Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уй сăмах пирĕн базăра пур.
Уй (тĕпĕ: уй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уй хапхинче Салакайӑк сасартӑк калаҫу пуҫламӑшне аса илчӗ:

У околицы Салагаик вдруг вспомнил начало разговора с возчиком:

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уй тавра ҫаврынза питри ведь?»

Поля же все обошли?

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уй хуралҫисем пек саркаланса ларакан киремет юманӗсене салтаксем тӳре-шарасем хушнипе каса-каса янӑ, вӑй ҫитерейменнине вут хурса ҫунтарнӑ.

По приказу чиновников, царские солдаты валили вековые дубы-кире-мети, а коль не под силу оказывались великаны, жгли их прямо на корню.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйсен уй чиккинче ҫынсем чарӑнса шӑнкӑравсене ҫыхаҫҫӗ, юрлама пӑрахаҫҫӗ.

На границе своих полей поезжане останавливаются, привязывают колокольчики, чтоб не звенели; смолкает песня.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уй хапхинчен кӗрес чухне ҫех Паҫа питне шӑлса типӗтет, тутрине тӳрлетсе ҫыхать…

Только войдя в ворота околицы, девушка утерла заплаканное лицо, поправила платок на голове.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уй хапхинче киремете парне кӳмелле.

За околицей нужно принести жертву киреметю.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Выртмаран таврӑнакан Ухтивана ял ҫыннисем уй хапхинче кӗтсе илеҫҫӗ.

Возвращавшегося из ночного Ухтивана сельчане встретили у самой околицы.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Уй куҫлӑ, вӑрман халхаллӑ, Илле.

— Поле глазасто, лес ушаст, Илле.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уй хапхи патнелле хиртен тусан мӑкӑрланса ҫывхара пуҫларӗ.

К околице со стороны поля приближалось пыльное облако — ребята гнали табун.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ультуҫ инке пӳрчӗ айккинчи уй хапхи патӗнче ҫынсем лараҫҫӗ.

Возле дома тетушки Ульдусь, что стоит у самой околицы, сидят люди.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сирӗн тӗлтен иртрӗ, уй хапхине тухрӗ, курӑнми пулчӗ, пӗрре те каялла саврӑнса пӑхмарӗ.

Прошел мимо избы, вышел за околицу и вскоре и с глаз скрылся, ни разу не оглянулся.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗҫсӗр уй, вӗҫсӗр тӗттӗмлӗх, вӗҫсӗр ҫул.

Бесконечны мысли, бесконечно поле, бескрайня темень, бескрайня дорога.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урисене майӗпен те халсӑррӑн иле-иле пусса вӑл тӗттӗм уй варрипе танккаса пырать.

Мерно покачивает ею в такт шагу, идет по темному полю.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван килтен тухса кайнӑ ҫулхи кӗркунне, пӗр тӗттем каҫхине, Яриле старик уй варрипе ялалла юрттарса пынӑ.

В тот год, когда Ухтиван в отчаянии ушел из дому, как-то темной осенней ночью Яриле возвращался полем в деревню.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ҫуралнӑ ҫул вӑл уй ӗҫӗпе пуйма хӑтланса пӑхнӑ.

В год, когда родился Ухтиван, он надеялся собрать большой урожай со своего надела.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юрать-ха, уй хӗрринче пӗччен пуранакан Хветуҫ кинемейӗн тӗп сакайӗнче пӗр пӗчӗк кавӑн сыхланса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Ирӗксӗрех каҫ ас илтерчӗ, Каллех хумхатрӗ Кавруҫа, Уй хуйӑхне кӑшт сӳрӗлтерчӗ Вӑл канӑҫ пачӗ кӑшт пуҫа.

Куҫарса пулӑш

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эп унпала ача чухне Ялан ҫӳренӗ уй чӳкне…

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫырма-ҫатра, уй тӑрӑх чупрӗҫ — Шыраҫҫӗ тӗплӗн Ухтере.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Акса пӗтернӗ: Калчапала шӑртланчӗ уй.

Куҫарса пулӑш

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех