Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑвӑн (тĕпĕ: ху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санӑн симфонилле поэму — мухтавлӑх, эсӗ мана пӑхса ӳстерни — пархатарлӑх, анчах ху телейне хӑвӑн пӗр йӑвашлӑху пирки кӑна аллунтан вӗҫертни — начар, Зиминцева общество умӗнче тӑрӑ шыв ҫине кӑларса пӗр шелсӗр таптаманни — пушшех те лайӑх мар!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сана питӗ вӑйлӑ кӳрентернӗ — эсӗ ытла та йӑваш чунлӑ ҫын пулнӑ, эсӗ хӑвӑн пархатарлӑ чунупа киленсе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Санӑн хӑвӑн участок пур — ҫавӑнтан пуҫласа ҫавӑнта ҫитиччен, — вӑт вара эсӗ хӑвӑн дежурству вӑхӑтӗнче пӗрмаях ҫав участок тӑрӑх асӑрхаса, сӑнаса ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Манӑн инкексене хӑвӑн тӳссе курасчӗ — мӗнлерех юрлӑн-ши?

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗлетӗн-и, Караҫӑм, — аллине састӑп авринчен вӗҫертсе пӳрнипе юнарӗ Виссарион Игнатьевич, — эс хӑвӑн ҫӑмӑлттайлӑхупа Тимахван мучие кӑна мар, Автанкассинчи мӗнпур ҫынсене хур турӑн: вилнисене те, чӗррисене те.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Арӑму санӑн, хӑвӑн пекех пысӑкскер, самолет ҫине шӑнӑшаймасть-ши? — ахӑлтатсах кулса ячӗ Улькка.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Сан хӑвӑн пуҫу ӑста пулнӑ ҫавӑн чух?

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Куҫ шӑтӑк пулсан суда параймастӑн ҫав, шавла-шавла хӑвӑн чунна ҫеҫ лӑплантаратӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑвӑн ҫинчен каласа кӑтарт эппин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫӗр ҫинчен хӑвӑн ирӗкӳпех каяс килмест.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Клуб заведующийӗ пулсан хӑвӑн ӗҫне лайӑх пӗлмелле сан.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Апла тӑк сан хӑвӑн та Шупашкара куҫса килме тӑрӑшмалла, — сӗнчӗ Ира.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Хӑвӑн чунна сыхласа хӑварас тесессӗн, эпир каланине итле-ха, — сӗнчӗ вӑл Алюнова.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвӑн кӑмӑлу, — йӑл-йӑл кулчӗ Ишмук, — ӗненен-тӗк ӗнен, ӗнемесен — ан ӗнен.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кур, путсӗр йытӑ, хӑвӑн тусусем ӑҫтине! — ывӑннӑн каларӗ офицер.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвӑн вара, Савантер, чӗрӳ пур-и сан?

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ авӑ, — улпута юнаса илчӗ хайхискер, — ҫаплах хӑвӑн государь-патшуна хирӗҫ шухӑшлама пӑрахмастӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвӑн пурнӑҫна та сывлӑхна та шеллемерӗн уншӑн.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пире кӑтартнӑ асап-терте халӗ хӑвӑн юнупа ҫу! — кӑшкӑрчӗ ачакассисенчен пӗри, лапсӑркка ҫӳҫлӗ лутака арҫын, вара Ахпӑлат енне лач! сурчӗ те утне туртса ҫапрӗ, малалла сиккипе вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ хӑвӑн ҫыннусемпе кайма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех