Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑвансем (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑвансем мана: «Эсӗ япӑх анне», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

— Ну, тӑвансем, — тесе тепӗр хут каларӗ Шебалов хӑйӗн янтракан сассипе, — паянхи кун, пысӑк ӗҫ пулмалли кун.

— Ну, братцы, — опять повторил Шебалов звенящим голосом, — сегодня день такой… серьезный день.

XV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Ну, тӑвансем! — терӗ Шебалов, юртан ҫаралнӑ сӗвек сӑрт тӳпинче сарӑлса выртакан ҫӑра цеп патне юланутпа пырса.

— Ну, братцы! — говорил Шебалов, подъезжая к густой цепи отряда, рассыпавшегося по оголенной от снега вершине пологого холма.

XV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӑвансем, юрамасть.

— Эдак, братцы, нельзя.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӗрӗс калатӑп-и, тӑвансем, е ҫук-и?

Так я говорю, братцы, или нет?

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Монахсем, сутӑ тӑвакансем, купцасем, турра кӗлтума тесе сулланса ҫӳрекенсем, пасарсенче аш-какайпа сутӑ тӑвансем тата хулари вак-тӗвек обывательсем.

Монахи, выездновские лабазники, купцы, божьи странники, базарные мясники да мелкие обыватели.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Оратор мӗн калать: нимӗнле тавӑру та кирлӗ мар, ҫынсем пурте пӗр-пӗриншӗн тӑвансем пек пулмалла, халӗ ӗнтӗ ирӗклӗ Российӑра тӗрмесем те, айӑпласа асаплантаракан йӗркесем те пулма тивӗҫ мар, тет.

Оратор говорит, что не нужно никакой мести, что люди должны быть братьями и теперь, в свободной России, не должно быть ни тюрем, ни казней.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хуларан ялти ҫывӑх тӑвансем патне вӗлт кӑна вӗҫсе ҫитесчӗ манӑн санпа.

Хотелось бы мне с тобой долететь из города до близких родных в деревне.

Ӗмӗр вӗрен // Любовь Фёдорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 8 с.

Тӑвансем, енчен те Марс ҫинче эрех пулнӑ пулсан пирӗннисем унта американецсенчен маларах вӗҫнӗ пулӗччӗҫ.

— Братцы, если бы на Марсе была водка, наши летели бы туда раньше американцев.

Пире валли те юлӗ-ха // Юрий Ксенофонтов. «Капкӑн», 2011, 16№, 3 с.

Паян тӑвансем ҫук — е туссем, е тӑшмансем.

Сегодня нет братьев — или друзья, или враги.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Лайӑх «хӗмленсе» ҫула тухнӑ тӑвансем пӗрер хут шӑхӑрса илеҫҫӗ-и, ҫук-и, — Хучаш ялне ахӑрса ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.

Варнава та, Кӑвак Тӑвансем те, Клоски учитель те, сухалама пӗлменни те — кусене пурне те пуҫӗнчен вилмелле кӳренӳ кӑларса ывӑтрӗ ҫак самантра.

И Варнава, и Голубые Братья, и учитель Клоски, и неуменье пахать — все было слизано в этот момент смертельной обидой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Сектантсем патне, ҫав Кӑвак Тӑвансем патне, сип-симӗсленмелле пултӑрччех вӗсен!

Ушел к сектантам, к Братьям Голубым этим, чтобы позеленели они!

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Сирӗн, тен, тутарта е урӑх ҫӗрте тӑвансем пур…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑвансем те ҫук унта манӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑнӳкерчӗксем пӑхакан Аня тӑвансем мӗн пупленине те аванах илтрӗ, анчах калаҫу мӗнле Лиза пирки пынине тавҫӑраймарӗ хӗр.

Аня, смотревшая на фотографии, хорошо слышала, что говорят братья, но девушка не знала, о какой Лизе шел разговор.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

«Ой, тӑвансем

«Ой, братцы…

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Буржуйсене пур ҫӗрте те хӑваласа яраҫҫӗ, пур ҫӗршыв-государствӑсенче те, пур тинӗс-океансем леш енче те, пур тӗрлӗ ҫынсем — французсем, туркӑсем, китаецсем, поляксем пурте тӑвансем пулса тӑраҫҫӗ.

Ни одного буржуя на свете не останется; на всей земле, во всех странах и государствах, за морями-океанами все станут друзьями — французы, турки, китайцы, поляки…

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— «Рабочи тӑвансем, хӑвӑрӑн председателе Егор Устинова, преступнике тата пӑлхавҫӑна тытса ҫыхӑр та Российӑри законлӑ правительство аллине парӑр…»

— «Братья рабочие, свяжите руки и доставьте законному русскому правительству преступника и смутьяна, председателя вашего Егора Устинова».

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анчах нумай та вӑхӑт иртмен, сӑхмансем модӑран тухнӑ та, тӑвансем вӗсене пӑса-пӑса ҫӗнӗлле тӑва пуҫланӑ; вӗсем ҫине галунсем ҫӗле-ҫӗле лартнӑ, лентӑсемпе, аксельбантсемпе капӑрлатнӑ, пӗрре сыпса вӑрӑмлатнӑ, тепре касса кӗскетнӗ тата урӑхла та тунӑ.

Но спустя короткое время, когда кафтаны вышли из моды, братья начали их переделывать на новый лад: нашивать галуны, украшать лентами и аксельбантами, удлинять или укорачивать и т. д.

2 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех