Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук — лашасем вӗт тӗлӗнмелле лайӑх чӗрчунсем, хӑнасенчен кашниех Лукоса ачашласа илме тӑрӑшрӗ.

Да оно и понятно — ведь лошади такие чудные животные, все так и норовили погладить Лукаса.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Эп илме пултаратӑп ӑна, — тесе хучӗ вӑл.

— Я могу её взять, — сказал он.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Альфредпа Лина лашасене пӑхма, ҫула май апат ҫырткаласа илме кайрӗҫ.

Альфред и Лина отправились проведать лошадей, а заодно и перекусить.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл, тем пирки шавлӑн калаҫакан, тавлашакан, пӗр-пӗрне ӳкӗтлекен, кӑшкӑрашакан, лашисемпе ӗнисене алӑпа якаткаласа сутӑн илме сӗнекен хресченсем хушшинче ҫухалса кайнӑ.

Он словно растворился в толпе крестьян, которые громко спорили, уговаривали друг друга, торговались и кричали, оглаживая лошадей и коров.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ун ҫинчен куҫа илме ҫук.

Он не мог оторвать глаз.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӗ тавҫӑрса илме тӑрӑш-ха, сан шутупа тилхепене кам тытса пырать?

А теперь догадайся, кто держал вожжи?

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Уйӑх ҫине пӑхса илме тесе пуҫне ҫӗкленӗччӗ кӑна Лина, тем пулнӑ пек чалтах сиксе тӑчӗ.

Лина томно приоткрыла глаза, чтобы взглянуть на луну, и тут же вскочила.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лешӗ вара яланхи пекех ҫапла хуравларӗ, — Паллах, эсӗ ҫине тӑратӑн пулсассӑн, эпӗ сана качча илме пултаратӑп, анчах мӗншӗн-ха ҫавнашкалах васкамалла…

А он, как всегда, отвечал ей: — Конечно, раз ты так настаиваешь, я могу на тебе жениться, но к чему такая спешка?…

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лина вара Альфред патне таврӑнчӗ те ӑна мӑйӗнчен ыталаса илчӗ, ӑна хӑйне качча илме ӳкӗтлеме пуҫларӗ.

А Лина, вернувшись, обняла Альфреда за шею и, как всегда, принялась уговаривать его на ней жениться.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл вӗт ҫавнашкал ӑнман ҫын, ӑна лаша ҫинче ларнӑ чух та йытӑ ҫыртса илме пултарать!»

Как говорится, если уж кому не везёт, то его и на коне собака укусит!»

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Капитан карапа пӗрре е иккӗ портсене апат-ҫимӗҫ тата тӑварсӑр шыв илме илсе кӗртрӗ.

Раз или два капитан заходил в порты запастись провизией и свежей водой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ капитана мана ырӑ тунӑшӑн тав туни ячӗпе ҫав ҫӗрре илме йӑлӑнтӑм, анчах вӑл илместӗп тесе пат татса каларӗ.

Я просил капитана принять это кольцо в благодарность за оказанные им мне услуги, но он наотрез отказался.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл вӗсен айванлӑхӗнчен кулса илнӗ те шлюпкӑпа хӑй тухса кайнӑ, матроссене хӑйсемпе пӗрле икӗ ҫирӗп канат илме хушнӑ.

Посмеявшись над ними, капитан сам спустился в шлюпку, приказав матросам взять с собой два прочных каната.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл парӑс хам карап ҫулӗ ҫинче малта курӑнчӗ те, ун патне ҫывӑха пырса, унран пӑртак сухари илме ӗмӗтлентӗм: пирӗн сухари пит сахал юлнӑччӗ.

Так как парус виднелся в направлении курса его собственного корабля, то он решил приблизиться к нему в надежде купить немного сухарей, в которых у него чувствовался недостаток.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ӑна хӑй ҫавӑн пек хӑрушӑ япалана курнӑ ҫын анчах ӑнланса илме пултарать.

Только тот, кому случалось испытать такие жуткие приключения, способен понять.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл эпӗ «государствӑн вӑрттӑнлӑхӗ» ҫинчен калани тӑшмана е тӑшман халӑха пӗлтермест пулсан, урӑх мӗне пӗлтернине ӑнланса илме пултараймарӗ.

Он никак не мог понять, чтó я разумею под словами государственная тайна, если дело не касается неприятеля или враждебной нации.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ик аллӑма тӑсса ик еннелле сарса ярсан та пилӗк клавишне анчах илме пултараттӑм, клавишне аялалла пусса антарас пулсан, ӑна мӗнпур вӑйпа чышкӑпа ҫапма тиветчӗ.

Вытянув обе руки, я не мог захватить больше пяти клавиш, а чтобы надавить клавишу, я должен был изо всей силы ударить по ней кулаком.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Король ҫуртӗнче пӑтӑрмах пуҫланса кайрӗ; тарҫисем пусмасем илме чупрӗҫ; ҫурт тӳпине улӑхса ларнӑ упӑте ҫине пӑхса килхушшине темиҫе ҫӗр ҫын кӗпӗрленсе пухӑнчӗ.

Весь дворец был поднят на ноги, слуги побежали за лестницами; сотни людей сбежались на двор и глазели на обезьяну, усевшуюся на самом коньке крыши.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман няня хӑйӗн гувернанткипе пӗрле хула курма тата япаласем илме час-часах тухса ҫӳретчӗ.

Глюмдальклич в сопровождении гувернантки часто ездила осматривать город или делать покупки.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах вӗсем эпӗ апат епле тупса тӑранса пурӑннине ӑнланса илме пултараймарӗҫ, мӗншӗн тесен тӑват ураллӑ чӗрчунсенчен нумайӑшӗ манран вӑйлӑрах, хир шӑшисем тата ҫавӑн пек ытти чӗрчунсем — манран йӳрӗкрех.

Но они не могли понять, как я добываю себе пищу, потому что большинство четвероногих сильнее меня, а полевая мышь и некоторые другие отличаются гораздо большим проворством.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех