Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Салтаксем (тĕпĕ: салтак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кунта тылра хастар ӗҫленӗ: снаряд ещӗкӗсем, йӗлтӗрсем, ҫунашкасем кӑларнӑ, салтаксем валли тумтирсем ҫӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Салтаксем тутӑрсене типтерлӗн кӗсйисене чикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Ҫӗршывра тулли мар мобилизаци пирки пӗлтерсен республикӑра пурӑнакансем авалтан пыракан йӑлапа ҫар ретне тӑракан салтаксем валли сӑмса тутрисем тӗрлеме пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Салтака тутӑр парнеле // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11523-sa ... -r-parnele

Эпӗ ҫиччӗмӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫул вӑрҫӑ чарӑнчӗ, фронтран хӗвел ҫинче тӗссӗрленнӗ гимнастерка тӑхӑннӑ салтаксем таврӑна пуҫларӗҫ, анчах пирӗн йысна ҫаплах хӑй ҫинчен нимӗн те хыпарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ку укҫа-тенкӗ салтаксем валли чи малтан кирлӗ япаласене туянма кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Чи пӗлтерӗшли, паллах, вӑрнарсем хамӑр салтаксем валли пӗр шухӑшлӑн укҫа-тенкӗ хывни.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, хальхи вӑхӑтра салтаксем Ульяновск облаҫӗнче тактика вӗренӗвӗсем витӗр тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Настасья Спиридонова, акӑ, салтаксем валли телефонсем валли пауэрбанксем, хунарсем тата термоссем парса пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Салтаксем пур енлӗн хӑйсене аван туйнине каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Салтаксем унччен службӑра тӑнӑ чухне вӗреннисене, хӗҫпӑшалтан перес хӑнӑхусене, ҫапӑҫу тактикине, пирвайхи пулӑшу парассине аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Канаш Чӑваш енри салтаксем валли япаласем туянассипе ӗҫлӗ: халӗ - ҫар вӗренӗвӗ вӑхӑтӗнче ҫеҫ мар, ятарлӑ операцие хутшӑннӑ тапхӑрта та.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ ӗҫпе ҫирӗпленет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11756-ch ... cir-plenet

Тухса кайрӗҫ ӗптӗр-кептӗр Килнӗ салтаксем пӗрле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Кӗчӗ, малалла вӑл иртрӗ, Ларчӗҫ салтаксем ретпе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Акӑ, вӑрҫӑ пӗтсен, салтаксем киле таврӑнсан, вӗсене эсӗ пулӑшни ҫинчен каласа парӑнӑр, — терӗ Алимпи.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Вӑрҫӑри салтаксем валли ӑшӑ алсиш, чӑлха, кӗпе-йӗм хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Таҫта инҫетре, хӗвеланӑҫӗнче, хаяр ҫапӑҫусем пыраҫҫӗ, кунталла ӑнтӑлакан тискер тӑшмана чарма тӑрӑшса, пирӗн салтаксем паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Халӑх пухӑнса ҫитсен, салтаксем Мулттана тытса пыраҫҫӗ, ҫарамаслантарса хурӑн хуллипе питӗ нумайччен ҫаптараҫҫӗ те, Мултта ҫавӑнтах вилет.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чиновник Шупашкара каять, пуппа пӗрле салтаксем юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

- Салтаксем хӑйсен тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ: кам - карап ҫинче, кам - атом шывай кимминче.

Куҫарса пулӑш

Крымпа Севастополь ертӳҫисем пирӗн пата килӗҫ // И.КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 1 с.

Ун пек хӗненӗ хыҫҫӑн айӑпа лекнӗ салтаксем вилнине те куркаланӑ пуль хӗсметре.

Григорьеву не раз приходилось видеть на службе, как умирали наказанные солдаты.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех