Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вилӗмрен (тĕпĕ: вилӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫынсем ӗнтӗ — христиансем, пӗр закона, юратупа харсӑрлӑхӑн аслӑ законне пӑхӑнса тӑраканскерсем, хӑйсем тунӑ киревсӗр ӗҫсене кура, хӑйсене пурнӑҫ парса кашнин чуннех вилӗмрен хӑрама, ырлӑхпа илемлӗхе юратма вӗрентекенни умне сасартӑках ӳкӗнсе чӗркуҫленмӗҫ-ши, савӑнӑҫпа телей куҫҫульне юхтарса пӗрне пӗри тӑвансем пек, ыталаса илмӗҫ-ши?

И эти люди — христиане, исповедующие один великий закон любви и самоотвержения, глядя на то, что они сделали, с раскаянием не упадут вдруг на колени перед тем, кто, дав им жизнь, вложил в душу каждого, вместе с страхом смерти, любовь к добру и прекрасному, и со слезами радости и счастия не обнимутся, как братья?

16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Хӑрушлӑх пур ҫӗре вилӗмрен хӑрамасӑр кӗрсе кайнинче вӑл халӗ те-ха илем курать; капитан ӗнтӗ ӑна-кӑна пурӑнса ирттернӗ — малтан вӑл та чапа е мухтава тухасшӑн ҫуннӑ, харсӑрланнӑ, вилӗмрен хӑрама пӗлмесӗр ҫапӑҫнӑ, награда илме, паллӑ ҫын пулма ӗмӗтленнӗ, ку ӗмӗтсене пурнӑҫа та кӗртнӗ вӑл, анчах халӗ ӗнтӗ ҫак хавхалантаракан япаласем, уншӑн пулсан, хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та халь вӑл ӗҫ ҫине урӑхла пӑхнӑ: хӑй тума тивӗҫ ӗҫсене вӑл пӗр пӑркаланмасӑр вӑхӑтра туса пынӑ, анчах, 6 уйӑх хушши бастионрах пурӑннӑ хыҫҫӑн, хӑйне кашни самантрах ӑнсӑртран вилӗм кӗтсе тӑнине лайӑх ӑнланаканскер, вӑл ҫав ӑнсӑртран килсе тухакан хӑрушӑ самантсенче хӑйне хӑй упранӑ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех, вилӗмрен хӑрамасӑр-тумасӑр, ҫапӑҫӑва кӗрсе кайман.

Капитан же уж прошел через все это — сначала тщеславился, храбрился, рисковал, надеялся на награды и репутацию и даже приобрел их, но теперь уже все эти побудительные средства потеряли для него силу, и он смотрел на дело иначе: исполнял в точности свою обязанность, но, хорошо понимая, как мало ему оставалось случайностей жизни, после шестимесячного пребывания на бастионе уже не рисковал этими случайностями без строгой необходимости.

9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ялта ахаль мар: «Марушкӑн амӑшӗ иккӗ: пӗри ҫуратнӑ, тепри вилӗмрен хӑтарнӑ», — тетчӗҫ.

Недаром говорили по деревне, что у Марушки две матери: одна родила, а другая от смерти выкупила.

Дуня инкепе Тимка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Патша вара каланӑ: «Эпӗ хурчӑкана усалпа тавӑртӑм иккен: вӑл мана вилӗмрен хӑтарчӗ, эпӗ ӑна персе вӗлертӗм», — тенӗ.

Царь сказал: «Дурно же я отплатил соколу: он спас мне жизнь, а я убил его».

Патшапа хурчӑка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вара кӑткӑ, ҫӳпӗ ҫине улӑх-са ларса, вилӗмрен хӑтӑлнӑ.

Муравей сел на ветку и спасся.

Кӑткӑпа кӑвакарчӑн // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ӑна ягуарӑн чӗрнисем мар, хӑй тин ҫеҫ вилӗмрен ҫӑлнӑ ҫыннӑн аллисем пӑвса илнӗ.

Не когти ягуара вцепились в него, а руки человека, которого он только что спас от смерти.

LIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Койотсем карталанса тӑнӑ хушӑра шыв патне кайма май килмен — вилӗмрен хӑрамалла пулнӑ.

Пробраться к ручью сквозь засаду койотов было невозможно — это грозило смертью.

LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ӑна шывсӑр типсе вилесси, мӗнпур вилӗмрен чи асаплӑ вилӗм хӑратса тӑнӑ.

Ему грозила смерть от жажды — самая мучительная из всех смертей.

ХLII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вилӗмрен хӑрани ҫеҫ ӑна хӑй ҫулӗпе малалла хӑваланӑ.

Только угроза смерти заставляла его продолжать этот путь.

ХLII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗсем каланӑ: «Эсӗ, Ермак, пиртен ӑсли курӑнсах тӑрать, пиртен, ухмахсенчен, мӗн ыйтса тӑмалла. Ху пӗлнӗ ҫӗре илсе кай пире. Икӗ хут вилес ҫук, пӗр вилӗмрен хӑтӑлас ҫук», — тенӗ.

Говорят: «Видно ты, Тимофеич, умнее нашего; нас, дураков, и спрашивать нечего. Веди, куда знаешь. Двух смертей не бывать, а одной не миновать».

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ сана вилӗмрен хӑтартӑм, эсӗ мана ҫиесшӗн», — тет.

Я тебя спас, а ты ж меня съесть хочешь.

Кашкӑрпа ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ тин ҫеҫ мистер Джеральда тав турӑм, вӑл хӑйне хӑй шеллемесӗр мана тата мустанга пит пысӑк инкекрен хӑтарса хӑварчӗ, — хӑрушӑ вилӗмрен ҫӑлчӗ тесех калама пултаратӑп эпӗ.

Я только что благодарила мистера Джеральда, который самоотверженно спас меня и мустанга от очень большой неприятности — я бы сказала, спас от ужасной гибели.

ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Аяларах вӑл Мбело шывсиккине лекнӗ те ӑнсӑртран ҫеҫ вилӗмрен хӑтӑлнӑ.

А ниже он попал в водопад Мбело и только чудом спасся от смерти.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫул ҫинче чӑтма ҫук нумай асап тӳссе, чылай чухне аран вилӗмрен ҫӑлӑнса, вӑл юлашкинчен Уджиджие пырса ҫитнӗ.

Перенеся в пути бесчисленные лишения, много раз рискуя жизнью, он прибыл наконец в Уджиджи.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вилӗмрен хӑрамастӑп эпӗ.

 — Смерти я не боюсь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӗнле хӑтӑлмалла-ха вара ун чухне чи хӑрушӑ та асаплӑ вилӗмрен — пӑчӑхса майӗпен вилесрен?!

И тогда как могут пленники термитника избежать самой ужасной и мучительной гибели — медленной смерти от удушья?!

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Турӑшсем Илья Николаевича та вӑхӑтсӑр вилӗмрен упрамарӗҫ, Сашӑна та вилессинчен ҫӑлмарӗҫ.

Не уберегли иконы от преждевременной смерти Илью Николаевича, не спасли от казни Сашу.

Ҫурт сутни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑл фотограф вилни ҫинчен, вӗсем, виҫӗ арҫын та пӗр хӗрарӑм, хӑйсем ларса пыракан парохода нимӗҫ самолечӗ путарнӑ хыҫҫӑн сулӑ ҫинче вилӗмрен епле хӑтӑлни ҫинчен, вӗсем ҫӑлӑнакан сулӑ патне фотограф ишсе пыни ҫинчен каласа пама пынӑ.

, чтобы рассказать ему о смерти фотографа. О том, что они — трое мужчин и одна женщина — спасались после потопления их парохода немецким самолетом на плоту,

1. Сулӑ ҫинчи ҫынсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Вилӗмрен ҫӑлӑннӑ ҫак негрсем Америкӑран тухса кайнӑ чухне ирӗклӗ ҫынсем пулнӑ, каялла та ирӗклӗ ҫынсемех таврӑнаҫҫӗ.

Эти негры покинули Америку свободными гражданами и свободными же гражданами возвращались обратно.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вилӗмрен ҫӑлнӑ негрсене «Пилигрим» ҫинче ҫав тери тӑрӑшса пӑхрӗҫ.

На «Пилигриме» спасенных негров окружили самым заботливым уходом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех