Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун хыҫҫӑнах Сахар хӑлхине путене уҫӑ та янравлӑ сассипе пӗт-пӗлтик, пӗт-пӗлтик тесе юрлани пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халӗ сирӗн сӑмаха кӗтетӗп, — Петӗр умне пырса тӑчӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун пуҫӗнчи шухӑшсем, ним патне те пырса тухаймасӑр, урлӑ-пирлӗ пӑтрашӑнса вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур вашт! ҫеҫ ҫаврӑнчӗ, ҫӑмӑллӑн, урса кайнӑ арӑслан пек, вырӑнӗ ҫине сиксе хӑпарчӗ, пӗр самантрах стена ҫинчи хӗҫне ярса илсе, сывлӑша шӑхӑртса, икӗ хутчен пуҫӗ тавра ҫавӑрса яшт! ҫеҫ сиксе анчӗ, хӗҫне хулпуҫҫи урлӑ тытса, Петӗр умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур чӗлӗм тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ сайра шӑлӗсене шӑтӑртаттарса илчӗ, сылтӑм чышкине чӑмӑртарӗ, Озеров умнех пырса тӑрса, кашкӑрӑнни пек ҫунакан куҫӗсене ун ҫине тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур мӑн хулӗсене выляткаласа, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫаврӑнчӗ те хӑна умне пырса тӑчӗ, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе хурса, тӑруках кашкӑрӑнни пек йӑлкӑшакан куҫӗсене Петӗр ҫине тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл икӗ лавне унта тӑратса хӑварнӑ, виҫҫӗмӗшпе лавкка патне пырса чарӑннӑ, икӗ хуралҫине те тӑлӑпӗсемпе хупласа ҫыхса пӑрахнӑ та Хусан хӗррине ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улма чӑпар ӑйӑр яла ташласа пырса кӗнӗ чухне мечӗтӗн кантӑксӑр ҫаврака чӳречи тӗлӗнче пуҫне шурӑ чалма ҫыхнӑ ҫын курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тетӗшӗ шӑллӗ ҫумне пырса тӑчӗ (вӑл ӑна хулпуҫҫи таран ҫеҫ), сылтӑм аллине ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те:

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, хӑвӑрт хуҫи патне пырса, ӑна ҫатан урапа ҫинчен анма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Надежда Константиновнӑпа иксӗре те хамӑр пата хӑнана пырса курма чӗнсе ячӗҫ», — терӗмӗр эпир.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла калаҫкаланӑ чухне ун патне хӗрача пырса тӑчӗ те, Ленин ӑна арки ҫине ҫӗклесе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Астӑватӑп-ха, тепӗр икӗ эрне иртсен, ҫак ял ҫыннисене икӗ михӗ укҫа илсе пырса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апла Ленин партийӗн членӗ пулсан, Ленина та курнӑ пуль эсӗ? — Матвей Александрович патне пырса тӑчӗ Тевлеш.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм паҫӑрах хатӗрленӗ ӗҫме-ҫимеллине сӗтел ҫине пырса лартрӗ, пӗр вӑтанса та именсе, ҫепӗҫ те ачаш чӗлхепе: — Ларсамӑр, Петр Петрович, ан тиркӗр, — терӗ Анюк икӗ стакана аншарли тултарчӗ, пӗрне кӗтнӗ хӑнине сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр пахчаран урама тухрӗ, Анюксен килӗнче ҫутӑ пуррине курсан, хавасланса кайрӗ, чӳрече патне пырса, кантӑка хуллен шӑкӑртаттарса шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял ҫыннисем ӑна шывпа пырса сапаҫҫӗ те, вӑл каллех ҫунакан ҫурта кӗрсе кайса мӗн те пулин йӑтса тухать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумайӑшӗ, ача мечӗт стенине пырса ҫапӑннине курас марччӗ тесе, пӗлӗтелле пӑхса сӑхсӑха-сӑхсӑха илеҫҫӗ е кутӑн ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑвашсемпе тутарсем хирӗҫме-тавлашма пуҫласан, Петр Петрович ҫывӑхарах пырса тӑчӗ, таҫтан вун-вун икӗ ҫул каялла пулса иртнӗ тискер ӗҫе аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра кукша Антун ашшӗне кӗпипе йӗмне пырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех