Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилнӗ (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атте вилнӗ хыҫҫӑн, августӑн 26-мӗшӗнче, эпӗ наука ӗҫтешӗсен секцине кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Ашшӗ тата икӗ аслӑ пиччӗшӗпе аппӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн, кӗҫӗн йӑмӑкӗсемпе шӑллӗсене аттен пӑхма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Кӑрнатир вилнӗ, чапӗ вара юлнӑ.

Погиб гренадер, а слава осталась.

Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫурри вилнӗ.

Половина убитых.

Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унтан ҫапла асӑрхаттарнӑ: унӑн вилнӗ ашшӗ рекрутсене укҫалла туянман, тенӗ, йӗркене улӑштарма кирлӗ мар.

Потом упомянул, что при покойном родителе рекрутов не покупали и что, мол, менять порядок не стоит.

Хусах // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫавӑнпа вӑл чапа тухайман, ҫавӑнпа вӑл ним палӑраймасӑрах вилнӗ.

Поэтому и не пришла к нему слава, поэтому и помер он в неизвестности.

Чап // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

«Люҫҫа, аҫу вилнӗ! Ӑҫта ҫӳретӗн эсӗ?» — терӗ вӑл хыпаланчӑклӑн.

«Люся, отец твой умер! Где ты ходишь?» — сказал он поспешно.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Унпа юнашар, урисене аран-аран сӗтӗрсе, вилнӗ пек шурса кайнӑ Кривошлыков пырать.

Рядом еле волочился смертно-бледный Кривошлыков.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна вилнӗ кунран тытӑнса, унӑн туйӑмӗ-сисӗмӗсем вӑхӑтлӑха сӳнчӗҫ: халӗ ун ним тума та, ним ҫинчен шутлама та чунӗ туртми пулчӗ.

Со дня смерти Анны чувства в нем временно атрофировались: ничего не хотелось, ни о чем не думалось.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каледин вилнӗ хыҫҫӑн Новочеркасск станици влаҫа походнӑй атаман генерал Назаров аллине шанса парать.

После смерти Каледина Новочеркасская станица вручила власть походному атаману Войска Донского генералу Назарову.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем вилнӗ ҫынна асӑнса чысларӗҫ тейӗн, — пӗр хушӑ чӗнмерӗҫ.

Помолчали, словно чтя память покойного.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ну, кил эппин, кум, Каледина, вилнӗ атамана, асӑнӑпӑр.

— Ну, давай, кум, помянем Каледина, покойного атамана.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Инкек ҫинех ку сысни вӑрҫӑра вилнӗ Афонька Озеров маткин — хаяр та чараксӑр чӗлхеллӗ Анюткӑн пулчӗ.

На беду принадлежал он Анютке, вдове Афоньки Озерова, — бабе злой и не в меру длинноязыкой.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хирте вилнӗ ҫынсен хура кӳлеписем юр ҫине анса ларнӑ кураксем пек тӗмескеленсе курӑнаҫҫӗ.

Вдали по полю, как присевшие грачи, редко чернели фигуры убитых.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗри спирт ӑшӗнчех путса вилнӗ, антӑхса кайнӑ та…

Один утоп в спирту, захлебнулся.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑй вилнӗ каччӑн сӳсленсе кайнӑ салтак обмотки сырнӑ ури ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхать, Крутогоров хӑй умӗнче кӑшкӑрнине те илтмест:

Она, не мигая, глядела на ноги убитого парня в солдатских, измочаленных временем обмотках, не слышала, как Крутогоров в упор кричал ей:

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хытӑ ҫӗр ҫине пуҫне ҫапса, ҫӗр урайне шӑлӗсемпе кӑшласа хӳхлерӗ Шамиль Прохорӗн арӑмӗ, вилнӗ упӑшкин вӑрҫӑран таврӑннӑ пиччӗшӗ, Шамиль Мартынӗ, йывӑр ҫын пулнӑ арӑмне ҫупӑрласа лӑпканине, ачисене ачашла-ачашла кучченеҫсем валеҫсе панине тӑраниччен курса тӑнӑ хыҫҫӑн.

Билась головой о жесткую землю жена Прохора Шамиля, грызла земляной пол зубами, наглядевшись, как ласкает вернувшийся брат покойного мужа, Мартин Шамиль, свою беременную жену, нянчит детей и раздает им подарки.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ — тӑлӑх арӑм, манӑн мӑшӑр вӑрҫӑра вилнӗ.

Я — вдова, муж мой погиб в войну.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӗм ҫӗрле вара, ҫурҫӗр тӗлӗнче, провинцире вырнаҫнӑ пӗчӗкҫӗ хула хӑй ҫутисене сӳнтерсе вилнӗ пек ыйха сӑптӑрнӑ вӑхӑтра, юлан утсем виҫшерӗн йӗркеленнӗ ретсемпе Быховри гимнази картишӗнчен тухма пуҫлаҫҫӗ.

А в волчью, глухую полночь, когда маленький провинциальный городишко, затушив огни, спал беспросыпно крепко, со двора быховской гимназии, по три в ряд, стали выезжать всадники.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан тата Петроградри рабочи-металлистӑн, тахҫан Тулӑ хулинче пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ, кайран вӑрҫӑра вилнӗ тусӗн хӗрне — вун икӗ ҫулхи Лушӑна аса илчӗ.

И еще вспомнил двенадцатилетнюю Лушу, дочь убитого на войне петроградского рабочего-металлиста, приятеля, с которым некогда вместе работали в Туле.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех