Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрхи ҫумӑрсем пуҫлансан колхоз техники каллӗ-маллӗ ҫӳресе урама урӑм-сурӑм чавса пӗтеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Лукарьен чӗри кӗрхи ҫулҫӑ пек чӗтренсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрхи ҫил-тӑвӑл ҫапса хуҫать те ӑна, пылчӑкпа-юрпа хутшӑнтарса ҫӗртет.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрхи хӗвел ҫутинче пит-куҫӗсем иккӗшӗн те пысӑк хаваслӑхпа ҫиҫсе ҫуталаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗрхи кун вӑрӑм мар.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тухӑҫран, вӗсене хирӗҫ, кӗрхи хӗвел ҫӗкленсе тухрӗ, йӑл кулса саламларӗ, ҫулӗ телейлӗ пултӑр терӗ.

Куҫарса пулӑш

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫакан фондри вӑрлӑха пула кӗрхи культурӑсен тухӑҫлӑхӗ ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Кӗрхи ҫӗртме сухи тӑвас ӗҫ малалла пырать.

Куҫарса пулӑш

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Ҫуркуннехи кӑвакал кӗрхи пек мӑнтӑр мар ҫав вӑл, ҫӑмӑллӑн вӗҫсе хӑпарать те эс тӗлленӗ ҫӗре куҫран ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ял халӑхӗ те сиснӗ ав, ман ҫӗрсем кӗрхи шывпах юхса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗтӗм вӑрман тӑнларӗ сан шухӑшусене, кӗрхи ҫил вӗсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарса аяккалла илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗрхи ҫӗр хӑйне кура самаях вӑрӑм.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл енчен вӗҫӗмсӗр сивӗ ҫапрӗ, кӗрхи усал ҫил вӗрчӗ, йӑтнӑ пек ҫапӑ часах ҫунса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗрхи хӗвел чылай ҫӳле хӑпарсан вӗсен хӳшшине Акпарспа Алттыш пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арск вӑрманӗ леш енчен ӳркенсе тенӗ пек кӗрхи хӗвел ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Посад хысӗнчен кӗрхи хӗвел ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт чипер кунсем тӑнӑ хыҫҫӑн каллех кӗрхи шалкам ҫумӑр пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗрхи калча шӑтнӑ сип-симӗс уйсем тем хушӑрах шап-шурӑ ҫи виттипе витӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Кӗрхи каҫ тӗксӗмӗ хура ҫеҫ мар, вӑрӑм…

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кӗрхи каҫ тӗксӗм те хура.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех