шкул умӗнче аслӑ классенче вӗренекен ачасемпе (кӗҫӗнрех класри ачасене шкул килхушшине пухнӑ иккен) учительсен савӑнӑҫлӑ пухӑвне ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

1413 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Бенедикт ХIII антипапа Вордло указне ҫирӗплетнӗ.

Антипапа Бенедикт ХIII в сентябре 1413 года подтвердил указ Вордло.

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6251.html

Иккӗмӗш пайне 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен пурнӑҫлӗҫ.

Второй этап будет выполнен до сентября 2024 года.

Красноармейски районӗнче кӗпер юсама пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34170.html

Ӗҫӗ вара мӑй таран: ыраш вырса пӗтермелле, сӗлӗ вырмалла, вӑрлӑхлӑх авӑн ҫапмалла, ыраш акмалла, кӗлте кӗртмелле…

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ака ҫинчи ыйхӑ — авӑн ҫинчи хуйхӑ, тенӗ…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Авӑн ҫапса пӗтертӗмӗр, Танечка…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Уяв иртсен, тепӗр куннех, Рита каллех учрежденисенчи комсомолкӑсемпе пӗрле колхоза авӑн ҫапма тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кирлӗ-тӗк — «Ан авӑн шӗшкӗ» е «Пирӗн урам анаталла» кӗвӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вара Лукарье авӑн ҫапнӑ пек ислетме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан килӗнче ҫакнашкал йӑла: ака туса е авӑн ҫапса пӗтернӗ ятпа арӑмӗ яланах сӑра туса хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Раҫҫей Ҫутӗҫ министерстви авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен масштаблӑ проект ӗҫе кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли пирки калаҫаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11359-ch ... i-kalacacc

Район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вырмалли кукуруза тата 400 гектар юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех