Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Нумайӑшӗ ун патне пыра пуҫларӗ, хӑшӗсем хаваслӑ сӑнлӑ, хӑшӗсем салху сӑнлӑ, хӑшӗсен алли-урине ҫыхса лартнӑ, хӑшӗсене илсе пычӗҫ — эпӗ питех те хӑранипе вӑранса кайрӑм, вӑрантӑм та 14. Ҫӳлти Туррӑма ҫапла каларӑм: Эсӗ малтан Хӑвӑн чуруна хӑватсем кӑтартрӑн, манӑн кӗллӗме йышӑнтӑн, эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ тесе шутларӑн; 15. апла ҫак тӗлӗк тупсӑмне те уҫса парсамччӗ мана, 16. мӗншӗн тесессӗн, эпӗ хам ӑсӑмпа ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫав кунсенче чӗрӗ юлнисене хуйхӑ ҫитӗ, вилнисене тата пысӑкрах хуйхӑ ҫитӗ: 17-18. ҫав кунсемччен чӗрӗ хӑварманнисем юлашки кунсенче мӗн пуласса, анчах хӑйсем ҫавӑнта хутшӑнайманнине ӑнланса хурланӗҫ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Камӑн та пулин ӳт-тирӗ ҫине ҫӑпан тухнӑ пулсассӑн, кайран тӳрленнӗ пулсассӑн, 19. ҫӑпан вырӑнне шурӑ шыҫӑ е шурӑ шатра, е хӗрлӗрех шатра тухса ларсассӑн, унӑн священник патне пымалла; 20. священник ӑна пӑхса тухӗ, шатри тир айне кайнӑ пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралнӑ пулсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ, вӑл ҫӑпан вырӑнӗнче чӗрӗлсе кайнӑ; 21. священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, ҫав ҫынна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 22. суранӗ ӳт тӑрӑх питӗ сарӑлса пыра пуҫласассӑн, священник ҫак ҫынна таса мар тейӗ: ку — суран чир; 23. суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, сарӑлмасть пулсассӑн, ку ҫӑпан пиҫӗхни анчах, священник ҫав ҫынна таса тейӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ умӗнчен пыракан Турӑ Ангелӗ тапранса кайнӑ та вӗсен хыҫӗнчен пыра пуҫланӑ; пӗлӗт юпа та, вӗсен умӗнчен тапранса, вӗсен хыҫне пырса тӑнӑ; 20. Египет тапӑрӗпе Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ хушшине тӑнӑ: пӗрисемшӗн хура пӗлӗт те сӗм тӗттӗмлӗх пулнӑ, тепӗрисемшӗн каҫ тӗттӗмне ҫутатса тӑнӑ, вара пӗрисем тепӗрисем патне ҫӗр каҫичченех ҫывӑхарайман.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пахчаҫимӗҫе пыра лартасран вӗтетмелле.
Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№