Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавра сăмах пирĕн базăра пур.
тавра (тĕпĕ: тавра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун тавра боецсем пухӑннӑ та хуллен калаҫаҫҫӗ.

Бойцы собрались вокруг него и негромко беседовали.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Командирсенчен пӗр вунӑ утӑм аяккарах, пӗчӗк кӑвайт тавра, артиллеристсем ӑшӑнса лараҫҫӗ.

Шагах в десяти от командиров, возле небольшого костра, грелись артиллеристы.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑй тавра пухӑннӑ ытти делегатсемпе калаҫнӑ май, Крайнев хӗрӳленсе каять, тавлашать, тӑшман ҫине халех сиксе ӳкмешкӗн хӑйне сигнал парасса кӗтнӗн туйӑнать.

Разговаривая с окружившими его делегатами, Крайнев горячился, спорил и, казалось, только ждал сигнала, чтобы немедленно броситься в бой с врагом.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кӑмака тавра командирсем тӑраҫҫӗ, вӗсем те Сталин ҫинчен хӗрсе кайсах тата пӑлханса калаҫаҫҫӗ.

Вокруг печки стояли командиры и тоже взволнованно и оживленно говорили обо всем случившемся в Перми.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑмӑр тӗслӗ башлык тӑхӑнса, Гринева унӑн вӗҫӗсене мӑйӗ тавра чӗркесе ҫыхрӗ.

Надев башлык коричневого цвета, Гринева перевязала его концы вокруг шеи.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Каҫ тӗксӗмлӗхӗнче Фролов хӑй тавра ларакан ҫынсен сӑн-пичӗсене аран-аран уйӑрса илет.

В вечерних сумерках Фролов едва различал лица сидевших вокруг него людей.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах халӑх хӑй тӗллӗнех сӗтел тавра кӗпӗрленсе пухӑнчӗ те, вӗсене аяккалла сирсе пӑрахрӗ.

Но толпа стихийно подалась к столу и оттиснула их.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ун тавра пухӑннӑ ҫамрӑк рабочисенчен хӑш-пӗрисем, паллах ӗнтӗ, хӑйсемпе пӗрле хӗҫпӑшал та илсе килнӗ.

Часть сгрудившихся вокруг него молодых рабочих несомненно пришла с оружием.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ху вара тусусем тавра ҫӳретӗн те, вӗсене сыхлатӑн.

— А сам ходишь вокруг друзей да следишь за ними.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кӑмака анинчен тухакан шӑрӑх ҫутӑ йӑрӑмӗнче Прохватилов моряк ларать, вӑл хӑрӑмпа хуралса кайнӑ кивӗ чейник тавра патакпа кӑвар купала-купала хурать.

В жаркой полосе света, тянувшейся из печки, сидел моряк Прохватилов и палочкой разгребал угли вокруг закопченного старого чайника.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Заключӗннӑйсен пӗр ушкӑнӗ Жемчужный тавра пухӑнчӗ.

Группа заключенных собралась вокруг Жемчужного.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шпионсен алли Петрограда та ҫитнӗ, кунта вӗсем акӑлчансен ертсе пыракан ҫар группипе тата ҫак группа тавра пӗтӗҫекен вырӑс белогвардеецӗсемпе ҫыхӑну тытасшӑн пулнӑ.

Руки шпионов дотягивались и до Петрограда для установления связи с находящейся там английской руководящей военной группой и с группирующимися вокруг нее русскими белогвардейцами.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Авдотьйӑн пысӑк куҫлӑ, хӗвелпе тӗссӗрленнӗ куҫхаршиллӗ, куҫсем тавра кӑшт палӑракан пӗркеленчӗклӗ, хӗвелпе пиҫнӗ сӑн-пичӗ ытла савӑнӑҫлӑ пулнипе вӑл хӑй те пӗр тумлам юлмиччен йӗри-тавралӑхра ирӗлсе кайнӑ пек туйӑнать.

Большеглазое загорелое лицо Авдотьи с вылинявшими на солнце бровями и чуть заметными морщинками вокруг глаз сияло такой полнотой радости, что, казалось, она вся, без остатка, растворилась в окружающем.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн тайлӑмӗсем тавра вӑрманти хура юханшывӑн ансӑр хӑйӑвӗ юхса ҫаврӑнать.

Узкая лента черной лесной реки огибала его склоны.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑрман чиккисем тавра радиус тӑрӑх пекех акмалли ҫӗрсем выртаҫҫӗ.

Вокруг меж лесами почти по радиусу расположены пахотные земли.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Карта ҫинче Первомайскинчи колхоз тавра пысӑк мар тӑваткӗтеслӗх ӳкерсе хунӑ.

На карте вокруг Первомайского колхоза был очерчен большой квадрат.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫул татӑк-кӗсӗк вӑрмансем тавра кукӑр-макӑррӑн авкаланать, ҫерҫисем пралук ҫинче ярӑнса лараҫҫӗ.

Дорога зигзагами вилась вокруг перелесков, воробьи качались на проводах.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ун тавра культурӑллӑ та хисеплӗ калаҫу пынӑ.

Разговор вокруг нее шел культурный и уважительный.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑй каҫхи вӑхӑта ирттерекен Василий патӗнче те, час-часах кайса ҫӳрекен Петр килӗнче те пӗтӗм калаҫу колхоз тавра пулса пынӑ.

В доме у Василия, где она коротала вечера, и в доме Петра, куда она часто заглядывала, все разговоры вертелись вокруг колхоза.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл пухнӑ пуянлӑх тавра ачисем, ачин ачисем пухӑнса пурӑнӗҫ, ҫав пуянлӑха тирпейлӗ тытса, ӳстерсех пырӗҫ, ҫав пуянлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ, хӑйсен пурлӑхӗ, пурнӑҫӗн тӗрекӗ вырӑнне хурса, вӗсем ӑна хисеплесе, итлесе пурӑнӗҫ тесе шухӑшланӑ вӑл.

Думала она, что и дети и внуки осядут возле богатства, накопленного ею, будут блюсти и умножать это богатство, будут почитать и слушаться ее самое как его источник, как оплот их жизненного благополучия.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех